АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿркенмен ырă курнă

08 июня 2011 г.

– Паян ялта та хуларинчен кая мар пурăнма пулать. Халĕ пÿрте газ ăшăтать, шывĕ те килех кĕрет, – теççĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Анат Çĕрпÿкассинчи Терентьевсем. – Тата патшалăх та ял çыннисене пулăшать. Ÿркенмесен ĕçĕ те хыççăнах çÿрет.

Хĕрлĕ кирпĕчрен купаланă икĕ хутлă çурт аякранах илемлĕн курăн-са ларать. Юлашки вăхăтра пĕчĕк ялсенче те капмар çурт-йĕр çĕкленни, çамрăксем тăван енрех тымар яма тăрăшни савăнтарать. Терентьевсем пысăк укçа шыраса аякка кайман, «Свобода» колхозрах ĕçе вырнаçнă. Владимир Васильевич ДТ-75 тракторĕпе кунне ăçта кăна çитмест-тĕр. Фермăра ĕçсене вĕçлесенех уй-хире çул тытать. Çур акинче кашни техника, кашни çын шутра чухне мĕнле канса ларăн; Унăн мăшăрĕ Зоя Николаевна та фермăра, çамрăк выльăхсене самăртнă çĕрте, тăрăшать. «Пĕрле ĕçлени çемьене çирĕплетме кăна пулăшать», – теççĕ вĕсем. Туслă мăшăрăн картиш тулли выльăх-чĕрлĕх. Икĕ ĕнен сĕтне куллен колхоза сутаççĕ. Ку вĕсемшĕн хушма тупăш. Унсăр пуçне сыснасем те пур.

– Колхоз шалу енчен кÿрентермест. Ĕçленине кура тырă, утă-улăм илетпĕр, мĕнрен япăх?– тет В. Терентьев. – Вĕсем ытлашши пулсан каллех сутса укçа тума май пур. Эпир те колхозра ĕçлесех çурт-йĕр, хуралтăсем çавăртăмăр.

Чаплă керменне çемье нумаях пулмасть куçнă-ха. Тăватă çула тăсăлнă строительство ĕçĕ-хĕлĕ. Васкамасăр, тĕплĕн те илемлĕ тума тăрăшни харама кайман. Иртен-çÿрен савăнса та ăмсанса пăхать паян. Терентьевсем ĕмĕтне пурнăçа кĕртме «2012 çулччен яла социаллă аталантарасси» программăпа усă курса 100 пин тенкĕ тавăрса памалла мар субсиди илнĕ. «Пирĕншĕн сисĕмлĕ пулăшу, – сăмахлать кил хуçи. – Хальхи вăхăтра ялта ĕçлесе пурăнакансене патшалăх пулăшма тăрăшать. Ялти пурнăç условийĕсем улшăнса лайăхлансах пыраççĕ. Апла ырлăх çинчен хурлăх курма мĕншĕн таçта тухса каяс;»

Терентьевсен виçĕ ача. Андрейпа Алена пурнăç çулĕ çине тăнă ĕнтĕ. Шел, вĕсем хулара пурăнма кăмăл тунă. Кĕçĕнни, Надя, шкулта кăна вĕренет-ха. «Пĕри те пулин тăван тăрăхрах тĕпленессе шанатпăр, кĕтетпĕр, – теççĕ ашшĕпе амăшĕ. – Вĕренсе тухсан ĕçне кунта та тупма пулать, пирĕн хуçалăх ура çинче çирĕп тăрать».

Терентьевсене ĕçри çитĕнÿсемшĕн сахал мар преми, хисеп хучĕ парса чысланă. Ялта та ятлă вĕсем. Кÿршĕ-аршăпа, ял çыннисемпе килĕштерсе пурăнаççĕ, пĕр-пĕрне пулăшса пыма тăрăшаççĕ. Телейлĕ те туслă çемье ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. Уйрăмах – çамрăксемшĕн.

Л. Никитина.

Сăн ÿкерчĕкре В. Терентьев.

С. Журавлев сăн ÿкерчĕкĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика