АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йÿнĕ топливо пур, туянакан çук-ши?

08 июня 2011 г.

Çак çивĕч ыйтăва татса пама республика ертÿçисене çăмăл пулмарĕ. Бензин-топливо хакланса кайнă вăхăтра нефть компанийĕсем ăна йÿнĕрех хакпа сутма ниепле те килĕшмерĕç. Ĕçлĕ тĕл пулусем, калаçусем хыççăн кăна лав вырăнтан тапранчĕ. Хуçалăх-сене çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе тивĕçтерме «ЛУКОЙЛ» пĕрлешÿ килĕшнĕччĕ. «ЛУКОЙЛ–Волганефтепродукт» предприяти çулталăкра республикăна çăмăллатнă йĕркепе дизтопливо – 1610, автобензин 230 тонна уйăрма палăртрĕ. Паллах, ку сахал. Республика ертÿçисем çине тăнипе çак ĕçе «НК «Роснефть» ««Ульяновскнефтепродукт»» пĕрлешĕве те явăçтарчĕç. Вăл йÿнĕрех хакпа татах 16600 тонна дизтопливо уйăрчĕ. Кăçалхи акмалли-лартмалли лаптăксене, çулталăкри тăкака шута илсе ЧР ял хуçалăх министерстви районсене уйăхсерен мĕн чухлĕ дизтопливо кирлине палăртнă.

Май уйăхĕнче «Ульяновскнефтепродукт» республикăна планпа пăхнă чухлех, 2320 тонна, уйăрнă. Анчах хуçалăхсем 2129 тоннипе кăна «92 процент» усă курма кăмăл тунă. Çапла вара 191 тонна дизтопливо, йÿнĕрехпе сутнине пăхмасăрах, хуçасăр юлнă. Тăвай районĕнче топливăна йăлтах хуçалăхсене çитернĕ. Пăрачкав «98 процент», Канаш «98», Муркаш «97»,Çĕрпÿ «95» районĕсенче те çак ĕçе лайăх йĕркеленĕ. Улатăр «69 процент», Хĕрлĕ Чутай «79», Вăрнар «85», Шупашкар «84» районĕсенче вара çăмăллăхпа та йĕркеллĕ усă курайман.

«ЛУКОЙЛ – Волганефтепродукт» предприяти республикăри хуçалăхсене май уйăхĕнче дизтопливо – 485,6 «палăрт-нин 97 проценчĕ», автобензин 65,7 «66» тонна уйăрса панă. Июньте нефть предприятийĕсем 2430 тонна дизтопливо йÿнĕрехпе сутма пăхнă. Бензина вара хаклă хакпах туянма тивĕ.

Мĕнле килĕ-ши çу; Çак ыйту паян нумайăшне канăç памасть. Нивушлĕ пĕлтĕрхи пекех типпе юлăпăр; Акă Францире çурхи шăрăх та типĕ çанталăка пула халех пысăк тăкак тÿсеççĕ. Шел, пирĕн те савăнмалли сахал. Раççей Гитрометцентрĕ пĕлтернĕ тăрăх кăçал та çу типĕ тăмалла. Чăн та, пĕлтĕрхи пек шăрăх ытлашши тинкене илмĕ, анчах çумăр та çусах каймĕ. Нивушлĕ каллех тухăçсăр юлăпăр;

– Кăçал республикăри хуçалăхсене типĕ çанталăк ытлашши сиен кÿмĕ, – теççĕ ЧР ял хуçалăх министерствинче. – Пĕлтĕрхи инкеклĕ çула шута илсе хуçалăхсем шăвармалли техника туянма тытăн-чĕç. Çак тапхăр тĕлне12 оборудовани туяннă ĕнтĕ. Вăл хуçалăхсене 41,5 млн тенке кайса ларнă. Мелиораци техникине «Слава картофелю», «Слава картофелю-Яльчики», «Комсомольские овощи» агрофирмăсем, Вăрнар районĕнчи «Санары», «Мураты», Муркаш енчи «ВаСем» хуçалăхсем, Çĕрпÿри А. Артемьев фермер тата ыттисем туяннă.

Çакна та палăртмалла, ял хуçалăх производствине мелиораци технологине пурнăçа кĕртме каякан тăкака саплаштарма Чăваш Республикин бюджетĕнчен 35 млн тенкĕ «оборудовани хакĕн 30 процент-не субсидилеме» уйăрма пăхнă. Анчах хальхи вăхăтра палăртнă хисепрен 4,4 млн тенки «12,5 процент» кăна хуçалăхсене çитнĕ. Сăлтавĕ – предприятисем çăмăллăхпа усă курма документсем тăратманни. Çавăнпа ЧР ял хуçалăх министерстви организацисене çак ĕçе хăвăртлатма сĕнет.

Л.АРСЕНТЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика