АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕр пĕрле пурăнар!

08 июня 2011 г.

Çур аки вĕçленнине чăвашсем ĕлĕкренех шавлăн паллă тунă. Йывăр ĕççи хыççăн уявра пĕрле савăннине мĕн çиттĕр?

Чи пысăк уява – Пĕтĕм Раççейри чăвашсен Чĕмпĕрте иртнĕ Акатуйне – хамăр республикăран çеç мар, Тюмень, Оренбург, Самар облаçĕсенче, Пушкăртстанпа Тутарстанра, Эстонире, Беларуçра, Казахстанра, Америкăра пурăнакан йăхташсем те килнĕ. Чăннипех те тĕнчипе сапаланнă чăваш халăхне пĕрлештерекен уяв пулса тăчĕ ку.

Канаш тăрăхĕнче те яланхи пекех питĕ ăшă та кăмăллă иртрĕ çак кун. Уява пухăннă халăха ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ – ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов ăшшăн саламларĕ, ĕçре чапа тухнисене наградăларĕ. «Канашсем» ентешлĕх ертÿçи Анатолий Кипеч çыравçă Канаш районĕн хисеплĕ гражданинĕ пулса тăчĕ.

Шупашкар районĕ вара чăваш наци культурин ĕлĕкхипе хальхи аталану тапхăрне «Вăхăт çулĕ» композиципе сăнласа пачĕ. Кунта районти пĕтĕм пултарулăх ушкăнĕ хутшăнчĕ, вĕсем ака-суха йăли-йĕркине кăтартрĕç. Юрă-ташăсăр пуçне Хĕвел уçланкинче «Кĕрешÿ» наци ăмăртăвĕ иртрĕ. Районти ял тăрăхĕн ушкăнĕсем «Сăн ÿкерчĕксенче – район историйĕ» курав йĕркеленĕ. Ишек ял тăрăхĕн палатки патне хисеплĕ хăна пырса тăчĕ, стенда тимлесе пăхса тухрĕ. «Эсĕ те кунта çитсе ларнă-и;» – кулкаласа илчĕ хăйне халалланă стенд çине пăхса Чăваш халăх артистки Светлана Михайлова. Шупашкар районне кĕрекен Çатра Марка ялĕнче çуралса ÿснĕ вăл. Савăнăçпа шывланнă куçĕсене пытармарĕ: «Мана манманшăн тавах сире, ентешĕмсем!» – тесе малалла утрĕ.

Вăрнар çĕрĕ те хăнасене ырă кăмăлпа кĕтсе илчĕ. ЧР Правительство ертÿçи Олег Макаров Акатуй йăли-йĕркипе паллашрĕ. Районти 19 ял тăрăхĕнче пурăнакан ăстасем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç: авалхи чăваш çурчĕ, пир-авăр станокĕ, чăваш тĕррипе тумтирĕ – пурте наци культурин пуянлăхĕпе хăйне евĕрлĕхне çирĕплетеççĕ. Чăваш Акатуйне пĕрремĕш хут килнĕ Олег Витальевич Иван Абрамов ăстаçă патĕнче чылай вăхăт тăчĕ. Тĕлĕнмелле пултаруллă вăл. Хăваран савăт-сапа, сĕтел-пукан ăсталать. 1928 çулта Çĕньял Хапăс ялĕнче çуралса ÿснĕ Йăван мĕн пĕчĕкренех йывăçран тĕрлĕ япала тума юратнă. Санарпуçри 7 класлă шкултан вĕренсе тухсан Çĕпĕрте Красноярск хулинче 4 çул салтакра пулнă. Тăван ялне таврăнсан платникре, шоферта вăй хунă. Бригадир пулса тивĕçлĕ канăва тухнă. «Пушă вăхăт тупăнсанах хăвапа аппаланатăп, ниепле те чарăнаймастăп», – шÿтлет Иван Дмитриевич. Кунне пĕр йывăç кашăк та пулин ăсталать вăл. Унсăр пуçне карçинккасем, пуртăпа çава аврисем, уйран çÿпçисем тăвать. Иван Дмитриевич аллипе тунă шкапсемпе пукансене ял çыннисем уйрăмах кăмăллаççĕ. «Укçашăн мар, чун туртнипе ăсталатăп. Çамрăксене вĕрентес кăмăл пысăк, анчах шел, никам та килсе интересленмест...» – тет ватă. Правительство ертÿçине вăл алтăрпа йĕтĕр парнелерĕ. Йĕтĕрне панă чух: «Пĕр вĕçĕнчен ху, тепринчен арăму тыттăр!» – терĕ.

Çур аки ăнăçлă вĕçленчĕ. Чи маттур çĕр ĕçченĕсем парнесене тивĕçрĕç. Мĕн кирлĕ тата? Тыр-пул лайăх çитĕнтĕр, кĕр çитсен каллех пĕрле пухăнса çут çанталăк панă ырлăхпа киленер, ĕмĕр пĕрле пурăнар.

К. Нестерова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика