АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр кунлăха çеç мар-ши?..

03 июня 2011 г.

Маршрут таксийĕнчен тухсанах хăлхана шăв-шав пырса çапрĕ. Ытти кунсенче Шупашкарти студентсен скверĕнче кун пекех шавлă марччĕ. Таçтанах «Пируссăр Чăваш Ен» плакат курăнса тăрать. Кунта çамрăксен Пĕтĕм тĕнчери табак туртнипе кĕрешмелли куна халалланнă акцийĕ иртрĕ. Ячĕ – «Туртма пăрахмалли кун. Яланлăхах».

Статистика кăтартăвĕсем тăрăх паянхи кун Раççейре хĕр арăмсен 30 проценчĕ сигаретпа наркăмăшланать, арçынсен 65 проценчĕ «тутлă канихвета» çăвартан кăлармасть. Юлашки 20 çулта туртакансен шутне 450 пин çын хушăннă. Табак чи малтанах сывлав органĕсене сусăрлатать. Туртакансен 98 проценчĕ тип пыр ракĕпе, 96 проценчĕ – ÿпке ракĕпе, 75 проценчĕ тарăна кайнă бронхитпа чирлесе вилеççĕ.

Акцие уçма ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, сывлăх сыхлавĕпе социаллă пурнăç аталанăвĕн министрĕн çумĕ Алексей Федоров, тĕнче чемпионки Олимпиада Иванова, «Чăваш Ен» фонд президенчĕ Михаил Федотов хутшăнчĕç. Сцена çинче тĕрлĕ аслă шкулпа техникумра вĕренекенсен ушкăнĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Сквер талккăшĕпех сывлăха çирĕплетекен 15 площадка: скейтпа паркур зони, тĕлĕнтермĕш прическăсен фестивалĕ, боди-арт, ал вăй кĕрешĕвĕ...

Мана уйрăмах сывлăх центрĕн ĕçĕ кăсăклантарчĕ. Уяв вĕçленичченех унти ĕçченсем çамрăксен ÿпкине тĕрĕслерĕç, туртакансен сывлăшĕнче кăмрăк йÿçек газĕн кăтартăвне смокелайзер текен аппаратпа пăхрĕç. Сывлăха тĕрĕслес шухăшлисем чылай пулчĕç.

Çанталăк шăрăх пулнипе ăш хыпрĕ. Тутлă шыв сутакан палатка умĕнче черетре тăракан çамрăк хĕрсем калаçни хăлхана кĕрех кайрĕ. «Акци вăхăтĕнче скверта пирус туртма юрамасть, анчах питĕ туртас килет…» – тет пĕри. Уяв иртекен вырăна çитсенех таса планета çине лекнĕн туйăнчĕ, амăшĕсем пепкисемпе уçăлса çÿрени таврана илем кÿчĕ.

«Сывă наци» фестивале вĕçлекен гала-концерта курнă хыççăн çынсем килĕсене саланма пуçларĕç. Автобус чарăнăвне çитсенех урăх тĕнче пуçланчĕ. Сквертан тухнă çамрăксем кĕсйисенчен тĕрлĕ тĕслĕ пачкăсем кăларса хăватлăн пирус мăкăрлантарма пуçларĕç. Киле çитичченех автобусра манпа юнашар пирус шăрши çапнă çын ларса пычĕ. Урамра йăваланса выртакан пирус тĕпĕсем куçа «илĕртеççĕ». Пĕр шухăш канăç памасть: акци ирттерни пĕр кунлăха çеç мар-ши, унăн тĕллевĕсем малашне пурнăçланĕç-ши;

К. Нестерова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика