АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç калчисене – ача пахчи

03 июня 2011 г.

Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли куна халалласа Шупашкарта Гладков урамĕнчи микрорайонта ача сачĕ тума пĕрремĕш кирпĕч хучĕç. Йышлă ывăл-хĕр çитĕнтерекен ашшĕ-амăшне çĕр лаптăкĕпе тÿлевсĕр тивĕçтерме ирĕк паракан сертификатсемпе чысларĕç.

«Ачасем – пирĕн пуласлăх, пĕтĕм ырлăх-пурлăха вĕсем валли тăватпăр. XXI ĕмĕр çыннисен культури те, хутшăнăвĕсем те урăхларах пулмалла. Çĕнĕ ача садĕнче вĕсене пур енлĕн аталанмалли условисем туса хурĕç, бассейн, музыка тата физкультура залĕсем, медицина блокĕ тата ытти те пулĕ», – терĕ ЧР Президенчĕ М.Игнатьев 2012 çулта хута ямалли ача сачĕн никĕсне янă ятпа каланă салам сăмахĕнче.

Халĕ Чăваш Енре 55 пин ача пĕчĕккисен учрежденине çÿрет. 172 шкулта ачасем валли ятарлă ушкăнсем йĕркеленĕ, уйрăм çын тытса тăракан садиксем уçнă. Çапах та вырăн кĕтекенсен черетĕнче 1-7 çулсенчи 21915 ача тăрать. Вĕсенчен 20 пинĕшĕ – Шупашкарта.

Республикăна ертсе пыракансем 1,5-3 çулсенчи пепкине пăхма отпуск илнĕ амăшĕсене пособи пама йышăннă. Çав тÿлеве Шупашкар, Канаш хулисенчи тата Шупашкар районĕнчи 3346 çемье тивĕçнĕ те ĕнтĕ.

Михаил Игнатьев Шупашкарта пурăнакан виçшер ачаллă Афанасьевсен, Стексовсен, Петровсен, Витеевсен тата Алексеевсен çемйисене çĕр лаптăкĕпе тÿлевсĕр тивĕçтермелли сертификат пачĕ. Пирĕн республикăра унашкал çемьесем 8 пин ытла. Хăйсем ыйтнипе пурне те çĕр лаптăкĕ параççĕ. Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун унăн сертификатне 16 районпа хулара пурăнакан нумай ачаллă 36 çемье илнĕ. Июнь уйăхĕнче ăна 100 çемье тивĕçмелле.

***

«Ачалăхăн телейлĕ сăнĕсем» ятпа республикăра сăн ÿкерчĕксен акцийĕ пуçланчĕ.

Унăн тĕп тĕллевĕ – граждансене ачалăха, çул çитменнисен ирĕкĕпе прависене хÿтĕлемеллине аса илтересси, вĕсене килĕшÿллĕ аталанмашкăн йĕркеллĕ майсем туса парасси, çемье институтне çирĕплетесси.

Акци виçĕ тапхăрпа тата виçĕ номинаципе иртет: «Ача-пăчан чи лайăх сăн ÿкерчĕкĕ», «Çемьен чи лайăх сăн ÿкерчĕкĕ», «Чи лайăх фотограф». 1-мĕш тапхăрта сăн ÿкерчĕксем тумалла тата конкурс ĕçĕсем хатĕрлемелле. 2-мĕшĕнче «июнĕн 2-16-мĕшĕсем» сăн ÿкерчĕксене Чăваш Енĕн власть органĕсен официаллă порталне вырнаçтармалла, килĕшнисемшĕн сасăламалла, çĕнтерÿçĕсене палăртмалла. 3-мĕш тапхăр-та «июнĕн 17-24-мĕшĕсем» акцие пĕтĕмлетĕç. Унта фотоĕç ăстисем те, сăн ÿкерме юратакансем те хутшăнма пултараççĕ. Çĕнтерÿçĕсене каярах парнесемпе чыслĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика