АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкуренци: ура хурать е çĕкленме пулăшать?

01 июня 2011 г.

ЧР ял хуçалăх министерствинче агропромышленность комплексне аталантарассипе йĕркеленĕ правительство комиссийĕ çумĕнчи ĕç ушкăнĕн ларăвĕ иртрĕ. Пухăннисем апат-çимĕç тата тирпейлекен промышленность предприятийĕсен кăçалхи тăватă уйăхри кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç.

Çĕр улми вырăнне – макарон

Лав мĕнле тапранать, малалла çаплах каять. Çулталăк хăш-пĕр предприятишĕн ăнăçлă, теприншĕн вара тумхахлă пуçланнă темелле. ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Л. Николаев пĕлтернĕ тăрăх кăçалхи январь-апрель уйăхĕсенче апат-çимĕç продукчĕсене кăларасси пĕлтĕрхинчен палăрмаллах чакнă пулсан, çăкăр-булка изделийĕсем кăларасси 2,6 процента яхăн ÿснĕ. Шупашкарти çăкăр комбиначĕ, 2-мĕш çăкăр завочĕ, «Çăкăр», «Акконд» пĕрлешÿсем, Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, Çĕмĕрлери, Куславккари, Канашри çăкăр завочĕсем калăпăша палăрмаллах пысăклатнă. Шупашкарти «Вавилон» макарон-кондитер фабрикипе Çĕнĕ Шупашкарти çăкăр завочĕн кăтартăвĕсем вара япăхланнă. 2010 çулта пĕчĕк предприятисен ĕçĕ уйрăмах чăхăмлани сисĕнет. Çакă тухăçсăр çулталăкпа та çыхăннă. Хĕллехи тапхăрта çăнăх сисĕнмеллех хакланса кайни вĕсене кал-кал ĕçлеме чăрмантарнă, продукцин хăй хаклăхĕ хăпарнă, анчах халăха кашни кун кирлĕ тавара ытлашши хаклатса яраймăн. Çавăнпа тупăшран ытла тăкак кÿнĕ темелле çăкăр.

Чăвашстат кăтартăвĕпе республикăра кăçалхи тăватă уйăхра çăнăх 19,6 пин тонна авăртса хатĕрленĕ, ку иртнĕ çулхинчен ытларах. Пĕтĕм хисепре «Чувашхлебопродукт» предприятин пайĕ – 94 процент. Макарон изделийĕсене иртнĕ çулхинчен сахалрах «83,8 процент» хатĕрлесе кăларнă. Шупашкарти «Вавилон» макарон-кондитер фабрики кăтартăва 26 процент чакарнă. Пĕлтĕр çĕр улми япăх тухнипе çынсем макарон изделийĕсене ытларах çиме тытăнни палăрать. Иртнĕ çул çак кăтарту 12,5 процент ÿснĕ. Хура тулă, çĕр улми тата ытти кĕрпе хакланнă май ирĕксĕрех йÿнĕрех апат-çимĕç çине куçма тивет çав. Халăха ытлă-çитлĕ тивĕçтерме республика тулашĕнчен те макарон изделийĕсем турттарнă.

Çулталăк сăра завочĕсемшĕн ăнăçлă пуçланнă. Шупашкарти «Букет Чувашии» сăра тăвакан фирма, «САН ИнБев» пĕрлешÿн Çĕнĕ Шупашкарти филиалĕ производство калăпăшне самай пысăклатнă. Çавăн пекех минераллă тата пылак шывсем ытларах хатĕрлесе кăларнă.

Йÿнĕ сĕтрен – хаклă продукци

Республикăри сĕт тирпейлекен предприятисем çак тапхăрта 62,7 пин тонна сĕт йышăннă. Иртнĕ çулхи ку вăхăтрипе танлаштарсан çирĕм процент сахалрах. Пĕтĕм категорири хуçалăхсенче туса илекен чĕр таварăн 42 процентне отрасльти предприятисем туяннă. Унччен тупăшлă ĕçлесе пынă Муркашри сĕт-çу завочĕ панкрут çулĕ çине тăни пăшăрхантарать. Ĕç-хĕл чарăнса ларнипе кунта чĕр тавар туянассине пĕлтĕрхинчен 83 процент чакарнă. «Маслосырбаза «Чувашия», «Молочное дело – Алатырь», «Молочное дело – Шумерля» пĕрлешÿсем, «Юнимилк» компанин Шупашкарти сĕт комбиначĕ те чĕр тавар сахалрах туянма тытăннă. Республикăра вара сĕт çителĕклех.

«Агро-инноваци» унитари предприятийĕ пĕлтернĕ тăрăх кăçалхи февралĕн çурринче пĕр литр сĕте 15,76 тенкĕпе туяннă пулсан, майăн 19-мĕшĕ тĕлне ун хакĕ 10,91 тенке çити чакнă «пĕлтĕр – 10,57 тенкĕ». Анчах çакă хатĕр продукцин хакне йÿнетме мар, хаклатса пырать тейĕн. Юлашки çур çулта пастеризациленĕ сĕтĕн «çури сĕт хисепĕ 2,5 процент» пĕр литрне 23,77 тенкĕпе сутнă. 2010 çулта ку вăхăтра вăл 18,67 тенкĕрен иртмен. Апла çулталăкра сĕт юр-варĕн хакĕ 27 процент хăпарса кайнă. Кăçал предприятисем сĕтрен продукци хатĕр-лесе кăларассине те сахаллатнă. Шупашкарти, Муркашри тата Куславккари сĕт-çу завочĕсем производство калăпăшне пĕчĕклетсе пынă хушăра Етĕрне, Çĕрпÿ енче ăна палăрмаллах ÿстернĕ. Рынока çĕнĕ предприятисем çул хывни те сисĕнет. «Акконд-агро» пĕрлешÿпе «Молочная империя» кооператив продукцийĕ суту-илÿре ытларах курăнма тытăнни савăнтарать. Шел, сар çупа мороженăй кăларасси пĕлтĕрхи шайран чакнă.

Кăçалхи тăватă уйăхра аш-какай продукчĕсем кăларасси те япăхланнă, çакă пĕчĕк предприятисенче уйрăмах сисĕнет. Кăлпасси, ашран çурма фабрикатсем нумайрах туса кăларнă. Ку енĕпе Шупашкарти, Етĕрнери, Вăрнарти аш-какай комбиначĕсем аван ĕçленине палăртмалла.

Хальхи вăхăтра çĕнĕ технологисемпе инвестици проекчĕсене хута кĕртесси йывăррăн пынине те палăртрĕ министр çумĕ. Çулталăк пуçланнăранпа тирпейлекен промышленноçра кĕске вăхăтлăх кредитсене 110,3 млн тенкĕ явăçтарнă. Анчах вăрах вăхăтлăх кредит илекенсем çук-ха.

Ларура производство калăпăшне пĕчĕклетнĕ предприятисен ертÿçисене те итлерĕç. Паллах, вĕсен тÿрре тухмалли сăлтавĕ тупăнсах тăчĕ. «Молочное дело – Шумерля» предприятин ертÿçи ĕç чăхăмланине хĕлле сĕт хакланса кайнипе çыхăнтарчĕ. Продукцин хăй хаклăхĕ ÿсет, рынокра конкуренци пысăк чухне тавара ытлашши хаклатса сутаймăн. Капла тăкак кăна курмалла. Чăн та, халĕ лару-тăру лайăхланнă темелле. Муркашри сĕт-çу завочĕ панкрута тухнă май цехсем хăçан туллин ĕçлеме тытăнасси паллă мар-ха. Çăкăр-булка, макарон изделийĕсен калăпăшĕ чакнине те пуçлăхсем чĕр тавар сасартăк хакланнипе сăлтавларĕç. Çакă каллех хатĕр продукци хакне ÿстерсе ярать. Конкурентсем те ура хурсах тăраççĕ. Рынокран тухса ÿкес мар тесен ассортимента пуянлатма, производствăна çĕнĕлле йĕркелеме тивет. Конкурент тенĕрен, вĕсем, чăн та, тĕлĕрме, ĕлĕкхи пек алă усса ларма памаççĕ çав. Акă çывăх вăхăтра Чăваш Енре тĕнчипе паллă федерацин «МЕТРО Кеш энд Керри» суту-илÿ çуртне тума тытăнасшăн. Вăл вырăнти ял хуçалăх продукчĕсене те вырнаçтарма пулăшма шантарать-ха. Анчах пĕчĕк предприятисен çулне пÿлмĕ-ши; «Магнит», «Пятерочка», «Карусель» тата ытти пысăк центрсем уçăлни те хăшĕ-пĕриншĕн инкеклĕ вĕçленчĕ, вĕсем конкуренцие чăтайманнипе ĕçне-хĕлне чарса лартрĕç. Тепĕр енчен вĕсем пире тĕнче шайĕпе ĕçлеме, çĕкленме хистеççĕ. Пĕр вырăнта тăпăртатса тăнипе малалла каяймăпăр.

Л.АРСЕНТЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика