АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç шайне ÿстерме

01 июня 2011 г.

Раççей ял хуçалăх министрĕ Елена Скрынник федерацин çичĕ субъекчĕпе видеопресс-конференци ирттерчĕ, унта Чăваш Республики те хутшăнчĕ. ĕçлĕ тĕл пулура регионсене хумхантаракан ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Чи çивĕччисенчен пĕри – ял хуçалăх техникин паркне çĕнетесси. Хуçалăхсем Анăç техникине кăмăллани паллă. Анчах пирĕн çĕршывра та вĕсенчен кая мар машина-трактор кăларма тытăнчĕç темелле. Эппин хамăр укçа-тенке мĕншĕн ютсене пуйма ямалла; Министр импортпа техника туяннăшăн патшалăх субсиди уйăрманнине палăртрĕ. Раççей промышленноçне пулăшасси малти вырăнта тăрĕ.

Страхлав ыйтăвне сÿтсе явнă май Е.Скрынник 2011 çулта федераци бюджетне çак тĕллевпе 5 млрд тенкĕ хывса хăварнине пĕлтерчĕ. Ялсенче çул-йĕр тума çавăн чухлех парĕç. Ял хуçалăхĕпе йышăннă чылай программăна – выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассине, çемье фермисене йĕркелессине – 2020 çулччен тăсни шанчăк çуратать.

Чăваш Ен журналисчĕсене Раççейре хăмла ĕрчетесси мĕнле пыни те кăсăклантарчĕ. «Хресчен сасси» хаçат корреспонденчĕн ыйтăвне хуравланă май министр çакна палăртрĕ: «Хăмла çитĕнтерессипе эсир тĕп регион пулнине пĕлетпĕр. Пĕтĕмĕшле чĕр таварăн 90 процентне туса илетĕр. Çавăнпа хăмлаçăсене республика тата федераци бюджечĕсенчен пулăшма пăхнă. Малашне ку енĕпе пулăшсах тăрăпăр».

Е.Б.Скрынник çур акине ăнăçлă вĕçлесси тата вырмана хатĕрленесси çинче те чарăнса тăчĕ. Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче хальлĕхе çурхи культурăсене 38 млн гектар «палăртнин 75 проценчĕ» акнă, ку пĕлтĕрхинчен 3,7 млн гектар ытларах. Тата çакна манмалла мар: кăçал çанталăк условийĕсене кура çĕршывра ака-суха ĕçĕсем икĕ эрне каярах пуçланнă. Çурхи тырăсене 23,4 млн гектар «палăртнин 77,3 проценчĕ» акма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Ку каллех 2010 çулхинчен ытларах, 2,6 млн гектар чухлĕ. Çур акине вăхăтра вĕçлесси патшалăх пулăшăвне агропромышленность комплексне çийĕнчех çитернинчен, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе çите-лĕклĕ тивĕçтернинчен нумай килет. Мĕн пур регион нефть компанийĕсемпе çунтармалли-сĕрмелли материалсене 30 процент йÿнĕрехпе туянасси пирки килĕшÿ тунă. Коммерципе çăмăллăх хакĕсене танлаштарсан уйрăмлăх куç кĕретех: пĕр тонна топливо 6 пинрен пуçласа 8 пин тенке яхăн кайса ларать. Çăмăллăх шучĕпе топливо мĕн чухлĕ уйăрассине те палăртнă. 2009–2010 çулхисемпе танлаштарсан унăн калăпăшне 15 процент ÿстернĕ. Дизтопливăна – 2 млн та 543 пин «хуçалăхсем пĕлтĕр туяннин 63 проценчĕ», автобензина 180 пин тонна. Минэнерго тата нефть компанийĕсем çăмăллăх йĕркипе топливо парассине хĕсессине пăрахăçланă. Апла ака-суха ĕçĕсем сарăлса, топливо туянасси ÿссе пынă май сентябрь-ноябрь уйăхĕсем валли палăртнă çăмăллăх топливине маларах, апрель-май уйăхĕсенчех çурхи ĕçсене вĕçлеме илме пулать. Топливо уйăрассине правительство çулталăкри лимитпа мĕнле усă курнине кура татса парĕ.

Майăн 25-мĕшĕ тĕлне агропромышленность комплексне пулăшма субъектсене 45,9 млрд тенкĕ субсиди куçарнă – ку 2011 çулта патшалăх программипе уйăрма пăхнин 44 проценчĕ. Ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем патне федераци бюджечĕн – 26 млрд «куçарнă укçан 60 проценчĕ», субъектсен 8,9 млрд «24 процент» тенкине çитернĕ. Пĕтĕмĕшле илсен укçа-тенке вырăнсене çитересси лайăхланнă. Министр РФ субъекчĕсенчи ĕç тăвакан власть органĕсене федераци бюджечĕн укçипе тĕллевлĕ те тухăçлă усă курнине асăрхаса тăма, субсидие план-графикпа палăртнă пек çитерме ыйтрĕ. Кăçал отрасле кредитлассине ÿстернĕ. Январьтен ял хуçалăх предприяти-организацийĕсене çурхи ĕçсем ирттерме 90 млрд тенкĕлĕх кредит уйăрнă «2010 çулхипе пăхсан 18 млрд тенкĕ ытларах».

2011 çулта çурхи ĕçсене ăнăçлă ирттернисĕр пуçне министерство пурнăçа кĕртме палăртнă ытти тĕллев те пĕлтерĕшлĕ.

Пĕрремĕшĕ – выльăх-чĕрлĕх отрасльне малалла аталантарасси, пĕлтĕрхи шăрăх, типĕ çанталăк сиен кÿнине пăхмасăр мăйракаллă шултра выльăх шутне упраса хăварасси. Кăçал çак тĕллевпе пĕр млрд тенкĕ уйăрмалла. Ăратлă выльăх ĕрчетекенсене пулăшма – 3,5 млрд тенкĕ. 2010 çулта мăйракаллă шултра выльăх шутне упраса хăварма пултарнă регионсем тата 5 млрд тенкĕ хушма укçа илĕç. Сысна, чăх-чĕп ĕрчетекенсене те 9 млрд тенкĕ уйăрса пама палăртнă. «2020 çулччен аш-какай паракан выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассин стратегийĕ» программăна хатĕрлесе пĕтернĕ ĕнтĕ. Çакă 2020 çулччен выльăх, чăх-чĕп какайне туса илессине 56 процент ÿстерме май парĕ. Чĕрĕ виçепе шутласан 15,6 млн тонна. Кăçал кăна аш-какай илесси 500 пинрен 11 млн тоннăна çитмелле.

Иккĕмĕшĕ – министерство çут çанталăкпа климат условийĕсем АПКна сиен кÿрессине чакарма стратегиллĕ тĕллевсене – мелиораци комплексне тата патшалăх енчен пулăшнипе страхлав тытăмне аталантарассине – пурнăçа кĕртес енĕпе те ĕçлĕ. Виççĕмĕшĕ – пĕчĕк формăллă хуçалăхсене аталантарасси. Кăçал хресчен «фермер» хуçалăхĕсене ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр участокĕсене чикĕлеме 120 млн тенкĕ хушма укçа уйăрса пама палăртнă.

Тамбовра иртнĕ фермерсен съезчĕ хыççăн 2012 çултанпа пĕчĕк формăллă хуçалăхсене пулăшма хушма мерăсем йышăннă: çĕре салук вырăнне хывассине сарĕç, «Ĕçе пуçăнакан фермер» программăна хута ярĕç, çемье выльăх-чĕрлĕх фермисене аталантарассипе йышăннă программăна 2020 çулччен тăсĕç, ял хуçалăх центрĕсене финанслассине тепĕр хут чĕртсе ярĕç тата ытти те.

Тăваттăмĕшĕ – ялта пурăнакансен пурнăç шайне лайăхлатассипе йышăннă проектсем малашне тĕп вырăнта пулмалла. Федерацин тĕллевлĕ «Яла социаллă аталантарасси» программи ĕçе кĕнĕренпе 14 млн тăваткăл метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă, çав шутра 4 млн тăваткăл метр – çамрăк çемьесемпе специалистсем валли. 220 пин çемье хăтлă çурт-йĕрлĕ пулнă. 2011 çулта программăна пурнăçа кĕртме федераци бюджетĕнчен 7 млрд та 720 млн тенкĕ уйăрĕç.

Кăçал 2013–2020 çулсем валли çĕнĕ хушма программа хатĕрлесе йышăнасси те пĕлтерĕшлĕ. Программăн тĕп енĕсем: Раççей Федерацийĕн Апат-çимĕç хăруш-сăрлăхĕн доктринине пурнăçа кĕртсе çĕршыва апат-çимĕçпе çителĕклех тивĕçтересси, ыттисенчен пăхăнмалла мар тăвасси* ял хуçалăх таварĕ туса илекенсен тупăш шайне, конкуренци пултарулăхне ÿстересе финанспа тивĕçтересси* АПКна модернизацилесси тата ăна аталантарса инноваци мелĕ çине куçасси* çут çанталăк пурлăхĕпе, çĕрпе тухăçлă усă курасси* пĕчĕк формăллă хуçалăхсене тата кооперацисене аталантарасси.

Унсăр пуçне хушма программăра пысăк пĕлтерĕшлĕ çĕнĕ енсем те пур: АПКри тирпейлекен отрасле аталанма пулăшасси* мелиорацие тата çĕр пулăхне пуянлатасси* ялти пĕчĕк формăллă хуçалăхсене пулăшасси* ял хуçалăхĕнче туса илекен апат-çимĕç рынокĕн инфраструктурине аталантарасси* АПКна инновациллĕ аталантарасси тата инвестици ĕç-хĕлне пулăшасси.

Е. Скрынник патшалăхăн çĕнĕ программи хута кайни Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн доктринине пурнăçа кĕртме, ял çыннисен пурнăç шайне лайăхлатма пулăшасса шанса тăнине пĕлтерчĕ.

Л. Никитина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика