АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малтанлăха «пылак», кайран...

27 мая 2011 г.

«Çамрăк ăрăва тĕрĕс çул çине тăратса ÿстермелле. Ăна эрех-сăра, пирус, наркотик сиенĕсенчен çеç мар, психикăна пăсакан тата туртмалли хутăшсенчен хăтармалла. Вĕсене сутас ĕçе пăрахăçламалла». Çакăн пек тĕллеве çирĕплетрĕç Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче «çавра сĕтел» ирттерме пухăннă Чăваш Енри министерствăсемпе ытти организаци пуçлăхĕсем. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн пуçлăхĕ Олег Макаров та калăçăва хутшăнчĕ.

Республикăри пĕтĕмĕшле лару-тăрупа наркотикпа суту-илÿ тăвакансене тĕрĕслекен федераци службин управленийĕн пуçлăхĕ Евгений Барсуков генерал-майор тĕслĕхсем илсе кăтартрĕ: «Юлашки 4 уйăхра эпир саккунсăр сутнă наркотикпа туртмалли хутăшсем пирки 47 преступлени регистрациленĕ, 70 пин доза яхăн наркотик туртса илнĕ. 2010 çулта вара çакăн йышши преступленисен шучĕ 27 пулнă».

Сиенлĕ наркăмăшпа усă куракансем республикăра нумайланса пыраççĕ, чылайăшĕ – çул çитменнисем, шкулта вĕренекенсем. Сывлăхшăн çав тери хăрушă япалана «лайăх» тесе калаççĕ вĕсем! Пĕрре тутанса пăхсан хăйпе пĕрле туртса илсе каять вăл, вилĕм патне çитиех. Туртмалли хутăш наркотик пекех сиенлĕ мар тени йăнăш. Наркотика хăнăхасси унранах пуçланать. Час-часах çамрăксем мĕн туртнине хăйсем те ăнланмаççĕ. Пуçа минретсе яракан наркăмăш вăхăтлăха çеç «пылак»...

Туртмалли хутăшсене сутас ĕç республикăра анлă сарăлнă. Вĕсене чечек лавккисенче те, киосксенче те туянма пулать. Хутăшсене ванна тăварĕ, шăшипе кĕрешмелли препарат пек сутаççĕ. Ытларах Интернетпа усă кураççĕ.

«Çавра сĕтеле» хутшăнакансем хăрушлăхпа кĕрешмелли мелсене те пăхса тухрĕç. Кĕçех хулари пысăк лавккасенче шанăç телефонне çакса хурĕç, транспорт çинче реклама пулĕ. Шкулсенче, çуллахи лагерьсенче пĕрремĕш смена пуçланиччен ачасемпе калаçу ирттермеллине аса илтерчĕ Евгений Барсуков...

Калаçăва вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, культура министрĕ Роза Лизакова, сывлăх сыхлавĕпе социаллă пурнăç аталанăвĕн министрĕн çумĕ Алексей Федоров, Ирина Булыгина эксперт-нарколог тата ыттисем те хутшăнчĕç.

К. Нестерова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика