АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Табак тарçи пулар мар

27 мая 2011 г.

Сигарет туртакансем туртманнисемпе танлаштарсан вăтамран 20 çул сахалтарах пурăнаççĕ. Раççейре арçынсен 65 проценчĕ, хĕрарăмсен 25 проценчĕ туртать. Уйрăмах ачасемпе çул çитменнисем, хĕрсем киревсĕр йăлана хăнăхни пăшăрхантарать.

Кашни сигарет организмра йĕр хăварать. «Тумлам чул шăтарать» тесе ахальтен каламан халăхра. Хăçан та пулин чĕлĕмçĕсен организмĕ палăрмаллах хавшать. Пĕр хут пирус ĕмсе илнĕ хыççăн 7 çеккунтранах никотин пуç мимине çитет. Никотина пула пуç мимин ĕçĕ вăхăтлăха лайăхланнă пек пулать, анчах та кайран нумайлăха ĕçлеме пăрахать. Мĕншĕн тесен пуçăн канмалла. Майĕпен пуç мими «хăйĕн ĕçне çăмăллатма» тăтăшах никотин ыйтма пуçлать. «Памасан» канăçсăрланма, чăкăлташма пуçлать, çавăнпа çын çине-çинех туртма пуçлать.

Табак тĕтĕмĕпе чи малтанах сывлав органĕсем чыхăнаççĕ. Тăтăшах кăххăмлатса çÿрекенсем, вăраха кайнă бронхитпа аптракансем пурте тенĕ пекех туртаççĕ.

Тута, чĕлхе, пыр тата ÿпке ракĕсен чирĕ те туртнипех çыхăннă. Чĕрепе юн тымарĕсен тытăмне те вăл аванах сиенлет. Туртакансен чĕри туртманнисемпе танлаштарсан талăкра 10 пине яхăн ытларах перĕнсе сарăлать. Çакă чĕре мышцине вăхăт çитмесĕрех «юрăхсăра кăларать».Чĕре мышци кирлĕ чухлĕ кислородпа тутлăхлă вещество илейми пулать. Чĕрен ишеми чирĕ аталанать. Хĕрĕх çула çитменнисем хушшинче пулакан миокард инфаркчĕ шăпах туртнипе çыхăннă.

Сигарет ар парĕсен ĕçне те сиен кÿрет, арлă пурнăçпа йĕркеллĕ пурăнассине 7 çул таран чакарать, ача пулманнин пĕр сăлтавĕ те – табак.

Нумай çул туртни шăлсене пĕтерет, куç вăйне, хăлха илтеслĕхне чакарать, хырăмлăхпа пыршăлăх тракчĕн чирне аталантарать.

Туртнинчен хăтăлма, паллах, йывăр. Анчах вăл йăларан хăтăлсан эсир хăвăр тата çывăх çынсен пурнăçне лайăхлататăр. Лайăхрах туйма, илемлĕрех курăнма пуçлатăр. Çимĕç тутипе шăршине туясси лайăхланать. Организма ирĕккĕн сывласа яма май паратăр. Укçа та перекетленет. Сигарет тарçи пулма пăрахатăр. Вăй-хал хушăнать, тулли пурнăçпа пурăнма пуçлатăр.

Сывлăх чи хаклă пуянлăх, ăна упрама кирлине асра тытар. Туртма пăрахар!

Е. Егорова, республикăри наркологи центрĕн тухтăрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика