АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăхма кăна пĕчĕк пек

27 мая 2011 г.

Суту-илÿ палатинче пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарассипе пресс-конференци иртрĕ. Унта ЧР Министрсен Кабинечĕн председатĕлĕн çумĕ – экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министрĕ И. Моторин, суту-илÿпе промышленность палатин президенчĕ И. Кустарин хутшăнчĕç.

Чăваш Енĕн патшалăх политикин тĕп енĕсенчен пĕри – пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталанма майсем туса парасси. Хальхи вăхăтра предпринимательлĕх сферине кредитласси ÿссе пырать. Çакă банксен тăрăшулăхĕпе кăна мар, республика правительстви пуçарăвĕпе уйрăм бизнеса пулăшма йĕркеленĕ Агентство тата Гаранти фончĕн ĕçĕ-хĕлĕпе те çыхăннă. Гаранти фончĕ поручитель пулни 195,5 млн тенкĕ кредит укçи явăçтарма май панă. Агентствăра 160 çын пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарма 1 млн тенкĕ таран кивçен илнĕ. Пĕтĕмĕшле хисеп 102,9 млн тенкĕ. Кивçенĕн вăтам виçи – 439,9 пин тенкĕ.

Предпринимательлĕхе йĕркелесе яма укçа кирлине республика ертÿçисем аван ăнланаççĕ. 2010 çултанпа пĕчĕк бизнесра хăйсен проекчĕсене пурнăçа кĕртме ĕмĕтленекен çамрăк граждансене 300 пин тенкĕ грант пама йышăннă. Вăтăр çула çитеймен 12 çамрăк патшалăх пулăшăвĕпе бизнес-проекчĕсене хута янă ĕнтĕ. Тата 45 гранта тин çак ĕçе пуçăнакансем илнĕ. Тĕп вырăнта – çĕнĕ технологипе тата ял хуçалăх, промышленность продукцине кăларассипе ĕçлеме палăртнă бизнес-плансем. Хальхи вăхăтра инноваци компанийĕсене пулăшасси те вăй илсе пырать. 2010 çулта федераци тата республика бюджечĕсенчен тавар туса сутнăшăн, пулăшу ĕçĕсемшĕн кайнă тăкаксене саплаштарма предпринимательсене 16,3 млн тенкĕ субсиди уйăрнă. Республикăри электроэнергетика тата машина тăвакан сферăри сакăр инноваци компанийĕ патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă. Пĕчĕк тата вăтам предприятисен таварĕпе ют çĕршыв рынокне тухасси те çивĕч тăрать. Иртнĕ çултанпа предпринимательсем экспорт валли тавар хатĕрлесе кăларма, сутма каякан тăкаксене саплаштарма патшалăхран пулăшу илеççĕ. Çак тĕллевпе республика правительстви 29,1 млн тенкĕ уйăрнă. Монохуласенчи пĕчĕк бизнеса аталантарасси те малти вырăнта пулĕ. Чăваш Енри ултă монохулари предпринимательлĕхе çĕклеме 50 млн тенкĕ тăкаклама палăртнă. Пĕлтĕр пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн 450 субъекчĕ 160 млн тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвне илнĕ. Вĕсенчен 82 проценчĕ хальхи вăхăтра тупăшлă ĕçлесе пырать. Иртнĕ çул çак сферăна пулăшма республика тата федераци бюджечĕсенчен пурĕ 235,6 млн тенкĕ янă. Пулăшу пĕчĕк предприятисен хисепне ÿстерме, ĕç вырăнĕсем тума май парать. Кăçал та пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшассине палăрмаллах анлăлатнă. Республика бюджетĕнчен 36,3 млн тенкĕ уйăрмалла. Малашне хисепе татах ÿстерме пăхнă. Çакă вара федераци укçи-тенкине 164,6 млн тенкĕ явăçтарма пулăшĕ.

Республикăра пултаруллă предприятисене, предпринимательсене палăртма, вĕсен малти опытне сарма 2002 çултанпа «Çулталăкри чи лайăх предприниматель» конкурс ирттереççĕ. Ялсенчи пайтаçăсем те аякра юлмани савăнтарать. Акă Куславкка районĕнчи В. Семенов «2010 çулта ял хуçалăх таварĕ туса илессипе чи лайăххи» номинацире çĕнтернĕ. Çамрăксем вара хаваспах «Ĕçе хăв йĕркеле» конкурса хутшăнаççĕ. 2010 çулхи конкурс çĕнтерÿçи – Комсомольски районĕнчи Т. Лаврушкина. Хальхи çивĕч лару-тăрăва шута илсе вăл районта ача сачĕ уçма палăртнă. Проект хатĕр ĕнтĕ, ăна пурнăçа кĕртесси çеç юлать. «Çавра сĕтел» хушшине пухăннисем республикăра пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарассипе çыхăннă ытти ыйтăва та сÿтсе яврĕç.

Л. Никитина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика