АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксем «йĕп çинче лараççĕ»

25 мая 2011 г.

Нумаях пулмасть Иркутскра иртнĕ Патшалăх Канашĕн президиумĕн ларăвĕнче Раççей Президенчĕ питех те хăрушă цифрăсем илсе кăтартнă: «йĕп çинче» «наркотиксăр пурăнайманнисем» пирĕн 2,5 миллионран кая мар çын ларать, вĕсенчен 70 проценчĕ – 30 çула çитмен çамрăксем. Анчах та ку пирĕн специалистсен хаклавĕ. ООН эксперчĕсем вара, саккунсăр майпа наркотик çавăрттаракансемпе ĕçлекенскерсем, Раççейре наркомансен йышĕ 6 миллионран та иртнине палăртаççĕ.

Шкулсемпе вузсенче ирттернĕ ыйтăм тăрăх кашни виççĕмĕш «!» ача е студент наркотик тутанса курнă. Анат Тагил йышши хуласенче вара – çамрăксенчен çурри ытларахăшĕ. Ку таранччен кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен таса шутланнă ял ачисем те наркотикпа иртĕхме пуçланă. Наркотик серепине лекнисенчен нумайăшĕ 30 çул та пурăнаймасть.

– Пирĕн тĕпчевсем тăрăх çын наркотика 15-16 çулсенче пуçласа тутанса пăхать, хăшĕсем тата иртерех те, – тет наркотиксене хирĕç кĕрешекен патшалăх комитечĕн ертÿçи Николай Цветков. – 5-7 çул «йĕп çинче» ларнă хыççăн пурнăçпа сыв пуллашасси çеç юлать.

Хăйсене ыттисенчен уйрăмрах, хальхилле каласан «чăнкăрах» туяс килни, ĕç çукки, малашлăха курманни, влаçа шанманни, тискер рынок хутшăнăвĕсем çамрăксене наркотикпа суту-илÿ туса хăйсен бизнесне ÿстерекенсен аллине кĕртсе ÿкереççĕ.

Китайра наркотикпа суту тăвакансене персе вĕлерме йышăннă пулсан, Раççейре судсем те ячĕшĕн тенĕ пек çеç иртеççĕ: е «условно» параççĕ, е кĕске вăхăта хупса хураççĕ. Хăшĕсене 5 хутчен суд тунă пулсан та ухмахлантаракан çимĕçе малтанхи пекех сутаççĕ. Саккун аллине лексен те çăмăллăнах хăтăласса пĕлеççĕ, усламĕ вара – хăйсене.

Патшалăх Канашĕнчен пĕлтернĕ тăрăх иртнĕ çул наркоманипе çыхăннă 20 пин ытла преступлени йĕрĕ çине ÿкнĕ. Пине яхăн преступлени ушкăнне пĕтернĕ, 40 тонна наркотик тытса илнĕ. Наркотика тĕрлĕ майпа турттараççĕ: тетте, автомобиль урапи, типĕтнĕ улма-çырла, памперс ăшне чиксе. Консерв банкине хупса турттарни те пулнă.

Пушкăртстанра саккунлă майпа ĕçлекен автозаправкăсемпе лавккасенче кăнтăр кунĕнчех наркотик сутнă. Нумаях пулмасть вĕсене тăрă шыв çине кăларнă. Пĕлтĕр 28 пин гектар çинче кантăр акса хăварнине тупса палăртнă, çавна май вун-вун тонна марихуана çаврăнăшне пăчлантарма май килнĕ. Красноярск крайĕнче йÿç кăшман ăшне пытарнă гашиша тытса чарнă.

Наркотика Интернетпа усă курса та сутаççĕ. Вĕсене час-часах ванна кĕмелли тăвар, туртмалли хутăш, кăшлакан чĕр чунсене хирĕç кĕрешмелли хатĕр пек кăтартса çыраççĕ. Хăшĕсене тытма май килет-ха, анчах та ку тинĕсри тумлам евĕр. Патшалăхăн банк тÿлевĕсен тытăмĕн ĕçне те тĕрĕслесе тăмалла, наркотика Интернетпа илнĕ чухне шăпах çак мелпе татăлаççĕ-çке.

Раççейре наркомансене вăйпа сиплемелли йĕрке çук. Çĕршывĕпе 4 реабилитаци центрĕ тата пин койкăлăх 88 уйрăм. Кусем – патшалăхăн. Ыттисем «500 яхăн» вара обществăлла е уйрăм тытăмсем. Нумайăшĕ тĕн-тĕшмĕшпе е йăлана кĕмен ытти меслетпе усă курать. Çÿлерех асăннă Анат Тагилта 80 койка вырнаçмалăх пĕр наркодиспансер, хальтерех кăна шута илнĕ наркомансен йышĕ вара пин çурăран та иртнĕ.

Тен сиплевпе ĕç профилакторийĕсене «ЛТП» çĕнĕрен чĕртсе тăратмалла; Анчах та çакна тума тепĕр ыйтăва татса памалла. 1990 çулта конституци надзорĕн комитечĕ алкоголизмпа тата наркоманипе нушаланакан çынсене вăйпа сиплеме юраманни çинчен йышăну тунă. Тепĕр виçĕ çултан вара ЛТПсене пĕтернĕ.

Официаллă кăтартусем тăрăх, ЛТП урлă 1,5 млн çын тухнă, вĕсенчен 10 проценчĕ сывалнă. Урăхла каласан, 150 пин çын çĕнĕрен йĕркеллĕ пурăнма тытăннă. 2008 çулта РФ Патшалăх Думи наркомансене вăйпа сиплемелли ыйтăва çĕклеме хăтланнă. Тата маларах Шалти ĕçсен органĕсем ЛТПсене çĕнĕрен йĕркелес ыйтăва хускатнă. Анчах нихăшĕн сĕнĕвне те шута илмен. Халĕ те патшалăхăн наркологи тытăмĕнче хăйне евĕр суя реабилитаци центрĕсем йĕркеленнĕ, вĕсен тĕллевĕ – укçа илесси тата наркомансен тÿлевсĕр ĕçĕпе усă курасси.

Патшалăх наркоманипе кĕрешес ĕçе хăйĕн çирĕп аллине илмесен, вăйпа сиплес ыйтăва каялла тавăрмасан, наркотик упранăшăн тата салатнăшăн айăплассине хытармасан малашне те сăмах вĕççĕн кăна ĕçлĕпĕр, урăхла каласан, алапа шыв йăтăпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика