АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушар сăлтавĕ – эпир хамăр

25 мая 2011 г.

Пушар хăрушă инкек пулнине пирĕнтен кашниех аван пĕлет. Апла пулсан харпăр хăй килĕнче, ĕçре, канура тата ытти çĕрте тимлĕ пулмалла пек. Анчах чылай тĕрĕслев хыççăн пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăсакансене штраф парсах айăплама тивет. Çу çитнĕ май пушар тухас хăрушлăх ÿсет. Çанталăк типĕ тăнипе пушшех те. Çавна май кашни ял поселенийĕнче ирĕклĕ дружина йĕркелеме хушнă. Хамăр та кашни эрнерех тухса çÿресе халăхпа калаçусем ирттеретпĕр, кил-çуртран, ытти хуралтăран тухса çÿремелли вырăнсене кирлĕ-кирлĕ мар ăпăр-тапăрпа хупăрласа лартма, кил-çурт çывăхĕнче çунакан тĕрлĕ шĕвеке упрама, кăвайт чĕртме, юсавсăр электричество хатĕрĕсемпе усă курма юраманни çинчен тата пушар кăларма пултаракан ытти сăлтав пирки асăрхаттарсах тăратпăр. Çак ĕçе çитĕнекен ăрăва та явăçтарас, халăх хушшинче анлă сарас тĕллевпе тĕрлĕ конференцисем иртте­ретпĕр.

Пушар кăларма пултараканнисенчен пĕри вăл – киле-çурта хутса ăшăтмалли кăмака. Йывăçа виç çĕр градус таран вĕрилентерсен вăл хăйне хăй хыпса кайма пултарассине пĕлетпĕр. Çав вăхăтрах йывăç çĕр градус таран хĕрнĕ япалапа юнашар нумай вăхăт хушши выртсан çулăм алхасма пултарассине пурте пĕлмеççĕ. Çавăнпа та кăмака тунă чухне вĕриленекен хатĕрсем (çав шутрах мăрье те) йывăçпа перĕнмелле маррине шута илмелле. Çуртăн çулăм хыпса илме пултара­кан пайĕсем вĕри кăмакаран, мăрьерен чылай аякра пулмалла. Çак йĕркене пăхăнманшăн районта пурăнакан Максимовсем аллă пин, Вла­димировсем вун пилĕк пин тенкĕлĕх тăкак курнă. Ялсене, хуçалăхсене, уйрăм çынсем патне тухса çÿренĕ, поселокра пурăнакансемпе калаçнă чухне çакăн пирки час-часах асăрхаттаратпăр пулин те пушарсем тухаççĕ-ха. Хăшĕ-пĕри кăмакара вутă çуннă вăхăтра килтен тухса каять е ачисене хăйсене тĕллĕн хуттарать.

Пĕтĕмĕшле, пĕлтĕрхи çак вăхăтпа танлаштарсан, пушарсен шучĕ икĕ хут чакнă (пĕлтĕр çирĕм тăхăр пушар пулнă пулсан, кăçал – вун пиллĕк, тăкакĕ пĕр миллион та сакăр çĕр пине яхăн). Анчах та çакă пире лăпланма памасть. Пирĕн тĕллев – пушарсене пĕтересси. Шел, хальлĕхе çакна пурнăçа кĕртме йывăртарах. 2010 çулта çанталăк типĕ тăнине пула Вăрнар çывăхĕнчи вăрмансем те çунчĕç. Кăçал ку енĕпе лару-тăру лайăх пуласса шанас килет. Сăмах май çакна та каласа хă­вармалла. Нимĕнле япала та хăйне хăй çунма тытăнмасть. Пушарсен сăлтавĕ – эпир хамăр. Тип курăкран хăтăлас тесе ăна чĕртсе ярса çунтарасси йăлана кĕчĕ. Çакна пула пĕлтĕр ака уйăхĕнче поселок çывăхĕнчи дачăсем чылайăшĕ çунса кĕлленчĕç. Кăçал нÿрĕк çителĕклĕ темелле, çапах та тимлĕхе çухатма кирлĕ мар.

Пĕччен пурăнакан, эрехпе иртĕхекен çынсем хăйсемшĕн çеç мар, кÿршĕсемшĕн те пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Пурнăçран уйрăлнă тĕслĕхсем те сахал мар. Акă Вăрнар поселокĕнчи С. канма пирус мăкăрлан­тарсах кĕрсе выртнă, вутра хăй те çунса кайнă.

Электричествăн юсавсăр хатĕрĕсемпе усă курни хăрушă инкек туса хума пултарни çинчен кашни тĕл пулурах калаçатпăр пулин те йĕркене пăснă тĕслĕхсем сахал мар. Нурăс салинчи пĕр хуçалăхра çак сăлтава пула пушар тухнă, пурлăха тĕп тунă. Кÿршĕсем вăхăтра сиссе асăрхат­тарман пулсан инкек тата та пысăкрах пулма пултаратчĕ. Кĕперлĕ Кÿлхĕрри ялĕнче тепĕр çемье çуртсăр тăрса юлнă. Нумаях пулмасть Вăрнар посе­локĕнчи «Строитель» лавкка та çунчĕ. Пушар чаçĕн ĕçченĕсем çийĕнчех çитсе çулăма сÿнтерме пуçларĕç пулин те склад çурчĕсемпе чылай тавар çунса кĕлленчĕç.

Кашни çын пушартан сыхланса упранассине хăйĕн тивĕçĕ вырăнне хума пуçласан пушарсен йышĕ чакĕччĕ. Пушарпа кĕрешмелли хатĕрсене ал айĕнчех тытмалла. Хăрушсăрлăх правилисене пăхăнсан инкек те пулмĕ.

А. Петров,

Вăрнар районĕнчи

пушар чаçĕн инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика