АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Тĕллев – сăвăма ÿстересси»

25 мая 2011 г.

– Халĕ ĕлĕкхи пек мар, ĕçлеме çăмăлрах, – савăнăç-не пытармаççĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Свобода» колхоз ферминче вăй хуракансем. – Сĕтне те алăпа сумастпăр, тулли бидонсемпе выльăх апачĕ çĕклесе нушаланмастпăр.

«Марксист» хуçалăх пайланнă хыççăн çĕнĕ предприятие юхăннă ферма кăна лекнĕ. Тин йĕркеленнĕ пĕчĕк колхоза çурт-йĕре тĕпрен юсама, çĕнĕрен çĕклеме çăмăл пулман. Анчах ĕлĕкхи мелпе те çынсене ĕçлеттереймĕн. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем çителĕксĕрри те лару-тăрăва улăштарма хистенĕ. 2007 çулта фермăна реконструкцилеме пилĕк миллион тенкĕ çăмăллăх кредичĕ илнĕ. Çак укçапа витене çĕнетнĕ, сĕт пăрăхĕ, сивĕтмелли оборудовани вырнаç-тарнă, ытти ĕç-хĕле механизациленĕ. Тинех çамрăк хĕрарăмсем фермăна туртăннă. Ара ĕç çăмăлланнă май шалу та ÿснĕ-çке.

Шел, Елена Максимова, Надежда Иванова, Валентина Филиппова дояркăсемпе тĕл пулма май килмерĕ. Ирхи сăвăм хыççăн ĕçĕсене вĕçлесе килĕсене саланнă-мĕн. Ĕне пăхакансен ĕç кунĕ ир-ирех пуçланать çав. Кĕтÿ таврăниччен сывлăш çавăрмалăх пур темелле. «Выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕре те хутшăнаççĕ вĕсем, алă усса ларма вăхăт çук, – терĕ Раиса Филиппова ветеринар. Пысăк мар хуçалăхра унăн фермăна та ертсе пыма тивет. – Кунта эпĕ «чи ватти», вăтăр çул ытла çак ĕçре». Илемлĕ сăн-питлĕ, çивĕч те пултаруллă хĕрарăм пенси çулне çывхарнине пĕртте ĕненессĕм килмерĕ. Сăпайлăскер сăмаха кĕçех выльăх-чĕрлĕх çине куçарчĕ, ĕнесене ешĕл курăк çине кăларнă хыççăн сăвăм хушăннине савăнса пĕл-терчĕ:

– Паллах, уйри апат çителĕксĕртерех, çавăнпа каçхине фураж хушса паратпăр. Пирĕн улăх-çаран çукпа пĕрех. Çавăнпа кĕтÿ çÿретме ятарласа акса хăваратпăр, ура айĕнчи апат сахалланнă май ешĕл курăк çулса çитеретпĕр. Хальхи вăхăтра талăкри сăвăм 15-16 килогрампа танлашать. Малашне кăтарту татах ÿсессе шанатпăр.

«Свобода» колхоз тĕп тупăшне выльăх-чĕрлĕхрен илнĕ май çак отрасле çине тăрсах аталантарма тăрăшни сисĕнет. Пĕлтĕр йывăр çулталăка пăхмасăрах ĕнесен йышне упраса хăварма пултарнă.

– Унччен выльăх апачĕ саппасра юлни пулăшрĕ тата пĕлтĕр люцерна ăнса çитĕнни çăлчĕ темелле. Кĕркунне йÿнĕрех хакпа та туянса юлтăмăр. Симĕс курăк çине «тухса ÿкрĕмĕр» пулин те, кăçал çур енне каллех илме тиврĕ. Халĕ утă, сенаж, фураж çителĕклех, – калаçăва хутшăнать колхоз председателĕ Валериан Бромбин.

Çĕр ĕне нумай мар темелле, анчах пĕчĕк хуçалăхшăн çакă çителĕклех. Пурĕ вара виç çĕр ытла ĕне выльăх тытаççĕ кунта. «Кĕтĕве ÿстерме вăй та, çĕр те çителĕксĕртерех тата тупăш илесси выльăх шутĕн-чен кăна килмест». Колхозран завода куллен 1500 тонна сĕт каять. Унăн хакĕ чакса пыни ĕçченсене пăшăрхантарать паллах.

– Тин çеç 11 тенкĕпе ăсататтăмăр, халĕ вуннăпах çырлахма тивет. Хуçалăх тăкакĕсене эпир сĕтрен илнĕ тупăшпа саплаштарса пыратпăр, кредит тÿлеме те унтанах каять. Чĕр тавар йÿнелни ура хурать, ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртме памасть, – теççĕ ĕçченсем.

Пĕлтĕр патшалăхран ĕнесен йышне чакарманшăн – 150 пин, типĕ çанталăкра шар курнăшăн 300 пин тенкĕ илнĕ. Йывăр тапхăрта çакă хуçалăхшăн чăннипех пулăшу.

Кĕтÿ кĕртме вырăн сахаллипе çулла çамрăк выльăхсене ферма картишĕнчех тăратаççĕ. «Вĕсене сĕт, утă, сенаж паратпăр. Талăкри ÿт хушăвĕ 700-800 грамм, – пĕлтереççĕ Зоя Токаревăпа Зоя Терентьева пăру пăхакансем. Вунă çул ытла ĕнтĕ вĕсем фермăра тăрăшаççĕ. – Пăрусенчен лайăххисене суйласа илсе тĕп кĕтĕве куçарса пыратпăр. Çавăнпа вĕсене пĕчĕк ачасем пек пăхмалла».

Выльăх-чĕрлĕх ÿстерме çăмăл мар. Анчах хĕрарăмсем нăйкăшса пуçа усса лармаççĕ. Шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Ахальтен мар ĕçченсем районта та малтисен ретĕнче. «Пĕри те тепри пăрăнсан фермăра кам ĕçлĕ; – теççĕ вĕсем. – Йĕркеллĕ вăй хурсан колхозра та лайăх тÿлеççĕ, условисене те çăмăллатсах пыраççĕ». Çакăн пек пултаруллă, тăрăшуллă çынсем хуçалăха малалла аталанма, çĕкленме çул уçса пыраççĕ.

Л. АРСЕНТЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика