АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Уя тухсан юрлас килет»

25 мая 2011 г.

Паян-ыран çурхи культурăсене акса пĕтеретпĕр, – ырă хыпарпа кĕтсе илчĕç пире Шупашкар районĕнчи Ленин ячĕллĕ хуçалăхра. – Куккурус кăна юлать, анчах ăна акма иртерех-ха, çанталăк йĕркеллĕ ăшăтса ярсанах ĕçе тытăнăпăр.

Производство кооперативĕн-колхозăн ĕç калăпăшĕ пĕчĕк мар, кăçал 1300 гектар акса-лартса хăварма пăхнă. Святослав Александрович Егоров председатель каланă тăрăх яваплă тапхăра хĕллех хатĕрленме тытăннă, техникăна юсаса çĕнетнĕ, вăрлăх хатĕрленĕ.

– Уй-хире элита тата 1-2 репродукциллĕ вăрлăх кăна кăларатпăр, çулсерен 10-15 тоннăшар çĕнетсе пыратпăр. Унсăрăн тухăç илеймĕн, – терĕ вăл.

«Шуратса» хăвармалли лаптăксем пысăк пулнипе ака-сухана мĕн пур техникăна явăçтарма тăрăшнă. Хĕвелпе танах уй-хире васкаççĕ вĕсем, тавралăха каç сĕмĕ çапмасăр та ĕç шавĕ лăпланмасть. «Иртнĕ çулсенче ку вăхăтра тахçанах акса пĕтернĕ, – палăртать Петр Тунгулов агроном, – кăçал çанталăк условийĕсем ура хучĕç темелле. Çур акине вăраха ярас мар тесе лаптăксем йĕркеллĕ типмесĕрех ĕçе тытăнтăмăр. Анасем типсе пынă май акса пыратпăр. Паллах çакă чăрмавлă, вăхăта самай илет».

Кашни лаптăкра тенĕн агрегат кĕрлет. Уй-хир ĕçĕсене тума техника çителĕклех. «Çуллен машинăпа трактор паркне çĕнĕ агрегатсемпе пуянлатма тăрăшатпăр. Пĕлтĕр те косилка илтĕмĕр», – сăмахлать П.Тунгулов. Кунта тепĕр чăрмав – механизаторсем çителĕксĕрри. Çавна пулах икĕ юсавлă трактор ахалех ларать. Нумаях пулмасть кăна-ха вĕсен хуçисем тупăннă. Кÿкеçри профучилищĕре вĕренекен çамрăксем хаваспах колхоза практикăна килнĕ. Халĕ вĕсем уй-хирте вăй хураççĕ. Яшсене ыттисемпе танах тÿлени тата тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарать. Çамрăксем вĕренсе тухсан тăван еннех таврăнасса шанаççĕ, кĕтеççĕ. «Паянах ĕçе йышăнма хатĕр», – теççĕ хуçалăхра.

Икĕ эрнене çитет кунта акана тухни. Хĕрÿ тапхăра пуçăниччен коллективпа умри ĕç-хĕле сÿтсе явнă, тÿлемелли условисемпе паллаштарнă. Лайăх ĕçлесен акара 15-17 пин тенке яхăн тухать. Унсăр пуçне тырă, утă-улăм та параççĕ. Ĕç çи вĕçленсен ака туйра хастаррисене чысласси йăлана кĕнĕ. Ертÿçĕсем Валерий Митрофанов, Владимир Егоров, Николай Крылов вăрлăх турттаракансене, Михаил Григорьев, Александр Николаев, Альберт Бородов, Виктор Викторов акакансене, вăй-халне шеллемесĕр тăрăшакан ытти ĕçченсене ăшшăн тав тăваççĕ. Хĕрÿ тапхăра паян куллен 30 çын ытла хутшăнать. Складра ятарлă бригада вăрлăха им-çамласа тулли михĕсене акма ăсатать.

Кĕрхисем 512 гектар йышăннă. Сăртлă, шывлă вырăнсенче калчасем пĕтнĕ пулин те, пĕтĕмĕшле илсен ÿсен-тăран парка шăтса тухса вăй илни савăнтарать. «Кăçал тухăç пулмаллах, гектартан 25 центнертан кая мар пухса кĕртессе шанатпăр». Пĕлтĕрхи йывăр çулталăк хуçалăха палăрмаллах хавшатса хăварнă. Халĕ те систерет вăл.

– Тырă пулмарĕ, выльăх апачĕ çителĕксĕр туса илтĕмĕр. Хуçалăхра сăвакан ĕнесем кăна 470 пуç, унсăр пуçне ытти выльăх-чĕрлĕх те пайтах. Вĕсене тăрантарма самай апат кирлĕ. Хальлĕхе продукци сутса тунă укçа апат туянсах тухса каять. Анчах ĕнесен йышне те чакараймăн, ку пирĕн услам çăл куçĕ. Ÿсен-тăранран ытлашши тупăш илеймĕн. Тата ялан пĕлтĕрхи пек йывăр çулталăк пулмĕ, чăтса ирттермеллех, – сăмахлать председатель.

Çур аки ирттерме – саппас пайсем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, удобрени туянма – хуçалăхăн виçĕ миллион тенкĕ кредит илме тивнĕ. Шел, удобрени пурĕ 200 тонна ытларах çеç кÿрсе килнĕ. Ăна куккурус лаптăкне кăна хывасшăн. Унччен тырра удобренисĕр акнине астумаççĕ темелле. «Мĕн тăвăн, укçа çитсе пымасть». Шел, пĕлтĕр элита вăрлăхпа клевер акса хăварни, удобренипе апатлантарни те пулăшман. Малтан йĕркеллех шăтса тухнă-ха вăл, анчах кĕçех шăрăхпа типсе ларнă. Халĕ те вăй илеймест. 300 гектара каллех тепĕр хут сухаласа акмалла, унсăрăн çум курăкĕ хупласа илĕ. Ку – хушма тăкак. Колхозра выльăх-чĕрлĕх йышлă пулнă май тислĕк те самай темелле. Анчах ăна хранилищĕрен кăларма ятарлă техника çуккипе анасем çине çитерме йывăртарах.

Хуçалăхра опытлă ĕçченсем, вун-вун çул пĕр вырăнта чунне парса вăй хуракансем сахал мар. Виктор Викторов механизатор акă 1979 çултанпах çĕр ĕçĕнче. «Апрель вĕçĕнчех сÿрелеме тухрăмăр-ха, – пĕлтерет вăл, – çĕр йĕпе пирки виçĕ кун кĕтме тиврĕ. Тĕрĕссипе вăл халĕ тин пиçсе çитрĕ, эпир вара ĕçсене вĕçлесе те пыратпăр». Василий Николаев та шкул пĕтерсенех хуçалăх ĕçне кÿлĕннĕ. Хăйне шанса панă Т– 150 тракторпа 25 çул тăрăшать. Çак вăхăтра миçе хут çур акине хутшăнман-ши; Паян та ăна йывăр участока янă.

– Лаптăкра йĕперех, суха пуç путать, анчах акма хатĕрлемеллех, унсăрăн кая юлса кайăпăр, – сăмахлать вăл. – Сеялка çитиччен кăштах кушăхса илĕ-и;

Тин сухаланă ана çинче сапаланса выртакан ăптăр-каптăра асăрхасан механизаторпа агроном çийĕнчех пуçтарма пикенчĕç. «Таса çăл куç патне канма килекенсем, çул çÿревçĕсем çÿп-çапне ăçта килнĕ унта пăрахса хăварни пăшăрхантарать. Контейнер та лартса патăмăр ĕнтĕ, анчах усси сахалрах, хăнăхнă сиенлĕ йăларан хăтарма йывăр иккен. Пластик савăт уй-хирте йăваланса выртни выльăх-чĕрлĕхшĕн уйрăмах хăрушă, вырмара тырăпа, утă-улăмпа хутăшса вĕсен хырăмне çакланма пултарать. Техникăна та юрăхсăра кăларать вăл. Кашни çулах уйсене тасататпăр, анчах тултарсах тăраççĕ». Çынсем усă курма юрăхсăр хытнă раствор муклашкине, пушă кĕленчесене уя пăрахни тĕлĕнтерет. «Кунне трактор çинчен миçе хут анса пуçтарса илместĕп-ши;» – тарăхать механизатор.

Хĕрÿ тапхăрта ĕçлекен çамрăксене курма уйрăмах кăмăллă. Михаил Серапионов иккĕмĕш çул ĕнтĕ акара. Йĕкĕте кивĕрех техника лекни пач пăшăрхантармасть. «Ĕçе лайăхрах пĕлсе-вĕренсе çитме шăпах меллĕ».

– Кăçал татах çĕнĕ трактор туянасшăн-ха, – унăн шухăшне ăнланнăн аса илтерет агроном, – тăрăшулăхне кăтартсан çĕннине те шанса парăпăр.

Сăмах май, П. Тунгулов та колхозра сакăр çул вăй хурать. Аслă пĕлÿллĕ çамрăк умри çул-йĕрне, пурнăçне ялпа çыхăнтарнишĕн пач ÿкĕнмест. «Яла, уй-хире юрататăп. Çуркунне, çанталăк чĕрĕлнĕ чухне, кунĕ-кунĕпе хирте çÿреме хатĕр. Акни-лартни шăтса тухсан савăнас-юрлас килет, кăмăл çĕкленет. Çак илемлĕхе мĕнле-ха хулапа улăштарăн;» Вăл тавралăха пуянлатма ялти çырмана çуллен çамрăк хунавсем лартса хăварать. Унта мĕн кăна ÿсмест-тĕр: кедр, чăрăш, ку тăрăхра сайра тĕл пулакан йывăçсем. Чăннипех çĕр ĕçне парăннă çын темелле ун пирки. «Апаш тăрăхĕнче усă курмасăр выртакан çĕрсем çук. Çынсем пай çĕрĕсемпе уйрăлса тухма тытăннă май хуçалăхăн анисем чаксах пыраççĕ. Çавăнпа кашни лаптăкĕпе туллин усă курма тăрăшатпăр».

Агроном пире кантура ăсатса хăварнă хыççăн каллех акакансем патне çул тытрĕ. Хальхинче тутлă апат-çимĕç тултарнă савăтсемпе. Хĕрÿ тапхăрта кашни çын, кашни техника шутра çав. Ирĕксĕрех пĕр харăс темиçе лав туртмалла.

Л. Никитина.

С. Журавлев сăн ÿкерчĕкĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика