АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç техĕмĕ ан хухтăр

25 мая 2011 г.

Мĕн чухлĕн-ши вĕсем, Ямуков йышшисем, Чăваш Енре? Тен, эпир кĕтнинчен темиçе хут сахалтарах пулĕ, анчах пур вĕсем. Вĕсем пуртанах ял хуçалăхĕ, этемлĕх, малашлăх пирки калаçатпăр. Ырра ĕмĕтленетпĕр. Ыранхи кун та паянхинчен начарах пулмасса туятпăр. Ăçта мĕнле те, Кĕлкеш ял тăрăхĕнче, «Ямуков Г.Н.» хресчен «фермер» хуçалăхĕнче пурнăç лайăхланса кăна пымалла. Çакăншăн кунти ертÿçĕсем те, ял çыннисем те пĕрле тăрăшаççĕ.

Асăнмалăх, савăнмалăх

Ĕлĕк машинăпа трактор паркĕ пулнă ку вырăнта. Каярах усăсăр выртакан çĕре çаврăннă вăл. Хыт-хура пуçтахланнă. Лаптăкĕ пĕчĕкех мар, 3 гектара яхăн. Нумаях пулмасть хĕрÿ ĕç пуçланнă кунта. Кĕлкеш ял тăрăхĕн администрацийĕ пуçарнипе ял çыннисем йывăç лартма пуçăннă. Пĕр енне – хыр, тепĕр енне – хурăн. Пурăна киле çак вырăн чаплă аллея, хурăнлăхпа хырлăх тăрăхĕ, пулса тăрасса шанаççĕ. «Кĕлкешсем кăна мар, эпир те, кÿршĕ ял çыннисем, ĕмĕр асăнмалăх хурăн лартса хăварас терĕмĕр. Хамăра ялан ырă сунса кĕтсе илеççĕ те. Машинăпа пырса илеççĕ, кайса леçеççĕ. Укçине те лайăх тÿлеççĕ. Ырра ырăпа тавăрас», – тет Анаткасран çĕр улми касма килнĕ Надежда Гусева пенсионер. Апат вăхăтĕнче канса илнĕ хушăра виçшер тĕм лартса та ĕлкĕрнĕ иккен вĕсем.

Йывăç лартнипех ĕç вĕçленмест. Ăна лайăх пăхса, шăварса тăмалла. Выльăх кĕрсе ватасран картине тытса çавăрнă та ĕнтĕ. Халĕ шăварса тăма пичкепе шыв илсе килсе лартасси çеç юлнă. Пилĕк çултан хурăн майлашăнмалла теççĕ. Хыр та лайăхланмалла.

Макаршур пĕви

Ял урамĕ тăрăх юхса выртакан «Макаршур» пĕви хĕррипе те Кĕлкешсем юман, çăка, хурăн йывăççисем лартса хăварнă. Сăмах май, кăçал çак пĕвене шыв тухма пуçланă. Апла пĕлтĕрхи пек шăрăх та типĕ çăвах пулмалла мар теççĕ ял çыннисем. Мĕн ĕлĕкрен çак пĕвене пăхса хăйсене мĕн кĕтессе тĕшмĕртнĕ. Иртнĕ çул ав, çуркуннех, шыв тумлам та пулман иккен унта. Çумăр çумасса малтанах пĕлнĕ.

Кайăк-кăвакал та кĕтнĕ

Пĕвесенчи шыв тарнăранах иртнĕ çул икĕ пысăк тарăн пĕве чавтарнă Геннадий Ямуков хресчен «фермер» хуçалăхĕн ертÿçи. Иккĕшĕ те кăçал тулли. Тÿрех кайăк-кăвакал йышăннă ăна. «Тăватă мăшăр, кашни кун, уй-хире пăхса çаврăннă чухне, вĕсене те тĕрĕслетĕп, – тет Геннадий Николаевич. – Кăçал икĕ пĕвине те пулă ярса пăхасшăн-ха. Пăрачкавран илсе килме шантарчĕç». Маларах шыва кĕмелли вырăнĕ те пулман, кăçал ача-пăча та рехетленĕ кунта.

Чапа тухнă çĕр улми

Пĕлтĕр Ямуков хуçалăхĕ пĕр гектар çĕр пуçне 550 центнер çĕр улми туса илнипе чапа тухнăччĕ. Вăрмар районĕпе ун чухне иккĕмĕш çăкăра 52,3 центнер кăна илнĕ, республикипе – 79,2. Кăçал Геннадий Николаевич çĕр улми лаптăкне пысăклатнă: 280 гектара çитернĕ. Çĕр маларах пиçсе çитнĕ вырăна лартнисем пуçне кăларнăпа пĕрех ĕнтĕ. Ытти уйсенчи çĕр улмине çак кунсенче пĕтереççĕ. Вăрлăхне Питĕр облаçĕнчен кÿрсе килнĕ. 160 тонна.

Акмаллисене акса пĕтернĕ. Ем-ешĕл кĕрхи тулă уйĕ куçа савăнтарать, пĕр çум курăкĕсĕр, çур тыррисем те аван шăтса тухнă.

Тăрăшулăхшăн – машина

Пĕлтĕр ĕççинче хастарлăхĕпе палăрса тăнă икĕ механизатора, Владимир Обручковпа Сергей Иванова, çăмăл машина парнеленĕ. Иккĕшне те «Лада–Калина». Малашне те ку йăларан пăрăнасшăн мар. «Ĕçлекене чысламалла, хавхалантармалла». Кашни ертÿçĕрен илтейместĕн çак сăмахсене. Хавхалантармалла тенĕрен ахаль те ÿпкелешмелли çук Ямуков хуçалăхĕнче ĕçлекенсен. Мускавринчен кая мар илеççĕ тени вара чăн сăмах. Çапах та çамрăксем ялтан тарни пăшăрхантарать ертÿçе. «Укçапа та илĕртме çук, хаваслă та çăмăл пурнăç кирлĕ вĕсене. Шкул пĕтерсенех Мускава çÿреме пуçлаççĕ. Хĕрĕх пин тенкĕ илсе килеççĕ те ăна хулана кайса ним усăсăрах пĕтереççĕ. Пропискăпа ялта шутланса тăраççĕ-ха, анчах хăйсем пурăнмаççĕ. Пушă пÿртсем нумайланаççĕ. Пирĕнпе çумăнах Куславкка çĕрĕ тăсăлать. Унта пĕр ялта пĕр çын кăна пурăннине пĕлетĕп. Йĕри-тавра вара вăрман, хыр вăрманĕ, чăн-чăн çăтмах, çулĕ те лайăх. Анчах çак ырлăхпа савăнакан çук».

Ашшĕ вăрманĕ

Малашлăхшăн пăшăрханать ертÿçĕ. Çавăнпах ашшĕ, Николай Тимофеевич, 10-11 çул каялла ларттарнă çамрăк вăрмана, чăрăшлăхпа хурăнлăх вăрманне, илсе кайрĕ. Хĕл питĕ юрлă пулнăран пÿ янă йывăçсене аванах хуçса ватса пĕтернĕ. Хăшĕнне – тăррине, хăшĕнне вуллине амантнă. Лаптăкĕ вара самай пысăк –16 гектар. Инкек тÿснĕ пĕр йывăçран теприн патне утать фермер. Кашнине тата кăштах тÿсме ыйтнăн ачашшăн сĕртĕнет. Вĕсене мĕнлерех çăлса хăвармаллине ыйтса пĕлнĕ вăл. Халĕ çак ĕçе пурнăçлама çынсем кăна кирлĕ. Шалчипе кантрине вара тупма пулĕ. Çак ĕçе паян-ыран тумасан кая юлма пултарать. Паллах, турат хуçăлнăшăнах йывăçĕ пĕтес çук, анчах вăрман илемĕ çухалать. Вунă çул тĕмсĕлсе ÿссе яш кайнăскерсене питех те шел-çке. Çитĕнекен ăрушăн чăн-чăн чун уççи пулĕ вăл. Пĕвĕпе те ăмсантарĕ, тĕсĕпе те сăхлантарĕ, «пăшăлтатăвĕпе» те илĕртĕ.

Кĕлкеш, Тупах, Çитмĕш, Чĕкету ялĕсен пуçлăхĕ Владимир Борцов çынсем йывăç лартас ĕçе хастар хутшăннипе пĕрлех тавралăха тирпей-илем кĕртме те çан тавăрсах тытăннине пĕлтерет. Масарсен картисене çĕнетнĕ, муртакланса типнĕ йывăçсемпе тĕмсене пуçтарнă, çĕрĕшнĕ юпасене улăштарнă. Урамсенчи, çырмасенчи çÿп-çапа пуçтарнă, шыв башнине çĕнетнĕ. Çывăх вăхăтрах шыв счетчикĕ лартасшăн. Пурнăç малалла. Хамăр тăрăшсан илемлĕ вăл.

Вăрмар районĕнче кăçалхи çур çырмасене, ял хушшисене 45-47 пин йывăç лартса хăварнă. Пысăк Енккасси ял тăрăхĕнче кăна 15 пине яхăн тĕм. Вăрмарти чăх-чĕп фабрикин территорийĕнче – 4,5 пин, Кĕлкеш ял тăрăхĕнче – 4-5 пин. Ырă ĕçĕн çимĕçĕ те ырă пуласса шанса тăратпăр.

Е. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика