АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕккисен пысăк ыйтăвĕ

25 мая 2011 г.

Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территорири органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Унта калаçу ачасен çуллахи канăвне йĕркелесси пирки те пынă. Ку ыйтупа сывлăх сыхлавĕн министрĕ Венера Муллина сăмах каланă. Кăçал 108 пин ача канăвне, сывлăхне çирĕплетессине, ĕçлевне йĕркелеме палăртнă. Çакă 2010 çулхи кăтартусен шайĕнче. Хуласен тулашĕнчи лагерьсене 20 пин ытла шкул ачи кайĕ. 9 пине яхăн ача санаторипе курорт учрежденийĕсенче сывлăхне çирĕплетĕ. Тата 63,9 пин ача шкулсен çумĕнчи лагерьсенче, экологи, туризм лагерĕсенче канать. 14-18 çулсенчи ачасем ĕçлесе илме те пултараççĕ. Каникул тапхăрĕнче, вĕренÿрен пушă вăхăтра 14,7 пин çынна ĕçе вырнаçтарма палăртнă. «Асăннă пĕтĕм ĕç валли 2011 çулта тĕрлĕ шайри бюджетсенчен 285,5 млн тенкĕ уйăратпăр. Çакă пĕлтĕрхинчен кăшт нумайрах. Хула тулашĕнчи лагерьти сменăн вăтам хакĕ 9270 тенкĕпе танлашать, санаторипе курорт учрежденийĕсенче – 13650, сывлăха çирĕплетмелли кăнтăрлахи лагерьте – 1260 тенкĕ. Хальхи вăхăтра мĕн пур районпа хулара ачасене каникул вăхăтĕнче сывлăха çирĕплетес енĕпе пулăшу ĕçĕ кÿмелли конкурссем иртнĕ, вĕсене электрон мелĕпе йĕркеленĕ», – тенĕ министр. Хула тулашĕнчи лагерьсем ачасене майăн 29-мĕшĕнчен йышăнма пуçлаççĕ, кăнтăрлахи лагерьсем июнĕн 1-мĕшĕнче уçăлаççĕ. Сывлăха çирĕплетекен учрежденисем ачасене йышăнма хатĕр, сотрудниксен 93 ытла проценчĕ гигиена енĕпе хатĕрленнĕ, аттестаци тухнă.

Пултаруллă 50 ача «Орленокра» канĕ. Кун пирки вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов пĕлтернĕ. Интернатсемпе ача çурчĕсенчи ачасем вĕсене йышăнакан çемьесенче пулĕç. Паянхи кун тĕлне воспитанниксен 90 процентне вырнаçтарнă, ыттисене хула тулашĕнчи лагерьсене кайма путевкăсем парĕç.

Кăçал канăвăн тата сывлăха çирĕплетессин тĕрлĕ мелĕпе Шупашкарти 12 пин ача усă курĕ. Республика пуçлăхĕ ачасемпе çамрăксене çулла ĕçлеме май туса парассине пайăррăн палăртнă, хуласенче культура, спорт мероприятийĕсем ытларах йĕркелемелли çинчен каланă. Ачасем шыва кĕнĕ чух инкек пуласран сыхланмалла. Игнатьев шыва кĕмелли санкцилемен мĕн пур вырăна тĕрĕслеме, унта шыва кĕрекенсем валли ансат хатĕрсем те пулин вырнаçтарма хушнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика