АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канăç çук Вăрнарсен

25 мая 2011 г.

Вăрнарти аш-какай комбиначĕ районта чи пысăк предприятисенчен пĕри. Кунта районта çеç мар, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакансем те черет тăрсах туянакан тĕрлĕ продукци туса кăларнисĕр пуçне выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе те, ял хуçалăх культурисене ÿстерессипе те çине тăрсах ĕçлеççĕ. Вĕсем кăçал та ытти çулти пекех çур акине пĕрремĕш тухрĕç. Çак ĕçшĕн яваплă тĕп директорăн пĕрремĕш çумĕпе Николай Аливановпа уй-хирте çеç тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ. Çĕр ĕçченĕн пĕр канăç та çук: шурăм пуçпа пĕрлех тăрса хăй тивĕçне пурнăçлама васкать.

– Районта хăш-пĕр хуçалăх арканнине е ытти сăлтава пула хуçасăр тăрса юлнă çĕр лаптăкĕсем, вĕсем çинче çум курăк ÿсни района ертсе пыракансенне те, пирĕн чĕрене те ыраттаратчĕç, – каласа парать Н.Аливанов. – Çавăнпа пĕрле канашласа темиçе çул юхăнса выртнăскерсене çĕнĕрен ĕçлеттерсе ятăмăр. Паянхи куна пирĕн сакăр пин гектар çĕр. Вăл Мăньял Хапăс, Вăрманкас, Кÿлхĕрри, Малтикас Ялтăра, Чăрăшкас Шĕнер уйĕсенче. Ун лаптăкне эпир малашне те ÿстерсех пырасшăн.

Çĕр ĕçне типтерлĕ те вăхăтра пурнăçлама, паллă ĕнтĕ, хăватлă техникăсăр май çук. Çакна шута илсе аш-какай комбинатĕнче техника паркне çулсерен пуянлатса-çĕнетсех пыраççĕ. Нумаях пулмасть туяннă «Джон-Дир», пĕр харăсах 24 метр ытла сарлакăш çĕре «ыталаканскер», уй-хир тăрăх пĕр вĕçĕм кускалать. Николай Тихоновпа Андрей Харитонов механизаторсем улшăнса ĕçлеççĕ.

Аш-какай комбинатĕнче вăй хуракансем çурхи кун çулталăк тăрантарать тенине шута илсе ĕçлени куç кĕрет. Юрий Попов тĕп директорпа Николай Аливанов хăйсем те ир пуçласа каçченех ура çинче. Ыттисем те çур акине вăхăтра вĕçлес тесе канăçа пĕлмесĕр тар тăкаççĕ. Агротехника йĕркине пăхăнса вăй хураççĕ.

Ертÿçĕсемпе вĕсене пăхăнса тăракансем пĕр-пĕрне ăнланни пысăк ăнăçу кÿрет. Çынсем икĕ сменăпа ĕçлеççĕ. Вăрлăхпа тĕрлĕ им-çама та çителĕклĕ хатĕрленĕ. 2200 гектар çинчи кĕрхи тырăсене вăхăтра сÿрелесе хăварнă. Калчисене пăхсан вĕсен тухăçĕ пĕлтĕрхинчен чылай пысăк пулмалла пек. 3200 гектар çинче çурхи культурăсене акса пĕтернĕ хыççăн комбинат ĕçченĕсем çĕр улми уйне куçрĕç. Çĕр улмисĕр пуçне комбинат выльăх-чĕрлĕхшĕн сиплĕ те паха куккурус, фасоль лартса ÿстерет. Вĕсен лаптăкĕ 800 гектар ытла.

Уй-хирте çеç мар, хушма хуçалăхра та палăрать аш-какай комбиначĕ. Виçĕ сысна ферминчи выльăх йышĕ ÿссех пырать. Продукцие таса ашран хатĕрленĕрен унăн тути те аван, пахалăхĕ те пысăк.

– Кунсерен кăлпасси тата ытти тĕрлĕ апат-çимĕç туса хатĕрлеме мĕн чухлĕ аш кирлĕ, çавăн чухлĕ чĕрĕ выльăх кÿрсе килетпĕр, – малалла ăнлантарать Н. Аливанов.

Ĕçлекен-тăрăшакансене укçа-тенкĕ тĕлĕшпе кÿрентермен комбината вырнаçас текенсем йышлă. Ертÿçĕсем халăха ĕçлеттерме çеç мар, хавхалантарма та пĕлеççĕ.

О. Куликова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика