АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хапăл туса кĕтеççĕ

20 мая 2011 г.

ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Венера Муллина медицина факультетĕнчен вĕренсе тухакансемпе тĕл пулса калаçнă. Студентсем ăçта ĕçлеме каяссипе кăсăкланнă, ялсенчи амбулаторипе поликлиника тытăмне çамрăк тухтăрсем питех те кирли çинче чарăнса тăнă.

Çамрăк тухтăрсем çитменни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Пур çĕрте те кирлĕ вĕсем. Çавăнпах тĕл пулăва район пуçлăхĕсемпе сиплевпе профилактика учрежденийĕсен тĕп врачĕсем те килнĕ.

Паян-ыран алла тухтăр дипломне илекен студентсем больницăсенче мĕнле специалистсем çитменни, ĕçшĕн мĕн чухлĕ тÿлени, професси çăмăллăхĕсем çинчен итленĕ.

Çитес икĕ çулта сывлăха сыхлас ĕç тĕпрен улшăнса çĕнелмелле. «Çĕнĕ условисенче ĕçлеме вара квалификациллĕ медик-специалистсем кирлĕ. Çавăнпа та кадр политикине паянах çĕнĕ шайра йĕркелемелле, тухтăр çитменни ан пултăр», – палăртнă Венера Петровна.

Хальхи вăхăтра республикăри сиплев учрежденийĕсенче 5 пине яхăн врач ĕçлет, вĕсенчен çуррийĕ – поликлиникăсенче. Иртнĕ çул 39,6 врач пуçне 10 пин çын тивнĕ. Ку тĕлĕшпе эпир Раççейри регионсем хушшинче 31-мĕш вырăн йышăнатпăр, Атăлçи тăрăхĕнче – 5-мĕш. Врачсем мĕн чухлĕ çитменнине процентпа палăртас пулсан çакăн пек цифра тухать: 13,8:. Çак кăтартуран уйрăмах хирурги «40:», онкологипе отоларингологи «35:», гастроэнтерологи «33:», офтальмологи «30:», неврологипе психиатри «27:-26:» специалисчĕсем çитмеççĕ. Паян тесен паян 250 ытла специалист валли ĕç вырăнĕ пур.

Нумаях пулмасть республика правительстви «2011-2012 çулсенче сывлăха сыхлас ĕçе çĕнетмелли программăпа килĕшÿллĕн амбулаторипе медицина пулăшăвĕ парассине лайăхлатмалли йĕркесем çинчен» постановлени йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн специалист-врачсен, медицина ĕçченĕсен ĕç укçи ÿсмелле. 2012 çул вĕçне ĕç укçи 26 процент таран хăпармалла, поликлиникăра ĕçлекен специалист вăтамран 12 пин тенкĕ ĕçлесе илме тытăнмалла.

Хальхи вăхăтра медицина факультечĕсене вĕренме тĕллевлĕ илес, кайран вĕсене врачсем çитмен çĕре ĕçлеме ярас, пурăнма йĕркеллĕ условисем туса парас ыйтăва Раççей шайĕнче татса пама тытăннă.

Тĕл пулăва килнĕ район администрацийĕн представителĕсем вĕренсе тухакансене хăйсем патне хапăл тусах кĕтнине, ялти çамрăк специалистсемпе çамрăк çемьесене мĕнпе пулăшма пултарнипе паллаштарнă.

Малашне çакнашкал тĕл пулусене 4-5-мĕш курссенче вĕренекен студентсемпе те ирттерме палăртаççĕ.

Е. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика