АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксене ĕçсĕр хăварас мар

20 мая 2011 г.

«Вĕренÿ тытăмĕнче «революцисĕр», унчченхи ырă йăласенчен пăрăнмасăр, çĕнĕлĕхсене аталантарса вăхăт таппипе тан утмалла», – çапла уçрĕ ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов Пичет çуртĕнче иртнĕ пресс-конференцие.

Сăмах паянхи вĕренÿ тытăмĕ, ăна аталантармалли майсем пирки пычĕ. Министр журналистсене ача сачĕсен, шкулсен, аслă вĕренÿ заведенийĕсен паянхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

Хальхи вăхăтра ача сачĕсем çитменни нумайăшне пăшăрхантарать. Йывăрлăхран тухма кăçал республикăра 6 ача сачĕ уçаççĕ: 4-шĕ хулара – Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта, 2-шĕ Шупашкарпа Патăрьел районĕсенче.

«Вĕренÿ тытăмĕ çинчен калаçнă чухне пĕрремĕш вырăнта яланах вĕренекен пулмалла», – терĕ министр. Ашшĕ-амăшĕн те шкулпа тачă çыхăну тытмалла, унăн пурнăçĕпе кăсăкланмалла.

Ялти тата хулари вăтам шкулсен паянхи сăн-сăпачĕ çинчен калаçнă май аслă шкулсенчен вĕренсе тухакансем валли ĕç вырăнĕ çитменни палăрчĕ. Çав вăхăтрах пенси çулне çитнĕ вĕрентекенсем те хăйсен вырăнĕсенчех. «Ялти шкулсенче чăнах та çамрăк специалист-сем сахал, анчах çакă тивĕçлĕ канăва кайма вăхăт çитнĕ вĕрентекенсене ĕçрен хăтармаллине пĕлтермест. Кашни çынпа уйрăммăн ĕçлемелле, чылай чухне шкулсенче ватăрах вĕрентекенсем çамрăккисенчен ытларах пĕлеççĕ, пултараççĕ. Çамрăксене ĕçсĕр хăварас мар тесен пирĕн ятарлă программăсемпе усă курмалла», – палăртрĕ Владимир Николаевич.

Аслă вĕренÿ заведенийĕсен паянхи пурнăçĕ те шухăшлаттарать. Професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисем пурнăç ыйтакан специалистсене хатĕрлесе çитереймеççĕ. «Аслă шкулсемпе предприятисем тачă çыхăнса ĕçлени специалистсене вырăн тупма пулăшĕ, республика экономикине те усă кÿрĕ».

К.Нестерова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика