АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕклемĕр йывăр, чун-чĕри – çемçе

18 мая 2011 г.

«Ĕç кунĕ пĕр евĕр пуçланать те çаплах вĕçленет – пурнăçра вара нимĕн те улшăнмасть пек» тенине час-часах илтме пулать. «Ăшă пÿлĕмсенче ларсах вăхăт ирттереççĕ», – сăмахлаççĕ теприсем. Чăн та, пĕр вырăнта ларсан çĕр чăмăрĕ çаврăнни те сисĕнмест пулĕ. Çапах пурин те ĕç вăхăчĕ çемçе пукан çинче ларса иртмест иккен. Почтальонсенех илер акă. Çил-тăмана та, йĕпе-сапана та пăхмаççĕ вĕсем. Ялан ура çинче.

ПĔрремĔш пулма хăнăхнă

«Шкулти физкультура урокĕсене хаваспах çÿреттĕм эпĕ»,– тет Ольга Геннадьевна. Ĕçчен хĕрарăм 34 çула çитсен те спорта манмасть. Пĕлтĕр вăл «Раççей почти» ирттерекен çăмăл атлетика чупăвĕнче 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Кăçал та «Раççей почти» ирттернĕ çуллахи спартакиадăра палăрнă. Эстафета ăмăртăвĕнче 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ, тăван килне ноутбук илсе таврăннă.

Ольга Геннадьевна Иванова Красноармейски районне кĕрекен Ыхракасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Малтанах Пикшик шкулĕнче ăс пухнă, кайран Муркаш районĕнчи Тивĕшре вĕреннĕ. Хăйĕн мăшăрĕпе – Николайпа – çакăнтах паллашнă. Пĕрле 3 ача ÿстереççĕ.

Тем тума та ĕлкĕрет вăл. Юратнă ĕçĕсĕр пуçне килти хуçалăхĕ те пур. Ивановсен çемйи 18 сурăх, икĕ ĕне, икĕ пăру усрать; картишĕнче чăххи-чĕппи, кайăк-хурĕ кĕшĕлтетет. Упăшки Мускавра ĕçленĕ пирки кил хуçалăхĕ йăлтах хĕрарăм çине тиенет. «Эпĕ ĕçрен нихăçан та хăраман. Ачасене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Вĕсем пулăшса тăни малалла пурăнма вăй парать, ватлăхра та пире, ашшĕпе амăшне, пĕччене хăвармĕç»,– тесе шухăшлать вăл.

19 Çухрăм-и; Ним те мар

Ольга Геннадьевна ял халăхне кулленхи хыпар-хăнарпа савăнтарать. Муркаш районĕнчи Шетмĕпуç почта уйрăмĕнче ĕçлет. Кашни кунах Тивĕш, Автанкасси, Опрыск ялĕсене хаçат-журнал валеçет, кунне сахалтан та 19 çухрăм утать: 500 çынна яхăн кĕтет-çке ăна. Ватăсене пенсисĕр пуçне Шетмĕпуç ялĕнчи почта уйрăмĕнчен час-часах мĕн ыйтнине илсе килсе парать. «Кутамкки йывăр пулсан та чун-чĕри çемçе Ольăн, – тет уйрăм пуçлăхĕ Алина Павлова. – Ĕçе нихăçан та япăх кăмăлпа килмест. Тăрăшуллă хĕрарăм вăл».

Çырăнтару вăхăтĕнче те маттур почтальонка, кăтартăвĕсем яланах пысăк. Республика шайĕнче тухса тăракан хаçат-журнала хаваспа çырăнаççĕ çынсем. Ку ĕçре Ольга Геннадьевнăн тÿпи те пысăк. «Ытларах чăваш хаçачĕсене çырăнса илеççĕ, уйрăмах ялти пурнăçа сăнлакан материалсем кăсăклантараççĕ халăха. Хаçат валеçнĕ вăхăтра урамрах кĕтсе лараççĕ ватăсем», – тет вăл.

Ваттисем хисеплеççĕ ăна. «Ялта шыв çуккипе кунсерен çырмаран йăтать, хĕрÿ ĕççи вăхăтĕнче те çывăрма пĕлмест. Утă çулма тул çутăличченех тухать, аслă ачи те юлмасть амăшĕнчен»,– теççĕ кÿршисем.

«Сĕтел çинче ăшă çăкăр, юнашар – сывă та юратнă çемье. Çакă манăн телей!» – савăнать почтальонка.

К.Нестерова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика