АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ир тăракан выçă юлман

18 мая 2011 г.

«Тăван енрех аван»

Хĕрлĕ Чутай тăрăхне ир-ирех çитрĕмĕр пулин те, «Свобода» колхозăн техника паркĕ пушанма та ĕлкĕрнĕ. Çĕр ĕçченĕсем хĕвелпе пĕрлех ака-сухана кÿлĕннĕ. Çурхи кун кĕтмест, ĕçченсен уяр çанталăкăн кашни сехечĕпе туллин усă курса юлмалла.

– Çуркунне вăраха кайнипе çĕр йĕркеллĕ типсе çитмесĕрех ака-сухана тухрăмăр,– пĕлтерет хуçалăх ертÿçи Валериан Бромбин. – Кая юлса акни вырмара та чăрмав кÿрет, тыр-пула йĕркеллĕ пиçсе çитеймесĕр пухса кĕртеймĕн. Йĕпе-сапана кĕрсе кайсан вара тухăçăн пысăк пайĕ уйрах юлать.

Çакна хуçалăхра аван ăнланаççĕ. Иртен пуçласа сĕм çĕрлечченех уй-хирте ĕç шавĕ лăпланмасть. Тырă складĕнче те ятарлă бригада вăрлăха михĕсене тултарса уй-хире ăсатать. Клавдия Тимофеева, Алевтина Григорьева, Альбина Иванова, Никита Токарев тата ыттисем хĕрÿ тапхăр тĕлне мĕнпур вăрлăха сортласа тасатнă, акма юрăхлă тунă. Çавăнпа тухăç лайăх пуласса шанса тăраççĕ. Колхозра вăрлăха çĕнетсех пыраççĕ. Кăçал та укçа-тенкĕ сахаллине пăхмасăр çурхи тулă, урпа туяннă. «Мĕн акатăн – çавă шăтать, ячĕшĕн кăна лаптăксене шуратса хăварнипе тухăç пулмасть»,– сăмахлать председатель.

Тухнă-тухманах çĕр хуçисем патне те çитрĕмĕр. Хăватлă трактор хыççăн кăпăшка хура çĕр тип-тикĕс выртса юлать. «Тракторисчĕ те маттур, нихăçан та ÿркенсе тăмасть», – теççĕ специалистсем. Кабинăран çамрăк тухнине курсан самай тĕлĕнтĕм. Ара ака-сухара çулланнă çынсене ытларах курма хăнăхнă мар-и;

– Эпĕ те унччен пысăк укçа шыраса çÿренĕ, – терĕ Владимир Ксенофонтов,– анчах вăл çав-çавах çитсе пымарĕ. Çемьерен уйрăм пурăнма та йывăр.

Мăшăрĕпе канашланă хыççăн çамрăк çемье Акташ тăрăхĕнче кивĕ çурт туяннă, кил хуçи колхоза яланлăх ĕçе вырнаçнă. Паян вĕсен тăватă ача, пĕри тепринчен пĕчĕк, çавна май мăшăрĕ хальлĕхе ĕçлеймест.

– Лайăх тăрăшсан колхозра та шалу çителĕклех, – кăмăллăн пĕлтерет вăл.– Тырă, утă-улăм илме пулать. Унсăрăн выльăх-чĕрлĕх усраймăн. Пĕлтĕр кĕркунне акă 5 тонна тырă тухрĕ.

Ксенофонтовсем яла социаллă аталантаракан программăпа çĕнĕ çурт-йĕр çавăрма хатĕрленеççĕ.

Пĕлтĕрхи тухăçсăр çулталăкра ĕç çыннисене тырă уйăрни пысăк пулăшу. Çитменнине колхозниксене ăна хăй хакĕпе, килограмне икĕ тенкĕпе çеç, панă. Ытлашшине çынсем 6-7 тенкĕпе сутнă. 2009 çулта тĕш тырă йăтăнса пулни, ăна управа хывни ĕçченсен пÿлмине пĕлтĕр те пушă лартман-мĕн.

– Пултаруллă çамрăксене çĕнĕ техникăпа ĕçлеттерме тăрăшатпăр, – терĕ Валериан Федотович. – Унсăрăн вĕсене çĕр ĕçне явăçтарма йывăртарах. Паян хуçалăхран сивĕтсен кайран хамăрах йывăр тивĕ.

Александр Токарев та тăван тăрăха хуларан пăрахса таврăннă. 23 çулти йĕкĕт «Белорусь» тракторпа акмалли тырă турттарать.

– Ялта çуралса ÿснĕрен-и, хулара кичем мана. Çуркунне уйрăмах чун-чĕре яла туртать. Унччен канмалли кунсене тăван киле килсен те колхоз ĕçне хутшăнма тăрăшнă. Ĕççи пуçлансан чăтаймарăм, яланлăхах куçса килтĕм, пĕртте ÿкĕнместĕп.

А. Токарев хĕвелпе танах тăрса ĕçе тытăнать. Уй-хире çитиччен ял çыннисенчен сĕт пухса турттарма ĕлкĕрет вăл. Сĕм çĕрле çаврăнса çитет килне. Кун каçипех ырми-канми ĕçлеме ăна тăван ен вăй-хăват парать тейĕн. Николай Петров та ырă сăмахсене тивĕçлĕ. Вăл çамрăксене ырă тĕслĕхĕпе хавхалантарса пырать. Ир-ирех техникине чĕртсе çурхи культурăсене акма васкать. «Çĕнĕ сеялка илнĕренпе ĕç хăвăртрах каять, вăл тÿрех 5,4 метр сарлакăш акса пырать», – ăнлантарать вăл. Çурхи ĕçсене май пуçламăшĕнчех тытăннă, кĕрхисене, нумай çул ÿсекен курăксене сÿреленĕ, удобренипе апатлантарнă. Кăçал çурхи культурăсем 400 гектар йышăнмалла, çав шутра тырă – 300. Хальхи вăхăтра лаптăксен çуррине майлă акса хăварнă. Кĕрхи культурăсем 300 гектар çинче. Малтанлăха палăртнă тăрăх вĕсем чиперех хĕл каçнă. Вăрман çумĕнче, юр хулăн выртнă çĕрте кăна сиенленнĕ.

Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă

Хуçине кура хуçалăхĕ тесе ахальтен каламан. Унччен ку тăрăхра «Марксист» колхоз вун-вун яла пĕрлештерсе тăнă. Тăхăр вуннăмĕш çулсенче чип-чипер ĕçлесе пыракан предприятие тăватă хуçалăха – «Свобода», «Марксист», «Заря», «Дружба» – пайлани ăна аркатма пулăшнă кăна. Хальхи вăхăтра вĕсенчен «Свобода» çеç сыхланса юлнă. Ăна чылай вăхăт Иван Никифоров ертсе пынă, вăл тивĕçлĕ канăва кайсан – Валериан Бромбин. Çирĕп алла илни хуçалăха сыхласа хăварнă. Сăмах май, Валериан Федотович 1972 çултанпа çĕр ĕçĕнче тăрăшать. Вăл тăван хуçалăхшăн вăй-халне шеллеменнине кура ĕнтĕ ял çыннисем ăна тилхепе тыттарнă. Икĕ пĕчĕк ялтан – Акташпа Анат Çĕрпÿкассинчен – тăракан колхоз кăтартăвĕсем районта та лайăххисен шутĕнче. Иван Никифорович та, Валериан Федотович та Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем. Шел, вĕсем пек пултаруллă ертÿçĕсем районта шутлă кăна çав. Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче ял хуçалăх отраслĕ чăхăмлани çакăнпах çыхăнман-ши; Арканнă хуçалăхсен пушă выртакан çĕрĕсем пайтах, çавăнпа «Свобода» та 400 гектара яхăн хушма лаптăк сухаласа-акса хăварать.

Паян колхозра пурĕ 27 çын вăй хурать. Аслăрах ÿсĕмрисем те, çамрăксем те пур. 2007 çулта фермăра ĕçлекенсем çителĕксĕррипе витесене тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, сĕт пăрăхĕ вырнаçтарнă, апат-шыв парассине, тислĕк кăларассине механизациленĕ. 5 миллион тенкĕ кредит илнĕ çакна валли. Хуçалăхăн тупăш çăл куçĕ – выльăх-чĕрлĕх отраслĕ. Уй-хирте туса илни йăлтах выльăхсене тăрантарма каять. 300 ытла ĕне выльăх усраççĕ кунта. Тырă тата выльăх апачĕ туса илеççĕ. Малтанхи çулсенче çĕр улми те ÿстернĕ-ха. «Хăмла туса илнĕ май çĕр улми кăларса пуçтарма çынсем çителĕксĕррипе çимĕçе темиçе хут шăнтса янă хыççăн урăх çитĕнтерместпĕр», – пĕлтерчĕ ертÿçĕ. Шел, «симĕс ылтăн» сутăнманни, хакĕ йÿнелсе кайни хăмла плантацине те пушатса хăварнă. «Хамăр вăйпа туса илме йывăртарах. Хăмлапа ĕçлекен предприятисемпе вăя пăрлештерни кăна çак ĕçе тепĕр хут чĕртсе тăратма пулăшĕ». Ку енĕпе ăнăçлă ĕçлесе пыракан предприятисем кÿршĕрех темелле: Етĕрне районĕнчи «Выльский», Вăрнар тăрăхĕнчи «Агрохмель» предприятийĕн филиалĕ...

Хуçалăхăн хăмла пахчи ултă гектар, пуçтарса кĕртме комбайн, типĕтме – кирлĕ оборудовани пур. Плантанцийĕ те юхăнсах кайман-ха. Хăмла çинче алăпа ĕçлемелли те пайтах, çавăнпа колхозниксем çак культурăна çитĕнтерессине хирĕç. Вăй çитереймесси хăратать вĕсене. Пĕчĕк йышпа пурне те ĕлкĕрме йывăртарах çав. Ытти ялтан пулăшу ыйтас...

Çын аллинчи кукăль

пысăкрах-ши;

Ют çынсене ĕçĕ явăçтарма тăрăшни ертÿçĕсемшĕн инкеклĕ вĕçленнĕ.

– 2009 çулта районтан Чăваш Енре халăха ĕçпе тивĕçтерес программăна хутшăнма ыйтрĕç. Колхоз правленийĕн членĕсемпе сÿтсе явнă хыççăн эпир те çак çулах Хĕрлĕ Чутайри центрпа килĕшÿ турăмăр. Вăтăр çын ытла вăхăтлăх ĕçе йышăнтăмăр. Унччен колхозран тухса кайнисем те центр урлă кĕрсен шалу ытларах пулнине кура тепĕр хут вырнаçма кăмăл турĕç. 2009 çулта хуçалăхăн счечĕ çине центртан 547302,34 тенкĕ куçрĕ. Хуçалăх та хăйĕнчен хушса тÿленипе шутласан шалу – 653 пин тенкĕ, тырă 421 пин тенкĕлĕх уйăрса панă. Центр урлă вырнаçнисен укçа самай тухрĕ. Çакă хăшĕ-пĕрне килĕшмерĕ пулас. Çăхав çырма пикенчĕç. Пире явап тыттарма уголовнăй ĕç пуçарчĕç. Патшалăх укçине хамăр кĕсьене чикнĕ имĕш эпир, ĕçлекенсене шалу паман. Тĕрĕслев бюджет укçине вăрламаннине çирĕплетрĕ, анчах ĕç çакăнпа вĕçленмерĕ. Мĕнле те пулин айăплас тесе сăлтав тупсах тăчĕç. Шел, право органĕнче ĕçлекенсемшĕн хут тĕп вырăнта пулчĕ. Вĕсем ыйтнипе халăха панă укçана кредит илсех бюджета тавăрса патăмăр. Пире айăпсăр айăплани те çав тери пăшăрхантарать. Каллех парăма кĕни вара колхоза укçа енчен татах йывăрлăха кĕртсе ÿкерчĕ. Ĕмĕрĕпе хуçалăхра ĕçленĕ хыççăн çав укçашăн нивушлĕ таса ята варалăп; Хăшĕ-пĕри ман вырăна ларма хăтланнине ăнланатăп-ха, анчах элек-çăхав урлă пуçлăха тапаланни тĕлĕнтерет. Аякран пăхсан колхоза ертсе пыма çăмăл пек туйăнать пулас. Апла мĕншĕн юхăннисене илсе ĕçлеттерсе ямалла мар, вĕсем пирĕн тăрăхра туллиех, – пăшăрханăвне пытармасть Валериан Федотович.

Çын аллинчи кукăль пысăкрах тенĕ çав. Лайăх ĕçлекен яланах тарăху-кĕвĕçÿ çуратать. Ĕçлемен çын кăна йăнăшмасть. Анчах çынна пулăшас вырăнне çапса хуçма хăтланни, чăн та, тĕлĕнтерет.

Каç енне тухрăмăр Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчен. Парка шăтса тухнă кĕрхи калчасем çурхи ăшă çилпе симĕс тинĕс пек чÿхенсе лараççĕ. Тÿпери тăри юрри çумне хутшăнса уйри техника тикĕссĕн кĕрлет. Хура кăпăшка çĕр çинче çĕнĕ пурнăç вăй илет. Кĕçех ку лаптăк та симĕс кавирпе хупланĕ. Çĕр çыннин ĕмĕчĕ, шанчăкĕ вăл.

Л. Никитина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика