АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пур ĕçĕн те йĕрки пур

18 мая 2011 г.

М. Игнатьев президент ирттернĕ канашлура Чăваш Енĕн промышленность комплексĕн кăçалхи январь-апрель уйăхĕсенчи аталанăвĕн кăтартăвĕсене пăхса тухнисĕр пуçне «Чăвашсетьгаз» пĕрлешÿ ĕçĕ-хĕлĕ тĕлĕшпе анлă калаçу пулнă. Вăл халăха шĕветнĕ газпа тивĕçтерессипе çыхăннă. Пĕтĕмĕшле илсен республикăра баллонсене тултарнă «сенкер топливăна» 20 пин çемье туянать. «Чăвашсетьгаз» çак ĕç-хĕле тăкаклисен шутне кĕртет. Çавăнпа ăна пăрахма хатĕр. «2000-2005 çулсенче эпир 23 пин тонна ытла шĕветнĕ газ сутнă, паян вара пĕтĕмпе те 13 пин тонна кăна. 2010 çулта 23 млн тенкĕлĕх тăкак тÿсрĕмĕр, – пĕлтернĕ «Чăвашсетьгаз» генеральнăй директорĕ К. Мифтахутдинов. – Кÿршĕ регионсенче халăха шĕветнĕ газпа тивĕçтерессине уйрăм çынсен аллине панă. Чăваш Енре те çак çулпа кайма май пур».

Строительство министерствин пуçлăхĕ А. Гончаров çакăнпа килĕшмест: «Бизнеса тÿрех сутса республикăна çак çивĕч ыйту умĕнче пĕччен хăварма юрамасть. Малтанхи тапхăрта газ станцийĕсене арендăна пама, пĕчĕк бизнес йĕркелеме тăрăшмалла, халăха газпа тивĕçтермелли тытăма йĕркелемелле, кайран тин сутма юрать». О. Макаров премьер-министр халăха шĕветнĕ газпа тивĕçтерес ĕçĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ енĕ – çак ĕçĕн хăрушсăрлăхĕ пирки – асăрхаттарнă. Шĕветнĕ газпа тивĕçтерессине уйрăм çынсен аллине пани граждансен хăрушсăрлăхне туллин тивĕçтереймест.

«Ку ыйтăва татса панă чухне пĕтĕмпех питĕ лайăх виçсе пăхмалла. Чи кирли – халăха газсăр хăварма юрамасть», – тенĕ президент татăклă йышăнăва кăçалхи августăн 1-мĕшĕччен тумаллине палăртса.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика