АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăшăр илемĕ – тĕнче илемĕ

18 мая 2011 г.

Халĕ те вĕсем, çур ĕмĕр ытла çума-çумăн пурăннă хыççăн, пĕр-пĕрин çине тин пĕрлешнĕ мăшăрсем евĕр ăшшăн пăхаççĕ. Президентпа юнашар сăн ÿкерттернĕ чухне те алла-аллăн тытăнса тăраççĕ. Ăмсанса пăхса лартăм вĕсене. Чăнласах та, мăшăр илемĕ – тĕнче илемĕ.

Пĕтĕм тĕнчери Çемье кунĕ ячĕпе саламласа ЧР Президенчĕпе М. Игнатьевпа унăн мăшăрĕ республикăри чи лайăх çемьесене «Юратупа шанчăклăхшăн» орден парса чысларĕç.

«Çемье пĕлтерĕшне эсир пуринчен те лайăхрах ăнланатăр пулĕ тетĕп, – терĕ М. Игнатьев хăйĕн салам сăмахĕнче. – Çур ĕмĕр ытла эсир алла-аллăн тытăнса утатăр, çĕршыва юрăхлă ачасем çитĕнтернĕ, аттепе анне сăмахĕсен хăватне, пĕр-пĕрне хисеплени, шанни, пулăшни, иксĕлми юрату мĕне пĕлтернине пуринчен те лайăхрах ăнланатăр. Пирĕн тĕп пуянлăх – лайăх çемьесемпе сывă ачасем. Çемье лайăх пулсан патшалăх та çирĕп аталанать, халăх пуянлăхĕ ÿсет. Тин çеç Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 66 çул çитнине паллă турăмăр. Эсир – вăрçă ачисем, çав вăхăтри мĕн пур йывăрлăха хăвăр тÿссе ирттернĕ: çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçленĕ, ыррăн çисе те курайман, çывăх çыннăрсене çухатнă. Унтан пĕтĕмпех юхăннă хуçалăха ура çине тăратма пулăшнă. Анчах çаксене пăхмасăрах эсир хăвăрăн чун ăшшине сыхласа хăварса илемлĕ çемье çавăрма, çĕршыва юрăхлă ачасемпе мăнуксем çитĕнтерме пултартăр».

Президент чи малтан Патăрьел районĕнчи Валентинăпа Петр Маловсене Раççей наградипе – «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орденпа – чысларĕ. Пирĕн республикăран çак пысăк хисепе тивĕçнĕ иккĕмĕш мăшăр пулчĕ ку. Пĕрремĕшне те çак районти мăшăрах – Медведевсем – тивĕçнĕччĕ. Валентина Алексеевнăпа Петр Максимович «сăн ÿкерчĕкре» тăватă ача çуратса ÿстернĕ. Пурте пысăк çынсем пулса тăнă, ашшĕ-амăш ятне çÿле çĕкленĕ.

Тăвай районĕнчи Турикас Тушкилте çуралса ÿснĕ Маргушовсем «Юратупа шанчăклăхшăн» ордена тивĕçрĕç. Пĕрле 53 çул пурăнаканскерсен 5 ача, 11 мăнук тата мăнукĕсен 4 ачи. Таисия Александровнăпа Александр Николаевич ĕмĕр тăршшĕпех тăван хуçалăхра ĕçленĕ. Ферма заведующийĕ те, бригадир та, рабочи те пулнă. «Çемье телейĕ – пĕр-пĕрне итлени, хисеплесе пурăнни пулĕ ĕнтĕ вăл, – тет кил хуçи арăмĕ. – Упăшкапа мар, кинпе те вăрçăнмастпăр, килĕштерсе тÿрĕ пурăнатпăр». Сăмах май, ывăлĕн ачисем пирки те хăйĕн ачисем пекех калаçать вăл. «Нумаях пулмасть пĕр ывăлăм салтакран таврăнчĕ. Тепри хальлĕхе тăххăрмĕшĕнче вĕренет-ха».

Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Эйпеçре пурăнакан Елизаветăпа Алексей Канжелевсем ачаранах пĕр касра выляса ÿснĕ, пĕр класра вĕреннĕ. Алексей салтака кайсан виçĕ çул пĕр-пĕрин патне çырусем вĕçтернĕ. Паян куç тулли 6 ачипе, 9 мăнукĕпе савăнаççĕ. «Ĕçлеме ÿркенмелле мар, çынна ĕç çукки пăсать», – теççĕ вĕсем.

Çак шухăшах Муркаш районĕнчи Клавдипе Георгий Петровсем те çирĕплетеççĕ. Ултă ача çуратса ура çине тăратнăскерсен 16 мăнук, мăнукĕсен 14 ачи. Пурте пĕрле пухăннă самантра пÿрт вĕлле хурчĕ пек сĕрлет. Раççей Геройĕн ятне тивĕçни те пур вĕсен хушшинче. «Ачасем лайăххи пире лайăх, эпир лайăххи – вĕсене», – палăртать 80 çулти мăшăр.

«Юратупа шанчăклăхшăн» ордена çавăн пекех Нинăпа Петр Васильевсем «Вăрнар районĕ», Тамарăпа Генрих Бортниксем «Канаш хули», Адэльпе Николай Ильинсем «Çĕрпÿ районĕ», Аннăпа Федор Игнатьевсем «Çĕмĕрле хули», Зинаида Егоровăпа Валериан Сергеев «Красноармейски районĕ», Людмилăпа Степан Удяковсем «Элĕк районĕ» тивĕçрĕç. Ĕçлĕ вăрăм пурнăçĕпе, таврари çынсем хисепленипе, ачисемпе мăнукĕсемпе телейлĕ вĕсем.

«Çемье ăшши – чун ăшши» ăнлава тĕпе хурса ачисемпе мăнукĕсене пурнăç çулĕпе йĕркеллĕ те çирĕп утса пыма пулăшакан мăшăрсене эпир те чĕререн саламлатпăр. Сывлăхлă пулăр, нумай çул пурăнăр!

Е. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика