АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нуши – ĕмĕр тăршшĕпе...

13 мая 2011 г.

Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлас ĕç организацийĕн йышăнăвĕ-пе килĕшÿллĕн 1983 çултанпах май уйăхĕн виççĕмĕш вырсарни кунне СПИД чирĕнчен вилнĕ çынсене халаллаççĕ.

Паянхи куна çак хăрушă чире пула тĕнчипе 40 миллиона яхăн çын вилнĕ.

Раççейре ку таранччен ВИЧ-инфекциллĕ 592110 çынна регистрациленĕ. Вĕсенчен 5159-ăшĕ 15 çула та çитмен ачасем. Çак тапхăрта тĕрлĕ сăлтавпа ВИЧ-инфекциллĕ 89688 çын вилнĕ, вăл шутран 21812-шĕ шăпах çак чире пула.

Чăваш Республикинче ВИЧ-инфекциллĕ 1206 çынна шута илнĕ, вĕсенчен 215-ĕшĕ тĕрлĕ сăлтава пула вилнĕ, 45-ĕшĕ вара – СПИДран. Республикăри пур районпа хулара та ВИЧ-инфекциллĕ çынсем пурри паллă.

Чирлĕ çыннăн юнĕ, ар вăрлăхĕ, кăкăр сĕчĕ хăрушă. Вирус пĕр çынран теприне виçĕ мелпе куçать.

Пĕрремĕшĕ – юн урлă. Çамрăксем час-часах венăран пĕр шприцпа наркотик янă чухне чир ертеççĕ. Пĕр инструментпах темиçе çынна татуировкăпа пирсинг тунă чухне те вирус çаклатма пулать. Наркомансем унта-кунта пăрахса хăварнă шприцсем те хăрушă. Хăйăр çинче выляса ларакан ачасен ÿтне шприц тăрăнни те пулнă. Телее, пĕр ачана та ВИЧ-инфекци çакланман. Анчах та хăрушлăх пур!

Иккĕмĕшĕ – ар çыхăнăвĕ урлă. Юлашки çулсенче çак меслетпе чир ертекенсен шучĕ ÿссех пырать. Паллах, презерватив хÿтĕлеме пултарать, анчах та ăна питĕ çÿхе латексран тăваççĕ – кирек хăш вăхăтра та çурăлса кайма пултарни çинчен манмалла мар.

Виççĕмĕшĕ – ВИЧ-инфекциллĕ амăшĕ хăйĕн ачине чир ертни. Çие юлсан, çуратнă чухне тата кăкăр ĕмĕртнĕ вăхăтра хĕрарăма антиретровирус препарачĕсемпе хими профилактики туни ВИЧ-инфекциллĕ ача çураласран 2 процент таран хÿтĕлет. Çакнашкал амăшĕнчен çуралнă ачана кăкăр ĕмĕртме юрамасть.

Алă тытнă, пĕр-пĕрне ытамланă чух, тарпа куççуль урлă, ÿсĕрнĕ, апчхулатнă вăхăтра, столовăйĕнчи чашăк-тирĕкпе, ал шăллипе, вырăн хатĕрĕпе, туалетпа ванна пÿлĕмĕпе усă курнă, бассейнра тата пĕвере шыва кĕнĕ чухне, обществăлла вырăнсенче, чĕр чунсемпе хурт-кăпшанкă çыртса илнĕ вăхăтра ВИЧ ермест.

Хальхи вăхăтра организмран çак вируса кăлармалли препарат çук. Чирлĕ çынна тĕппипех сыватмалли меслет те çук. Чире вăхăтра асăрхаса вăхăтра сипленме пуçласан йĕркеллĕ пурăнма пулăшакан эмелсем кăна пур. Вируса хирĕç кĕрешекен препаратсене çыннăн ĕмĕр тăршшĕпех ĕçме тивет. Паллах, çирĕп кăмăл, сывă пурнăç йĕрки тытса пыни кирлĕ. ВИЧ-инфекциллĕ çынсене тÿлевсĕр сиплеççĕ. Паянхи куна Чăваш Енре 200 çын тÿлевсĕр сипленет.

Шупашкарти Лакрей вăрманĕнче майăн 14-мĕшĕнче 13.00 сехетре «СПИД чирĕнчен вилнисене асăнмалли кун» ятпа акци иртет. Волонтерсем унта концерт кăтартĕç, специалистсем консультаци парĕç.

Республикăри СПИДпа инфекци чирĕсене хирĕç кĕрешекен центрта майăн 12-13-мĕшĕнче «уçă алăксен» кунĕ иртет. Кашни кăмăл тăвакан ятне пĕлтермесĕрех хăйне кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав илме, тÿлевсĕр тĕрĕсленме пултарать. Центр çак адреспа вырнаçнă: Шупашкар хули, Ленин проспекчĕ, 32а çурт. Анонимлă телефон: 55-20-86* врач-инфекционист телефонĕ: 62-41-04* шанчăк телефонĕ: 8 937 371 95 07. Врач-инфекционист патне электронлă мелпе çак сайта кĕрсе çырăнма пулать: http://www.rc-spid.med.cap.ru.

Г. Тюрина, республикăри СПИДпа инфекци чирĕсене хирĕç кĕрешекен центрти уйрăм пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика