АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăтăрçăсенчен сыхланар

13 мая 2011 г.

Юлашки çулсенче çанталăк ăшăтса пынипе республикăра та хальччен çĕршывăн кăнтăр регионĕсенче çеç тĕл пулакан сăтăрçăсем сарăлма тытăнни сисĕнет. 2007 çултанпа Патăрьел районĕн уй-хирĕсенче тырă нăрри «тымар янă». 2010 çулта вăл Елчĕк тăрăхĕнчи 10 гектар çурхи тулла сиенленĕ. Хальхи вăхăтра республикăра хăрушă сăтăрçăсене тĕп тăвас тесе кĕрешеççĕ-ха. Анчах кăçалхи юрлă ăшă хĕл кăпшанкăсемшĕн лайăх пулчĕ, çавăнпа вĕсен шучĕ чакасси иккĕлентерет.

Унсăр пуçне пĕрчĕллĕ культурăсене çăкăр хăнкăли тапăнни палăрать. Çак сăтăрçă сиенленĕ тырă клейковинине йăлтах çухатать, продукци пахалăхĕ чакать. Çавăнпа кăçал тырăшăн уйрăмах сиенлĕ сăтăрçă вăй илсе сарăлас хăрушлăх пур. Специалистсен акнă лаптăксене сăнасах тăмалла, çăкăр хăнкăли нумайланса кайсан лаптăкра çĕртме туса хăвармалла.

Пĕлтĕр республикăра çурхи тырă культурисен лаптăкĕсенче сăвăс та ашкăннă. Вăл та Раççейĕн кăнтăр регионĕсенчен. 2010 çулхи ăшă кĕр сăтăрçăсене ноябрьчченех аталанса вăй илме пулăшрĕ. Вăл тăватă градус ăшăчченех çисе-тăранса пурăнать. Апла нумай çул ÿсекен курăксенче, чылай хушă акăнмасăр выртакан лаптăксемпе юнашар вырнаçнă кĕрхи культурăсенче сăвăссем «йăва» çавăрнă. Кĕрхи тырăсене пăхсах тăмалла. Май, июнь пуçламăшĕнче ăшă, типĕ çанталăк тăрсан уйрăмах, мĕншĕн тесен сăтăрçă сарăлса каяс хăрушлăх пур.

Иртнĕ çул тĕрлĕ вĕт пăрçапа трипс та вăй илнĕ. Ĕне нăрри те йышланчĕ. Унăн хурчĕ çурхи культурăсен тымарĕпе тăранать. Нăрăсемпе хуртсем нумай çул ÿсекен çырласене, пахча çимĕçе, çĕр улмине сиенлеççĕ. Хуртсем тăпрара икĕ çул таран пурăнаççĕ. Çавăнпа кăçал та вăл ÿсен-тăрана сăтăр кÿрĕ.

Пĕлтĕр колорадо нăрри сахалланни çĕр хытă шăннипе вăл хĕл каçнă вырăнтан кая юлса тухнипе çыхăннă. Кăçал ăна çĕр улми лаптăкне вăхăтра çитме нимĕн те чăрмантармĕ. Сăнанă тăрăх колорадо нăррин шучĕ чакманни, ытти çулсенчи шайрах юлни курăнать. Хушма хуçалăхсенче вĕсене пĕтерсе тăни кăна тухăçа чакармĕ. Пысăк хуçалăхсенче çĕр улмине лартнă чухнех химикатсемпе усă курни нăрăсене питех иртĕхме памасть.

Пĕлтĕрхи сивĕ хĕле тата типĕ, шăрăх çăва пула шăши евĕрлĕ кăшлакан чĕр чунсем палăрмаллах сахалланчĕç. Кĕр енне вĕсем шыв, вăрман, ял, выльăх-чĕрлĕх ферми патне хĕл каçма куçрĕç. Кĕркунне ешĕл апат нумаййипе сăтăрçăсен йышĕ малашне те ÿссе пырасси паллă. Уйрăмах хĕл каçнă вырăнсенче. Унсăр пуçне лĕпĕшсенчен «уйрăмах çаран лĕпĕшĕнчен» асăрханмалла. Пирĕн республикăра та тапхăр-тапхăр ахăрса каяççĕ вĕсем. Юлашки хут çапла 2001 çулта пулнăччĕ. Тымар, ыраш хурчĕсем çĕр улмипе пахча çимĕçе сиенлĕç, мĕншĕн тесен вĕсем те «ырлăхра» хĕл каçнă. Иртнĕ çул кĕркунне ыраш хурчĕ Вăрнар районĕнчи кĕрхи культурăсене виçĕ кунра 3 гектар тĕп тунă. Васкавлă мерăсем йышăнни кăна малалла сарăлма паман. Сăтăрçăсемпе чир-чĕртен хăтăлас тесен чылай тăрăшма тивĕ.

Н.Якимов, Раççей ял хуçалăх центрĕн

Чăваш Енри филиалĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика