АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Депутатсем чи пĕчĕк шалăва ÿстересшĕн

11 мая 2011 г.

Июнĕн 1-мĕшĕнчен чи пĕчĕк ĕç укçине «МРОТ» 6,5 процент ÿстерсе 4611 тенке çитересшĕн. Кун пирки правительство Патшалăх Думине саккун проекчĕ хатĕрлесе панă та ĕнтĕ. Анчах ăна ÿстернĕ хыççăн та пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçепе танлашаймĕ вăл.

Юлашки хут Раççейре чи пĕчĕк ĕç укçине 2009 çулта улăштарнă. 2010 çулта улшăнусем кĕртме кризис чăрмантарнă. Чиновниксем ун чухне «минималкăна» ÿстерсен предприятисенче ĕç вырăнĕсене пушатса тата ытларах çынна урама кăларса яма тивесрен шикленнĕ. Çавна май МРОТ виçи 4330 тенкĕ тĕлĕнче «шăнса» ларнă.

Халĕ вара, депутатсем саккун проектне ырласа йышăнсан, кăçалхи июнĕн 1-мĕшĕнчен ĕç укçи 281 тенкĕ ÿсет, урăхла каласан 6,5 процент. Сăмах май, кăçалхи инфляци те 6,5 процент шайĕнче пуласса палăртнă.

Аса илтеретпĕр, МРОТпа ĕçшĕн тÿлессине йĕркелесе тăма усă кураççĕ. Ĕçпе тивĕçтерекеншĕн чару вырăннех вăл: чи пĕчĕк виçерен сахалтарах тÿлеме юрамасть. Çак ăнлав пирĕн çĕршыва 90-мĕш çулсенче çитнĕ. Укçа хакĕ калама çук йÿнелсе кайнипе тата тенкĕ хакĕ тăтăшах улшăнса тăнипе правительствăна хăйне евĕр çул-йĕр кирлĕ пулнă. Шăпах çавăн пекки пулнă та ĕнтĕ МРОТ тени.

– Чи пĕчĕк ĕç укçине ÿстерни бюджетниксен шалăвне те кăшт та пулин ÿстерме май парать, – пĕлтернĕ патшалăх Думин ĕçпе социаллă политика комитечĕн председателĕн çумĕ Олег Шеин. – Чи пĕчĕк звенори çынсен – урай çăвакансемпе картиш шăлакансен – кăна мар, специалистсен те шалăвĕ ÿсет. Шел пулин те, вĕсенчен нумайăшĕ халĕ те чи пĕчĕк ĕç укçи çинче «ларать».

Депутатсемпе экспертсем те килĕшеççĕ.

– Кирек епле пулсан та рынокра ĕç укçине МРОТа кура палăртаççĕ, – тет конъюнктура политикин центрĕн эксперчĕ Дмитрий Абзалов. – Бюджетниксен шалăвĕ ÿссен рынокри ĕç укçи те ÿсет.

Анчах та специалистсене чи пĕчĕк ĕç укçи çав-çавах пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен юлса пыни пăшăрхантарать. Апла ĕçлесе илнĕ укçапа унчченхи пекех чуна кăна тыткаласа пурăнма тивĕ.

– 2009 çулта МРОТа пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе шайне çитерме хăтланса пăхнă, анчах та вăй çитереймен, – пĕлтерет Шеин. – Мĕншĕн тесен пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене кашни кварталтах индекслаççĕ «2011 çулти 1-мĕш кварталта ĕçлеме пултаракан халăх валли палăртнă виçе 6986 тенкĕ пулнă», МРОТа вара индексламаççĕ. Çавăнпах вĕсен хушшинчи уйрăмлăха пĕтерме халĕ те май килмест.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика