АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йăла-йĕрке управçисем

11 мая 2011 г.

Патăрьел районĕнчи Аслă Чементе урамсем пĕр-пĕринпе ăмăртасси йăлана кĕнĕ. Камсем ăмăртаççĕ тетĕр-и; Çамрăксемпе пĕрлех 60-70 çулти аслă ăру çыннисем! Кашни çулах йĕлтĕр йĕрĕ çине те тăраççĕ вĕсем. Концерт лартассипе те тупăшаççĕ. 8-9 урам хушшинчи ăмăрту çулсеренех çивĕч иртет. «Маларах çемйи-çемйипе хутшăнаттăмăр унта, – тет Л.Ежова библиотекарь. – Анчах хальхи вăхăтра арçынсем укçа ĕçлесе илме урăх регионсене тухса кайнăран сцена çинче хĕрарăмсемпе ача-пăчана çеç курма пулать».

Сцена çинче тенĕрен Аслă Чементе клуб çукки чăрмав кÿрет. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче çунса кĕлленнĕ вăл. Çавна май вăхăтлăха тесе кÿршĕ ялта Тури Чакăра уçнă. «Халĕ яланлăхах пулса кайрĕ ĕнтĕ», – тет халăх. Концертсене хатĕрленме библиотекăна çÿреççĕ вĕсем. Юрать, кунта пÿлĕмсем аслă. Юрлама та, ташлама та вырăн çитет.

«Чемен» фольклор ушкăнĕ те репетицисем ирттерме вулавăшрах вырăн тупать. Ансамбле 18 çын çÿрет, ытларах – ватăсем. «Малашне 10-11 класра вĕренекенсене явăçтарасшăн», – пуласлăх пирки ĕмĕтленеççĕ «Чеменсем».

Ял тăрăхĕнче е районта иртекен уявсене яланах хутшăнаççĕ вĕсем. Вырăнти е пĕр-пĕр ансамбль репертуарĕнчи юрă-кĕвĕпе халăха савăнтараççĕ. «Çăварни, вăйă юррисем – хамăр тăрăхрисем. Аслă ăруран пуçтарса вĕсене халăх умне кăларатпăр. Çапла майпа вырăнти юрăсен «пурнăçне» тăсатпăр. Ял çыннине юбилей ячĕпе саламлама та çÿретпĕр, – паллаштарать кун-çулĕпе ансамбль ертÿçи Э.Медведева. – Хăйсене сума сунăшăн, хисепленĕшĕн çав тери савăнаççĕ вĕсем. «Артистсем мар, хамăр фольклор ушкăнĕ саламлани чун-чĕрене тыткăнлать», – тет ял-йыш».

Юрра-кĕвве тĕрĕс юрлама вара Е.Пусайкина вĕрентет. Ку енĕпе ятарлă пĕлÿ илмен пулин те специалистран пĕрре те кая мар вăл. Ултă теçетке тултарнăскерĕн сасси халĕ те уçă.

Кашни уяврах чăваш йăли-йĕркипе сăра вĕретеççĕ, пăтă пĕçереççĕ «Чеменсем». Куракансене пултарулăхпа савăнтарнисĕр пуçне сăрапа та сăйлаççĕ.

Пурте чăн чăвашла кунта. Кĕпесене те, çăпатасене те «асанне арчинчен» кăларнă вĕсем. Улача кĕпе çийĕн тĕрĕллĕ шурă саппун çакаççĕ. Пуçра та тĕрĕллĕ тутăр. «Малашне тĕртнĕ пусмаран кĕпе çĕлеттересшĕн», – тет ансамбле пуçарса яракан Л.Иванова.

«Ĕлĕкхи тумтир, ĕç хатĕрĕ, юрă-кĕвĕ кама илĕрттĕр;» – тейĕ вулакан. Çакна асра тытасчĕ: иртнине пĕлмесĕр малашлăх çук. Аслисем çамрăк ăрăва вĕрентмесен ĕлĕкхи манăçать. Çурт та никĕссĕр çĕкленеймест, культурăн, йăла-йĕркен те ăруран ăрăва куçакан юрри-ташши упранмалла. Шăпах çак тĕллевпе Аслă Чементи вăтам шкулти 3-мĕш класра вĕренекенсем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. А.Ананьева вĕрентекен пуçарăвĕпе вĕсем чăваш юрри-кĕввипе час-часах сцена çине тухаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ вара кĕпе-тумтирпе тивĕçтерет: хĕрсене икĕ аркăллă кĕпесем çĕлесе тăхăнтартнă. «Чемен» ушкăна çÿрекен ватăсене улăштаракансем çитĕнеççĕ», – теççĕ вĕсем пирки фольклор ăстисем. Ĕмĕтленни вара пурнăçа кĕтĕрех. Иртнипе хальхи кун-çула çыхăнтаракан йĕркене пăсас марччĕ нихăçан.

В.Петрова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика