АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă ветеранĕсене хваттер парасси

11 мая 2011 г.

Чăваш Енре май уйăхĕ тĕлне пурăнмалли условисене лайăхлатма Аслă вăрçăн 4090 ветеранне шута илнĕ. Вĕсенчен 2854-шне хăтлă хваттерпе тивĕçтернĕ ĕнтĕ, çав шутра 410-шне – 2011 çулта. Пурăнмалли условисене ветерансем пая кĕрсе, килĕшÿ подрячĕпе уйрăм çурт çĕклесе е хатĕр хваттер туянса лайăхлатаççĕ. Аса илтеретпĕр, кăçалхи март варринче Аслă вăрçă ветеранĕ-сене çурт-йĕрпе тивĕçтерме республика бюджетне 260504,2 пин тенкĕ куçнă. Çак укçапа татах 270 çын пурăнмалли условисене лайăхлатма пултарĕ. Раççейри регионсен министерстви РФ Правительствин 714 номерлĕ Указне пурнăçа кĕртес тĕллевпе субъект бюджечĕсене 13,7 млрд тенкĕлĕх субвенци пайласа парас хушу проектне хатĕрленĕ. Хушăва алă пуссан пирĕн республикăна тата 481245,5 пин тенкĕ куçмалла. Çак укçа каллех ветерансен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма кайĕ. Пĕр çынна пĕр хут паракан тÿлев виçи 910,8 пин тенкĕ.

Ĕçсĕрлĕх чакать

Кăçалхи май уйăхĕ тĕлне республикăри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче ĕçсĕр 13376 çынна шута илнĕ. Апрельте ĕç шыракансен шучĕ 1404 çын чухлĕ сахалланнă «мартра – 1251». Халăхăн экономика хастарлăхне илсен ĕçсĕррисен шайĕ 1,96 процент. 2009 çулхи январьпе танлаштарсан ку чи пĕчĕк кăтарту. 2011 çулхи январь-апрель уйăхĕсенче ĕçсĕррисене шута илесси хăш-пĕр муниципалитетра сахалланнă. Çĕмĕрле, Етĕрне тăрăхĕсенче лару-тăру лайăхланни сисĕнет. Элĕк, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Çĕрпÿ, Елчĕк енче ĕçсĕррисен шайĕ республикăн вăтам кăтартăвĕнчен пĕр процент чакнă. Йĕпреç, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Шупашкар районĕсемпе Канаш, Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар тата Çĕмĕрле хулисенче вĕсен шучĕ пысăк-ха.

Нумай ачаллă çемьесене – çĕр

ЧР Президенчĕн «Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене пулăшу парас хушма мерăсем çинчен» Указĕпе тата «Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсене уйăрса парасси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çĕр участокĕсене йĕркелессипе, вĕсене муниципалитет харпăрлăхне регистрацилессипе ĕçлеме тытăннă ĕнтĕ. Лаптăксем кайран йышлă ачаллă çемьесене куçĕç.

2011 çулта вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен çакăн пек çемьесене 173 гектар валеçсе памалла. Май уйăхĕн пуçламăшĕнче 78 çĕр участокне патшалăх кадастр учетне илнĕ. Пурĕ 11,6 гектар. Улатăр «17 гектар», Канаш «4» хулисемпе Улатăр «11», Тăвай «9», Канаш «8», Етĕрне «8», Йĕпреç «4» районĕсем çĕр участокĕсене ытларах хатĕрленĕ. Çавăн пекех Канаш, Улатăр хулисемпе Канаш, Йĕпреç районĕсен администрацийĕсем ку енĕпе хастар ĕçленине палăртмалла. Хальхи вăхăтра вĕсем 19 çĕр участокне муниципалитет харпăрлăхне куçарнă «2,5 гектар». Лаптăксене нумай ачаллă çемьесене уйрăм çурт-йĕр е дача çĕклеме уйăрĕç.

Л.АРСЕНТЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика