АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çанталăк уяр чухне

11 мая 2011 г.

Республикăри хуçалăхсенче уй-хир ĕçĕсем сарăлсах пыраççĕ. Майăн 10-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 43 963 гектар акнă, ку палăртнин 26,9 проценчĕ. Вăрнар, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Шăмăршă, Елчĕк, Тăвай, Çĕрпÿ районĕсенче çак ĕçе уйрăмах лайăх йĕркеленĕ. Муркаш «планăн 9,3», Çĕмĕрле «4,5», Хĕрлĕ Чутай «10,7» тăрăхĕсенче вара акнă лаптăксем сахалрах-ха. Паллах, çакă çĕр типсе çитейменнипе те çыхăннă.

Хуçалăхсенче «иккĕмĕш çăкăра» та лартма тытăннă ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра вăл 882 гектар «5,3 процент» йышăнать. Элĕк районĕнче кăна 372 гектар çĕр улми лартма ĕлкĕрнĕ. Фермерсем çанă тавăрса ĕçлени кунта аван сисĕнет. Патăрьел, Комсомольски, Куславкка, Елчĕк енче те çĕр улми лаптăкĕ ÿссех пырать. Кăçал республикăра ăна 16 635 гектар лартса хăвармалла. Эппин, ĕçлемелĕх пур. Патăрьел, Комсомольски, Куславкка, Шăмăршă, Вăрмар районĕсенче пахча çимĕç 160 гектар чухлĕ акнă. Пĕр çул ÿсекен курăксен, куккурусăн, сахăр кăшманĕн лаптăкĕсем те палăрмаллах сарăлнă.

Кĕрхи культурăсене – 48059 «палăртнин 40,3 проценчĕ», нумай çул ÿсекен курăксене 22941 «20,2» гектар апатлантарнă. Çав хушăрах лаптăксене сÿрелесе те хăвараççĕ. Пĕлтĕр 160653 гектар çинче çĕртме туса хăварнăччĕ. Халĕ ăна та палăртнин çуррине ытла сÿрелесе кăпăшкалатнă.

Çанталăк уяр тăни çĕр çыннине уй-хир ĕçĕсене хăвăртлатма май парать. Хуçалăхсенче ака-сухана вăхăтра вĕçлессе шанса тăраççĕ. Çĕрте нÿрĕклĕх çителĕклех, апла акни-лартни лайăх шăтса тухас шанăç пысăк.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика