АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çумăра кĕтсе тухăçсăр юлас мар

11 мая 2011 г.

Çут çанталăкран иртеймĕн. Пуррине упрама, хаклама, малашлăха курма пĕлменни пире хытах пырса çапать. Пĕлтĕрхи çанталăк условийĕсем хуçалăхсене палăрмаллах хавшатса хăварчĕç. Çапах инкек-синкекрен асăрханма, тăкаксене чакарма та май пур. Акă республикăра пĕр пек условисенчех хăш-пĕр хуçалăхра пысăк тухăç илчĕç. Паллах вĕсен тупăшĕ те палăрмаллах ÿсрĕ. Танлаштарар-ха. 2010 çулта Патăрьел районĕнчи «Исток» агрофирма «ертÿçи А. Илюткин» гектар пуçне 400 центнер сахăр кăшманĕ пухса кĕртме пултарчĕ. Куславкка тăрăхĕнчи В. Семенов фермерăн вара купăста ăнса çитĕннĕ, гектартан 290 центнер тухнă. Çĕр улмипе Вăрмар енчи Г. Ямукова çитекенни тупăнмарĕ тесен те тĕрĕс. Тухăçлă çулсенче те «иккĕмĕш çăкăра» кашни гектартан 540 центнер пуçтарса кĕртнине астумастăп. Кăçал унăн хакĕ виçесĕр ÿссе кайнине шута илсен ăмсанмалăх пур. Юрĕ, çын кĕсйинчи укçана шутламăпăр. Мĕнле майпа кăтартăва ыттисенчен вунă хут ытларах ÿстерме пултарнă вĕсем; Пĕр енчен, нимĕнле вăрттăнлăх та çук. Çĕр ĕçченĕсем çумăр çăвасса кĕтсе ларман, çанталăк шăрăха кайичченех акнă-лартнă лаптăксене шăварассине йĕркеленĕ.

Пĕлтĕр республикăра пурĕ 1 пин гектар шăварнă. Паллах, ку сахал. Тюмень облаçĕнче акă çĕр улми, пахча çимĕç лаптăкĕсен 2500 гектарне шăвараççĕ. Кăçал унта çитĕнтерекен çĕр улмине пирĕн тăрăхра та самай сутрĕç. Чăваш Енре те участоксене шăварассине тивĕçлипе йĕркеленĕ пулсан иртнĕ çул хуçалăхсем пысăк тăкак тÿсмен пулĕччĕç-и, тен; 70-80-мĕш çулсенче уй-хире кашни хуçалăхра тенĕн шăварнă. Мелиораци ĕç-хĕлне йĕркелеме патшалăх сахал мар укçа хывнă. Шел, вăхăт иртнĕ май ырă пуçару манăçа тухрĕ. Хаклă оборудовани йĕркеллĕ пăхса-юсаса тăманнипе арканса пĕтрĕ. Вĕсене çĕнетессипе хуçалăхсенче тăкакланма васкамарĕç темелле. Тен, каллех çÿлтен туса парасса кĕтрĕмĕр-ши; Халĕ чавса çывăх та – çыртаймăн. Иртнине тавăраймăн, çĕнĕрен чĕртсе тăратма вăй-хал, укçа-тенкĕ çителĕксĕр. Анчах çут çанталăкран шар курас темесен ирĕксĕрех пуçа хыçма тивет.

Чăваш Ен Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн «2011-2013-мĕш çулсенче Чăваш Республикинче мелиорацие аталантарасси» хушма программа йышăнни ахальтен мар. Пирĕн çĕр тухăçлăхĕ çанталăкран чылай килет. Унăн тÿнтерле витĕмĕнчен асăрханса-сыхланса çитерме йывăр. Апла пулсан вырăнти условисене шута илсе тухăçа-тупăша ÿстермелли мелсене пурнăçа кĕртмелле. Вĕсенчен пĕри – лаптăксене шăварни. Чăваш Республикинче мелиораци фончĕ 39473 гектар шутланать, çав шутра шăвармалли – 23798. Вĕсем 19 районта вырнаçнă. Хуçалăхсенчи шăвармалли системăна инвентаризацилени сакăр вуннăшне пăрахăçлама вăхăт çитнине палăртнă. Çавна май 10591 гектар çĕре шăварманнисен шутне кĕртнĕ. Шăвармалли 25 системăна юсаса çĕнетни 15021 гектара малашне те мелиораци фондĕнче упраса хăварма пулăшĕччĕ.

– Чăваш Республики çырма-çатраллă вырăнта вырнаçнипе сухалакан çĕрĕн 83,6 процентне шыв эрозийĕ сиенлес хăрушлăх пур, – тет ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Л. Николаев. – Етĕрне, Муркаш, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка районĕсенче шыв-шур тăпрана вăйлă юхтарни паллă. Эрозие пула республика çулсерен çĕрĕк тăприне – 216,5 пин, ÿсен-тăраншăн тутлăхлă япала 160 пин тонна çухатать. Сăлтавĕ – республикăра ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене шыв тата çил эрозийĕсенчен сыхлама агролесомелиораци мероприятийĕсене ирттерменни.

Хушма программăн тĕллевĕ – ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен лаптăкĕсенче тăпра пулăхне ÿстерсе паха продукци туса илме условисем туса парасси. Мелиораци фондне тĕпрен çĕнетмелле. Шăвармалли системăсене çĕнĕ техникăпа пуянлатмалла. Шыва шута илекен хатĕрпе, автоматикăпа, телемеханизаципе тивĕçтермелле.

Республикăри шăвармалли лаптăксенчи оборудование чĕртсе тăратни тата çĕнĕ технологипе, наука çитĕнĕвĕпе усă курни тăкаксене хăвăртрах саплаштарма пулăшĕ. Чи малтан усă куракан мелиораци объекчĕсене çĕнетме укçа-тенкĕ хывĕç. Патшалăх пулăшăвĕпе хуçалăхсем хушшинчи шăвармалли системăсене «Вăрнар районĕнчи «Звезда им. Ульянова», Комсомольски районĕнчи «Алга-Тукай-Красный маяк»» реконструкцилеме палăртнă.

– Çĕнĕ йышши мелиораци тата шăвармалли техника туянни унăн усă курас шанчăк-лăхне ÿстерет, пурлăха, çын, укçа ресурсне – 15-20, шывăнне 30-40 процент перекетлет, – пĕлтереççĕ ял хуçалăх министерствинчен.

«Чувашмелиоводхоз» предприятин директорĕ Л. Некрасов каланă тăрăх хальхи вăхăтра 35 ял хуçалăх организацийĕ уй-хире шăварма тытăнассине пĕлтернĕ. Предприяти ытти организацие бизнес-проект хатĕрлеме, ăна вырăнта пурнăçа кĕртме пулăшма та хатĕр. Сăмах май хуçалăхсем хаклине пăхмасăрах техника туянма тытăннă ĕнтĕ. «Слава картофелю» агрофирма «Комсомольски районĕ» «Valley» фирмăн шăвармалли системине – 4,5 млн «48 гектар шăвармалăх», «Слава картофелю – Яльчики» хуçалăх 6,3 млн тенкĕпе «74 гектарлăх» туяннă. Паллах, çакна валли вĕсем кредит укçине те явăçтарнă. Мелиораци техникине «Батыревский» плодопитомник «Патăрьел», «Санары» «Вăрнар районĕ», «Куснар» «Куславкка» агрофирмăсем, «Дружба» хуçалăх «Комсомольски» та илме кăмăл тунă. Апла пулсан çывăх вăхăтра шăваракан лаптăксем татах хушăнмалла. Палăртнине пурнăçа кĕртни шăваракан лаптăксене 10,7 пин гектара çитерме, çав шутран çĕр улминне – 6,8 пин «шăваракан çĕрĕн 63,5 проценчĕ», пахча çимĕçĕнне – 0,6 пин «5,6», выльăх апачлĕх культурăсенне 3,2 гектара «29,9» çитерме май парать. Çĕр улмипе пахча çимĕçĕн гектарти тухăçĕ 350 центнера çитмелле.

Шăвармалли система туяннăшăн республика бюджетĕнчен тăкаксен 30 процентне саплаштарĕç. Çакна валли 30 млн тенкĕ уйăрĕç. Раççей ял хуçалăх министерстви те ют çĕршывăн мелиораци техникине туяннăшăн субсидилессине пăхса тухмалла. Патшалăх пулăшăвĕ уй-хире шăварассине тепĕр хут чĕртсе тăратма пулăшĕ. Çумăра кĕтсе ларса каллех тухăçсăр юлас марччĕ.

Л.НИКИТИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика