АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв кăна мар

11 мая 2011 г.

Чăваш Енре чи пысăк уява – Республика кунне – ирттерме хатĕрленеççĕ. Кăçал та чылай хăна килессе кĕтеççĕ. О.Макаров премьер-министр йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕнче хатĕрленÿ ĕçĕсем мĕнлерех пынипе кăсăкланнă.

Вице-премьер – Президент Администрацийĕн ертÿçи А.Иванов пĕлтернĕ тăрăх уяв программи ытти çулхинчен ытлашшиех уйрăлса тăмĕ. Яланхи пекех Шупашкарти экономика форумĕ «хальхипе 4-мĕш хут иртĕ вăл», «Регионы – сотрудничество без границ» выставка, халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» фестивалĕ, ал ăстисен «Ăстасен Руçĕ» конкурсĕ иртмелле. Кунсăр пуçне ытти тĕрлĕ конкурспа выставкăсем, районсен акатуйĕсем пулĕç.

Республика кунĕнче пĕтĕм тĕнчери фейерверксен фестивальне ирттересси те йăлана кĕчĕ. Июнĕн 23-мĕшпе 24-мĕшĕнче Шупашкар тÿпи тĕрлĕ тĕслĕн йăлкăшса тăрĕ.

И.Моторин министр экономика форумне ют çĕршывран тата кÿршĕ регионсенчен чылай делегаци килессе, ун ĕçне Раççейри пысăк компанисем – вăл шутра Роснано та – хутшăнасса пĕлтерчĕ. О.Макаров форум тематикине монохуласен ыйтăвне те кĕртме ыйтрĕ.

Р.Лизакова культура министрĕ 50 регионтан тата ют çĕршывсенчен юрă-ташă ăстисене кĕтнипе пĕрлех хамăр республикăри 3,5 пин артист та «Раççей çăл куçĕсене» чăтăмсăррăн кĕтнине систерчĕ.

Лайăх хуçа уява юрă-ташăпа кăна мар, ĕçри çитĕнÿсемпе те паллă тăвать. Çавăнпа çĕнĕ объектсене хута ярассине те палăртса хунă. Шупашкарта хăна çурчĕ уçăлĕ, Çĕрпÿре – аш-какай цехĕ, Комсомольскинче – физкультурăпа спорт комплексĕ. Çавăн пекех тĕп хулара та, район центрĕсенче те пурăнмалли çĕнĕ çуртсем хуçисене кĕтсе алăкĕсене яри уçĕç.

Республика кунĕн чи пысăк пайĕ Çĕрпÿ районĕнче иртмелле. Унта ятарлă программа пулĕ. Кăçал Çĕрпÿсем хăйсен чапа тухнă ярмăрккине те çак вăхăта палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика