АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăвăссенчен асăрханар

06 мая 2011 г.

Ăшă çу кунĕсем çитрĕç. Çут çанталăкпа пĕрлех сăвăссем те хĕллехи ыйхăран вăранаççĕ. Выçса çитнĕскерсем вăрттăн вырăнта чĕрĕ чуна çулăхма хатĕрленсе лараççĕ. Çын юнне вĕсем темиçе кун ĕмме пултараççĕ. Иртнĕ çул сăвăс çыртнипе Шупашкарти больницăсене 170 çын пынă. Юн ĕмнĕ вăхăтра сăвăс çынна тĕрлĕ инфекци ертме пултарать. Вăл шутра пуç мими шыççине «энцефалит» пуçаракан вируспа боррелиоз инфекцийĕ таранах. Виçĕм çул сăвăс боррелиозĕпе 9 çын чирленĕ, 2010 çулта – 4. Çынсем асăннă чире Шупашкар, Канаш, Муркаш, Сĕнтĕрвăрри районĕсенчи вăрмансенче çаклатнă. Чир палăриччен 5-49 кун иртме пултарать. Çыртса илнĕ вырăн «диаметрĕ 5-60 см пулма пултарать» хĕрелет. Пуç ыратать, кăмăл пăтранать, сив чир ерет, ÿт температури 40 градуса çитме пултарать. Хăшĕсен ыйхă вĕçет, ăс-тăнĕ арпашăнма пуçлать, ал-ури çывăрса туйми пулать, кăкăр тĕлĕнче ыратма тытăнать. Чирленĕ хыççăн 2 уйăхран ал-ура сыпписем ыратма пуçлаççĕ – артрит пуçланать.


Хамăра мĕнле хÿтĕлемелле-ха? Вăрмана кайнă чух пуçа хупламалла «тутăр çыхмалла, капюшон тăхăнмалла...». Кĕпе, кофта вĕçне шăлавар ăшне чикмелле, шăлавар вĕçне – нуски ăшне. Пĕр тĕслĕ тум пулсан тата аванрах – ун пек чухне сăвăса хăвăртах асăрхама пулать. Çавăн пекех сăвăссене хăратакан препаратпа усă курма пулать, анчах та ăна тум-тир çине «ÿте мар!» сирпĕтмелле. Вăрмантан тухсан тум-тире лайăх сăнаса пăхмалла.


Сăвăссенчен çак препаратсем хÿтĕлеççĕ: «Тундра-Защита от клещей», «ДЭФИ - Антиклещ», «ДЭТА», «Москитол».


Ÿте çыпăçнă сăвăса пĕлсе кăлармалла. Ăна кирек епле çупа «вазелин, тип çу, олива çăвĕ» йĕпетнĕ мамăкпа хупламалла. 30-60 минут иртсен пинцетпа сăвăс сăмсинчен хĕстерсе майĕпен çавăрттарса асăрханса кăлармалла. Сăвăс пуçĕ ларса юлсан чир пуçаракан вирус сурана лекме пултарать. Сăвăса туртса кăларсанах çав вырăна 3 процентлă водород перекиçĕпе тата йодпа сăтăраççĕ.


Сăвăс çыртнă çыннăн медицина учрежденине каймалла. Кирлĕ пулсан туртса кăларнă сăвăса тĕпчеме «Чăваш Республикинчи гигиенăна эпидемиологи центрне», вирус пуррипе çуккине тĕпчекен лабораторине «Шупашкар хули, Мускав проспекчĕ, 3-мĕш çурт, тел. 58-39-70» çитермелле.


2010 çулта республикăра энцефалит вирусĕнчен 321 сăвăса тĕпченĕ, вĕсенчен 232-шне çын ÿтĕнчен кăларнă. Вирус пурри палăрман.


Сиплевпе профилактика учрежденийĕсенче пĕлтĕр энцефалит вирусĕнчен 40 çын прививка тутарнă.


А. Дьячков, республикăри гигиенăпа эпидемиологи центрĕнчи уйрăм заведующийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика