АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ятарлă ĕçсем, тĕллевлĕ йышăнусем...

06 мая 2011 г.

Чăваш Ен Президенчĕ ирттернĕ планеркăра пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе явнă. Чи малтанах хуласемпе районсенче уяв мероприятийĕсене мĕнле йĕркелени çинчен пĕлтернине итленĕ – вĕсем пăтăрмахсăр иртнĕ.

Вице-премьер – строительство министрĕ Александр Гончаров вăрçă ветеранĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес енĕпе мĕнле ĕçлени çинчен каласа панă. Апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне хваттер кирлĕ 4 пине яхăн çынна шута илнĕ. Çав шутран 71,5 проценчĕ çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ.

Садсемпе дача участокĕсене çынсем çак кунсенче йышлăн кайнине пула пассажирсене транспортпа илсе çÿрессине йĕркелес ыйту пĕлтерĕшĕ те пысăк. Кун пирки те калаçу пулнă. Республикăра çынсене 3,2 пин ытла автобус илсе çÿрет. Апрелĕн 30-мĕшĕ тĕлне транспорт çÿревĕн çуллахи расписанине ĕçе кĕртнĕ, унпа килĕшÿллĕн хуласен çывăхĕнчи, дача поселокĕсене çÿрекен транспорт, рейссен шутне пысăклатнă. Автобуссем – тĕрлĕ харпăрлăхра, шыв транспорчĕпе вара пассажирсене пĕртен-пĕр предприяти, Шупашкарти юхан шыв порчĕ, илсе çÿрет. Унăн флочĕ навигацие хатĕр. Иртнĕ уйăх вĕçĕнче теплоходсем çÿреме тытăннă та ĕнтĕ. Çывăх кунсенчех Шупашкар, Куславкка хулисен çумĕнчи линисем çинче яланхи рейссем уçăлĕç.

Ачасене илсе çÿреме пысăк автотранспорт предприятийĕсене çеç явăçтармаллине палăртнă. Михаил Игнатьев президент çулсем çинче ачасем инкеке лекнĕ тĕслĕхсем нумайланни çинчен каланă май ку енĕпе сыхă пулмалли пирки асăрхаттарнă.

Канашлура çавăн пекех çуллахи кану тапхăрĕнче ачасем шыва кĕнĕ чухне инкек пуласран асăрханмалли çинчен те калаçу пулнă. Çавăн пекех президентăн пушар тухас хăрушлăх тапхăрне хатĕрленесси çинчен калакан указне пурнăçламалли мерăсене сÿтсе явнă. Ку енĕпе ятарлă плансем, тĕллевлĕ программа хатĕрленĕ, тĕрлĕ ведомство вăрмансенчи пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе алла-аллăн ĕçлемелли йĕркене палăртнă, вут-çулăмпа кĕрешме явăçтармалли хушма техника списокĕ те пур. Ĕç-пуçа тишкерес тĕллевпе çак кунсенче оперативлă ушкăнсем республикăри вăрмансенче пулнă. Пĕтĕмлетÿ шанчăк кÿрет: вăрмансен хĕрринче вырнаçнă ялсемшĕн хăрушлăх çук. Çапах вут-çулăм сарăласран сыхланса çĕре сухалас, çуннă йывăçсене касас енĕпе ĕçлемелли чылай-ха.

Культура министрĕ Роза Лизакова Шупашкарти кинофестиваль мĕнлерех иртни çинчен каласа панă: пĕтĕмпе 80 ытла мероприяти йĕркеленĕ, вĕсене 20 пин ытла куракан хутшăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика