АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр лаптăк – икĕ хуçа

04 мая 2011 г.

Çĕр ыйтăвĕ ĕлĕкренех тавлашу çуратнă. Малтан вăл çителĕксĕрри вăрçтарнă çынсене. Халĕ акă пуррине акса-лартса хăвараймастпăр, лаптăксене çум курăкĕ пусать. Анчах паян та çивĕчлĕхне çухатман-ха ыйту.

Муркаш районĕнчи Шаптакри 0,15 гектар çĕр лаптăкĕ вунă çул ытла ĕнтĕ кÿршĕсене лăпкă пурăнма памасть. Çакăнта вырăнти чиновниксен айăпĕ те пур-тăр.

– Андреев ячĕллĕ хуçалăхра ĕçленĕ май 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче уйрăм çурт-йĕр çавăрма 0,25 гектар çĕр уйăрчĕç, – аса илет Анатолий Егорович Васильев. – Унтан хушма хуçалăха аталантарма тата 0,15 гектар хушса пачĕç уйра.

1994-мĕш çулта Муркаш ял администрацийĕ район центрĕпе юнашарах вун-вун çынна вăрах вăхăтлăх арендăна 0,15-шер гектар çĕр панă. Вăрăм списока А.Васильев та лекнĕ. Унăн виççĕмĕш номерлĕ лаптăкĕ Шаптакри Çĕнĕ Колхоз урамĕнче «халĕ – В.Егорова ячĕллĕ» вырнаçнă. Сăмах май Шаптак тахçанах Муркаш салипе пĕрлешсе кайнă темелле. Район центрĕ çулран çул ÿссе сарăлса пынипе хăй ытамне илнĕ ăна.

Граждансем ыйтнипе, РСФСР Çĕр кодексĕпе тата Чăваш Республикин «Çĕр реформи çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн 1994-мĕш çулхи мартăн 31-мĕшĕнче Муркаш ял администрацийĕ хушма хуçалăх валли тата çурт-йĕр çавăрма çынсене 0,40 гектар таран харпăрлăха пама йышăннă. Çĕрĕн харпăрлăх правин докуменчĕпе – патшалăх акчĕпе – халăха тивĕçтерессине администраци хăй çине илнĕ. 5-мĕш номерлĕ йышăнăва В.Оньков пуçлăх алă пуссах çирĕплетнĕ. Телейлисен шутне А.Васильев та кĕнĕ темелле. Пурăнмалли çуртпа юнашарти тата уйри лаптăксене шутласан шăпах 0,40 гектар тухать.

– Хушма çĕр пире выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усрама май пачĕ. Çемье пысăкланнипе хушма хуçалăхсăр кансĕр, – ăнлантарать Васильев. – Уйри участокра утă çитĕнтертĕмĕр.

Шел, шăпах çак 0,15 гектара харпăрлăха вăхăтра куçарманни хирĕç тăру, суд патне çитернĕ те. «Тĕрĕссипе эпир харпăрлăха мĕн чухлĕ панине йĕркеллĕ пĕлмен. Уйри арендăрах юлать тесе шутланă, – пĕлтерет вăл. – Пире çак йышăнăва кăтартман». Васильевсем «тĕлĕрнĕ» вăхăтра хăшĕ-пĕри вăрах вăхăтлăх арендăна илнĕ лаптăка çăмăллăнах харпăрлăха куçарнă. Ыйтăва чăрмавсăр татса паракансен шутĕнче ытларах пысăк вырăн йышăнакансем, власть органĕнче ĕçлекенсем тата ыт.те. Хайхи вăрттăнлăх çиеле тухсан йышăнупа ăнсăртран паллашнă Васильевсем те участока харпăрлăха куçарма чупкалама тытăннă, анчах кая юлнă. Патшалăхăн çĕр актне илнипех çырлахма тивнĕ.

1997 çулхи майăн 25-мĕшĕнче Муркаш ял администрацийĕ çĕнĕ йышăну тунă. Унччен вăрах вăхăтлăх арендăна панă çĕр лаптăкĕсенче микрорайон çĕкленĕ май хайхи участоксене пурăнмалли çурт-йĕр тума харпăрлăха панă. Çав шутра Д.Паладьева та. Унăн участокĕ шăпах Васильевăннипе юнашар. Ялта çурт-йĕр çавăрма, хушма хуçалăх тытса пыма 0,15 гектар çителĕксĕр. Кĕçех Паладьевсен çĕр лаптăкне 0,25 гектара çитерсе пама йышăнаççĕ. Анчах мĕнле; Икĕ енĕпе те кÿршисен пахчи. Çак çулах васкавлă комисси йĕркелесе Васильевăн çĕрне туртса илеççĕ. Вăл виçĕ çулта участокра нимĕн те туман, çурт-йĕр çĕклемен имĕш, пахчалăх кăна усă курнă. Чим-ха, арендăра шутланса тăракан çĕр çинче мĕнле çурт-йĕр çĕклĕн; Ăна харпăрлăха та куçарса ĕлкĕреймен мар-çке!

– Çĕре туртса илнине мана ял администрацийĕ сăмахпа та, çырса та пĕлтермен, сăлтавламан, – тет Васильев. – Кун пирки Д.Паладьев хыпарларĕ, ларăва вара мана чĕнтермен. Вĕсен çакна çирĕплетекен документ та çук.

Муниципалитет органĕ саккуна пăссах хăй тĕллĕн хуçаланнине Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕ те çирĕплетет. Ара, çăхавпа унăн та тĕрĕслеве тухма тивнĕ: «Часть данного земельного участка общей площадью 0,15 га используется Васильевым А.Е. как раннее предоставленный в долгосрочную аренду, при этом данный участок у Васильева А.Е. в установленном законом порядке не изымался». Кăçалхи январĕн 31-мĕшĕнчи Муркаш район сучĕ палăртнинчен: «Муниципальными органами никакого решения о выкупе или изъятии части его земельного участка для предоставления его в долгосрочную аренду Васильеву А.Е. не принималось». Вырăнти власть органĕ ыйтăва саккун тăрăх татса паманни ĕнтĕ кÿршĕсене пĕр-пĕрне курайми тăшмансем туса хунă. 2000 çулхи мартăн 19-мĕшĕнче Д.Паладьев та çĕрĕн патшалăх актне илнĕ. Тавлашуллă участокра «0,15 гектар» иккĕн тан хуçаланма тытăннă. Çĕрĕн кадастр номерĕсем те расна темелле. Апла кашнин хăйĕн участокĕ, вăрçмалли-хирĕçмелли çук. Çапах кÿршĕсене çитми пулнă çĕр. Микрорайон çĕкленнĕ май самантрах хакланса кайнă лаптăка пĕрин те çухатас килмен.

2010 çулхи июнĕн 9-мĕшĕнче А.Васильев хирĕçÿллĕ пурлăха Патшалăх регистрацийĕн, кадастрĕн тата картографин федераци службин Чăваш Енри управленийĕнче регистрациленĕ. Алла документ илсенех участока кÿршĕсенчен карта тытсах уйăрнă. Çакăнпа килĕшмесĕр Паладьев ăна суда панă. Унăн та çĕрĕн патшалăх акчĕ пур мар-им; Чăн та, специалистсем пĕр лаптăка икĕ хут регистрацилеме килĕшмен. Муркаш район тÿрисем ыйтăва, тĕлĕнмелле пулин те, Д.Паладьев майлă татса панă, Васильева картана сÿтме хушнă, 4 пин тенкĕ шыраттарса илме «адвокатшăн» йышăннă.

– Манăн тепĕр енчи кÿршĕ шăпах право органĕнче ĕçлет. Вăл та çурт-йĕр çавăрма çĕр илнĕ, ăна пысăклатма эпĕ чăрмантаратăп пулас. Кÿршĕсемшĕн ытлашши çын пулса тăтăм. Çавăнпа вырăнтисенчен тĕрĕслĕх кĕтсе илессе шанмастăп, – пытармасть шухăшне Васильев. – Çĕрĕ унта тĕрĕссипе кашнинех çитмелле. Анчах нумайăшĕ палăртса уйăрнă участоксене хăйсен ирĕкĕпе пысăклатнă. 2010 çулхи çуркунне ятарлă комисси тĕрĕсленĕ чухне çынсем чикĕрен тухса кайса патшалăх çĕрне хапсăннине палăртрĕ. Пурĕ 0,14 гектар саккуна пăссах «прихватизациленĕ». Çул хĕррипе те пушă выртаканни пайтах. Ытлашши çĕре хуçисенчен туртса илсе усă курмасăр выртаканнине пусă çаврăнăшне кĕртсе йĕркеллĕ валеçсе памалла, нимĕнле хирĕçÿ-вăрçă та пулмĕ.

Васильевсене вырăнти пуçлăхсен тепĕр хăтланкаларăшĕ те тĕлĕнтерет. Вĕсен çĕрне çурт-йĕр çавăрманшăн туртса илесшĕн, анчах «Паладьевсен виççĕ мар, вунă çул иртсен те çурт-йĕрĕ курăнмасть-ха».

Çивĕч ыйтăва татса панă теме иртерех-ха, А.Васильев вырăнти тÿресен йышăнăвĕпе килĕшмесĕр ЧР Аслă судне кассаци çăхавĕ çырнă. Мĕнпе вĕçленĕ хирĕç тăру – каярахпа пĕлтерĕпĕр.

Л.Никитина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика