АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Республикин тăваттăмăш суйлаври Патшалăх Канашĕн вăтăр саккăрмĕш сессийĕнче тăват

04 мая 2011 г.

Чи малтанах «Чăваш Республикин 2011 çулхи тата планпа пăхнă 2012 тата 2013 çулсенчи республика бюджечĕ çинчен» саккунĕн пĕрремĕш статйине улшăнусем кĕртесси çинчен» саккун проектне тишкерчĕç. Унпа килĕшÿллĕн Чăваш Республикин патшалăх парăмĕсене саплаштарма республика бюджетĕнчен кăçал 427000,0 пин, 2012 çулта – 324000,0 пин тата 2013 çулта 324000,0 пин тенкĕ уйăрĕç. Тÿрлетÿ пулманран депутатсем ăна харăсах икĕ вулавпа йышăнчĕç. Çавăн пекех икĕ вулавпах «Лартса ÿстернĕ вăрман пурлăхне сутмалли-туянмалли килĕшĕве тĕпе хурса уйрăм тĕслĕхсенче лăсăллă йывăç тата ытти тĕрлĕ йывăçа касса тирпейлесси» саккун проектне йышăнчĕç.

Республикăри Общество палати кĕçех тулли йышпа ĕçлеме пуçлĕ. Вăл 21 çынран тăмалла. Хăйсен сумлă ĕçĕпе хисеп çĕнсе илнисем вăй хурĕç унта. Çиччĕшне Михаил Игнатьев президент сĕнет «Указ массăллă информаци хатĕрĕсенче 2011 çулхи апрель уйăхĕн 21-мĕшĕнче пичетленнĕ», тепĕр çиччĕшне Патшалăх Канашĕ палăртать, ыттисем республикăри общество организацийĕсен кандидатурисем пулĕç. ЧР Патшалăх Канашĕн Патшалăх строительстви тата вырăнти хăй тытăмлăх енĕпе ĕçлекен комитетĕнче пур енлĕн тишкернĕ 12 кандидатран çиччĕшĕ Общество палатин членĕн полномочийĕсене тивĕçрĕç. Вĕсем – Элĕк салинчи И.Я.Яковлев ячĕллĕ вăтам шкул директорĕ Владислав Волков, Шупашкарти «Правопорядок» общество фончĕн ертÿçи Александр Дельман, Ольга Денисова пенсионер, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн кафедра пуçлăхĕ Валерий Егоров, «Вертикаль» тулли мар яваплă общество директорĕ Светлана Лясина, С.Н.Федоров ячĕллĕ «Куç микрохирургийĕ» наукăпа техника комплекс директорĕ Николай Паштаев тата «Средняя Волга» акционерсен хупă обществин генеральнăй директорĕ Станислав Шамуков.

Патшалăх Канашĕн сессийĕнче Улатăр, Хĕрлĕ Чутай районĕсен тата Шупашакар хула администрацийĕсен пуçлăхĕсене çирĕплетме ирттерекен конкурс комиссийĕсен йышне çирĕплетрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика