АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хир ĕçĕсем

04 мая 2011 г.

Республикăри уй-хирте ĕç шавĕ вăй илсех пырать. Ăшă çанталăкпа усă курса хуçалăхсенче хĕрсех акаççĕ, сухалаççĕ. Апрелĕн 29-мĕшĕ тĕлне çĕр ĕçченĕсем кĕрхи культурăсене – 5783 «4,8 процент», нумай çул ÿсекен курăксене 7115 «6,2 процент» гектар апатлантарнă. Çак ĕç-хĕл Вăрнар, Комсомольски, Вăрмар, Шупашкар, Елчĕк районĕсенче аван пырать. Хальхи вăхăтра кĕрхи культурăсене – 4896 «4,1 процент», нумай çул ÿсекен курăксене 14569 гектар «12,7» сÿреленĕ. Пăрачкав районĕнче кĕрхисене 1410 гектар сÿрелеме ĕлкĕрнĕ. Вăрмар, Елчĕк тăрăхĕсенче те ку енĕпе кал-кал ĕçлесе пыраççĕ. Çĕртмен 8,2 процентне сÿреленĕ. Çĕр типсе пынă май çурхи культурăсене те акма тытăнчĕç. Çак вăхăт тĕлне республикăри хуçалăхсем çуртрисене 2732 гектар акнă. Вăрнар районĕнче çеç – 1085 гектар. Елчĕксем те 500 гектар ытла акма ĕлкĕрнĕ.

Ака-суха ирттерме пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне çителĕклех хатĕрленĕ. Пурĕ 46491 тонна хывса хăварнă «кирлин 98 проценчĕ». Элĕк, Патăрьел, Вăрнар, Канаш, Комсомольски, Муркаш, Елчĕк енче вăл ытлашшипех. Шел, пахалăхĕ енчен чаплах мар. Кондицилли 86 процент кăна. Пĕтĕмĕшле илсен пĕр районта та акма çĕр проценчĕпех юрăхлă вăрлăх çук. Элĕк, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Шăмăршă тăрăхĕсенче ку енĕпе лару-тăру уйрăмах йывăр, паха вăрлăх 70 процент ытла çеç. Хывнă вăрлăхăн 15 процентне им-çамланă.

Минерал удобренийĕ кирлин 76 проценчĕ чухлĕ пур. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене йÿнĕрех хакпа туянассине татса панă ĕнтĕ. Иртнĕ эрнере республикăри хуçалăхсем «НК «Роснефть» уçă пĕрлешĕвĕн «Ульяновскнефтепродукт» предприятирен дизтопливо йÿнĕрех хакпа турттарма тытăннă. Чăваш Ен правительствипе «НК «Роснефть» пĕрлешÿ ял хуçалăх предприятийĕсене çунтармалли-сĕрмелли материалсене çăмăллатнă йĕркепе 16600 тонна сутма килĕшсе татăлнă. Нефтебазăра пĕр тоннине 16200 тенкĕпе сутаççĕ. Республикăн кăнтăр районĕсемшĕн ку çул тăкакĕпе пĕрле шутласан литрĕ 14 тенке кайса ларать. Турисене – 14 тенкĕ те 30 пус е çула кура ытларах та. Хальхи вăхăтра Ульяновск облаçĕнчен республикăри хуçалăхсем дизтопливо 250 тонна ытла кÿрсе килнĕ. Ака-суха ирттерме вăл çителĕклех пулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика