АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йăхран йăха

04 мая 2011 г.

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ĕç династийĕсен республикăри IX слечĕ иртрĕ.

«Эсир – чăннипех ĕç паттăрĕсем, хăвăрăн йăхран йăха пыракан династие малалла тăсатăр. Çакă хальхи саманара уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Вăй питтисенчен хăшĕ-пĕри хăй ĕçсĕррине вырăн тупайманнипе сăлтавлани пурнăç чăнлăхĕпе пĕр килмест тесшĕн эпĕ. Ăнтăлуллă çынна пур çĕрте те хаваспах йышăнаççĕ, – терĕ залра ларакансене саламланă май Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев. – Çĕнтерĕвĕрсемшĕн тав тăватăп. Çак ятпа, паллах, чыслатăп та. Пĕлетĕп: сире сума суни, ĕçченсене хисеплени тата тимлĕрех пулни пысăк чыславран та пахарах. Малашне те тăрăшулăх кăтартăр, династи сумне чыслăн упрăр. Туятăп: эсир ÿрĕк-сÿрĕк ĕçлеме пултараймастăр. Çакăншăн тавах сире. Пултарулăхăр, ĕçченлĕхĕр ыттисене, уйрăмах çамрăк ăрăва, кулленхи пурнăçра хĕмлентерет, малалла аталанма пулăшса пырать. Ырă енĕрсене хăвăр сисместĕр ахăр, эпир вара, республика ертÿçисем, курса-туйса тăратпăр. Яланах пулăшса пыма шантаратпăр».

Михаил Игнатьев ĕç династийĕсен паха йăлисене аталантарса пыракансене Тав çырăвĕпе, хаклă парнепе чысларĕ.

Пĕр предприятире, ял хуçалăх пĕрлешĕвĕнче вăй хуракансем е хăйсен профессине ăруран ăрăва, ашшĕ-амăшĕнчен ачисене, мăнукĕсене паракансем Чăваш Енре 1000 çемье ытла. Слета вара чи маттур 34 династи пухăннă: промышленноçран тата вĕренÿ тытăмĕнчен – 8-шар, ял хуçалăхĕнчен – 11, сывлăх сыхлавĕнчен – 5, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхран тата пушара хирĕç кĕрешекенсен йышĕнчен – пĕрер.

Трак тăрăхĕнчи Дмитриевсем авă çамрăк ăрăва çирĕп пĕлÿ парассишĕн тăрăшаççĕ, пĕтĕмĕшле стажĕ вĕсен 342 çул. Йĕпреç районĕнчи Ивановсен династийĕ 766 çул тыр-пул çитĕнтерет, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет. Каçал ен хастарĕсем Максимовсем пурĕ пĕрле 194 çул халăха сиплеççĕ.

Ĕç династийĕсен слетне пухăннисене ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Венера Муллина, космос паттăрĕ, мухтавлă ентешĕмĕр Николай Бударин саламларĕç, çĕнĕ çитĕнÿсен çулĕпе утма сунчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика