АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çĕр ĕçченĕн хаçачĕ»

27 апреля 2011 г.

«Хресчен сассин» паллă уявĕ çывхарнă май вулакансен шухăш-кăмăлĕпе паллашас терĕмĕр. Хаçата интереслĕ те пуянрах тума пулăшакан сĕнÿсемпе малашне усă курăпăр.

А. Семенов, Вăрнар районĕнчи «Агрохмель» пĕрлешÿ ертÿçи:

– «Хресчен сасси» çĕр çыннин хаçачĕ пулнă май аграрисен ыйтăвне ытларах çутатмалла. Вĕсен çитĕнĕвне, йывăрлăхне, чăрмав умĕнче пуçа усманнине тата ыттине те – пурне те кăтартса памалла. Паха опытпа халăха паллаштармалла, вĕренччĕр, тĕслĕх илччĕр, ыттисенчен ан юлччăр. Хаçата кăмăлласа вулатăп, кăçал хуçалăхра вăй хуракансене те ăна çырăнса патăм, вĕсем те «Хресчен сассипе» туслашчăр. Малашне те вăл интереслĕ тухасса шанса тăратăп.

Н. Лисаев, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Туканашри чăх-чĕп фабрикин директорĕ:

– Хаçата вуласа пыратăп, çулсерен çырăнатăп. Çивĕч ыйтусене çутатсах тăратăр, çынсене, специалистсене пĕлмелли сахал мар. Çапах çакна та каласшăн, лайăх ĕçлесе пыракан предприятисене кăна мар, йывăрлăха кĕрсе ÿкнисене те сăмах памалла. Вĕсен терчĕ-нушине пĕлсен çÿлте ларакансем те пулăшма тăрăшĕç-и, тен; Хĕрлĕ Чутай районĕнче пушă выртакан çĕрсем, юхăннă хуçалăхсем пайтах. Çавăнпа «Сурской» хуçалăх йĕркелерĕмĕр. Ялта пурăнакансем валли те ĕç вырăнĕ хушăнать. Анчах вăй илсе ĕçлесе кайма çав тери йывăр, салук çуккипе ака-суха ĕçĕсене ирттерме те кредит илейместпĕр. Пире акă сеялка кирлĕ, ăçтан тупмалла, туянмалла ăна; Кам пулăшĕ укçа енчен; Районти «Авангард» хуçалăхăн та 100 гектар çĕрне йĕркеллĕ шуратса хăварма вăйĕ çителĕксĕр. Мĕн тумалла, йывăрлăхран мĕнле тухмалла; Республика ертÿçисен шухăш-кăмăлĕпе, сĕнĕвĕпе хаçат урлă тĕплĕнрех паллаштарса пырсан аван пулмалла, мĕншĕн тесен ку ыйту пуриншĕн те çивĕч.

«Хресчен сассин» вара хресченсене хÿтĕлемелле, малалла ĕçлеме вăй-хăват хушмалла.

Н. Якимов, Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн директорĕ:

– Тухăç уй-хирти, пахчари ÿсен-тăрана сăтăрçăсенчен, чир-чĕртен вăхăтра хÿтĕленинчен нумай килет. Специалистсен усăллă сĕнĕвĕсем ял хуçалăх организацийĕсенчи специалистсене кăна мар, хушма хуçалăх тытакансене уйрăмах кирлĕ. Çавна шута илсе эпир хаçатпа тачă çыхăнса ĕçлеме тăрăшатпăр.

Филиал специалисчĕсем çĕр çыннисене ÿсен-тăран сăтăрçисем пирки хаçат урлă асăрхаттарсах тăраççĕ. Эппин, хаçатçăсемпе эпир халăхшăн усăллă ĕç тăватпăр. Малашне те пирĕн çыхăну çирĕпленсех пытăр. Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен малалла утма та çăмăлрах. Уяв ячĕпе сире!

Л. Туктина, Муркаш район администрацийĕн ертсе пыракан специалисчĕ:

– «Хресчен сасси» хаçат çитсенех малтан хамăр район çинчен çырнине шыратпăр, материал пулсан сÿтсе яватпăр. Муркаш тăрăхĕнче ăна хаваспах çырăнса илеççĕ. Мĕншĕн тесен унта ял çыннисем çинчен кăсăклă материалсем час-часах пичетленеççĕ. Тĕрлĕ районтан, ялтан çырнисем уйрăмах килĕшеççĕ. Вулакансене те ытларах сăмах памалла, хаçатра вĕсен кĕтесĕ яланах пултăр, шухăш-кăмăлĕпе паллаштарччăр. Çĕр çын – çĕр шухăш тенĕ.

Хаçат чĕлхи ансат, вуласа ăнланма та çăмăл. Малашне те вăл пирĕншĕн çывăх юлташах пулĕ.

Д. Иванов, Вăрмар район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ:

– Агропромышленность комплексĕнчи çĕнĕлĕхсем пирки ытларах çырмалла. Хуçалăхсем çĕнĕ техникăпа, технологипе мĕнле усă курнине, инвестици проекчĕсене хута кĕртнине те çутатса памалла. Хуçалăхсенче кадрсем çитмеççĕ, диплом илнĕ çамрăксем яла таврăнасшăн мар, чăн та, юлашки тапхăрта лару-тăру улшăнать пек туйăнать-ха. Ял çыннисен ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăçĕпе нумайрах паллаштармалла. Мĕншĕн тесен ялта та условисем лайăхлансах пыраççĕ. Яш-кĕрĕмĕн çивĕч ыйтăвĕсене хускатни хаçат вулаканĕсен йышне татах ÿстерĕ.

В. Семенов, Куславкка районĕнчи фермер:

– Мана паллă та пултаруллă çынсем, алă ăстисем, паллах, фермерсем çинчен пичетленекен материалсем кăсăклантараççĕ. «Хресчен сасси» Куславкка тăрăхне час-часах çитсен аванччĕ. Пирĕн районта ăна çырăнса илекенсем самай. Вĕсен те ентешĕсене хаçатра курас килет. Куславккасем те ĕçчен, хастар халăх, пахча çимĕç çитĕнтерме ăста. Вĕсенчен вĕренмелĕх, ăса хывмалăх пур. Хаçат малалла та халăха çывăх пуласса шанатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика