АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Тăван Атăл» хÿттинче

27 апреля 2011 г.

«Тăван Атăлăн» яваплă секретарĕнче ĕçленĕ çулсенче те, каярахпа «Тăван Атăлăн» тĕп редакторĕнче кĕрмешнĕ çулсенче те эпĕ яланах çамрăк авторсене пулăшма тăрăшаттăм. Порфирий Афанасьева çитес номере лартма калав хыпалантарса çыртарнине те, Николай Максимовăн «Вăрманти ялта» ятлă романне çул уçса пама тăрăшнине те астăватăп.

Пĕррехинче эпир ларакан пÿлĕме Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен пĕр яш каччă пырса кĕнĕччĕ, сăввисене илсе пынăччĕ. Пултарулăхĕ килĕшнĕрен хам ум сăмахăмпах пичетленсе тухма пулăшнăччĕ эпĕ унăн сăввисене. Халĕ çав йĕкĕт хăй «Тăван Атăл» журнала калăплать. Вăл – Арсений Тарасов.

Çÿлерех асăннă çыравçăсем эпĕ пулăшнипе хăпарса кайнă тени каппайланни пулать-ха ĕнтĕ, çавах темле пулсан та çыравçăсен çуначĕсене хуçман, тĕрев парса пынă.

Пирĕн вăхăтра тираж чакма тытăннăччĕ ĕнтĕ. 50-60 пин тиражпа тухаканскер виçĕ пинех анса ларнăччĕ. Халăхăмăр «ирĕлсе» пырать мар-и? Манăн вара чăвашла калаçса чăваша кăна савса пурăнас килет...

Вăл вăхăтра «Тăван Атăл» журналта çаксем ĕçлеттĕмĕр. Юрий Айдаш тĕп редактор çумĕччĕ, проза пайне Владимир Кузьмин ертсе пыратчĕ, очеркпа публицистика пайне Андрей Алексеева шаннăччĕ, поэзи пайĕ Любовь Мартьянова çинчеччĕ, корректорта Елизавета Осипова, техредакторта Николай Чĕмпек тăрăшсах вăй хуратчĕç. Техредакторта тĕрлĕ çулта Иван Ахратпа Илле Арланов та ĕçлесе пăхрĕç-ха. Килĕштерсе ĕçлеттĕмĕр. Герман Желтухин журналăн яваплă секретарĕччĕ. Пирĕн редакци пÿлĕмĕсенчен авторсем тухма пĕлмен.

Аванах палăркаласа пычĕç пирĕн журналта авторсем: Владимир Ямаш, Николай Симунов, Ангелина Павловская, Алексей Аливанов, Виталий Шемекеев ячĕсем янăрама пуçларĕç прозăра, поэзире, драматургире палăрнисем те чылайăнччĕ. Пĕр автора та кÿрентерсе кăларса яман. Пичетленес шанчăкпа хавхалану кÿме тăрăшнă. Пĕр вăхăтра редакцире Александр Волковпа Юрий Ванюков та ĕçлерĕç. Саша Волков пурнăçран час кайнăшăн паян кунчченех питĕ кулянатăп. Çынлăхĕ пысăкчĕ унăн, чунĕ тасаччĕ. Шел, пултарулăхра кирлĕ пек çунат сараймарĕ. Çынна тапăнмасăр малалла каяс пултарулăхĕ те унăн питĕ пысăкчĕ. Теприне пăхан та – хăйсем кăна чаплă, пултарулăхĕ тени вара паврама, тусан кăларма пĕлни кăна. Эп ун пек çаттасене нихăçан та чун тĕпелне ирттермен. Çын кĕтĕвĕнче те темĕн тĕрли пулать мар-и? Вĕсен «кĕтĕвне» йăнăшпа кĕрсе каяс темен. Геннадий Айхи асăрханă «кашкăрсем кашкăрсемпех» çÿреччĕр.

Хаçат-журнал ĕçне чунĕпе кÿлĕннĕ Андрей Алексеев ялан аса килет. Ун пÿлĕмĕнчен нихăçан та çын татăлмастчĕ. Тем те пĕлетчĕ, темле канаш та пама пултаратчĕ, кăмăлĕ çав тери ырăччĕ. Тен çавăншăнах ун патнелле ыттисем те туртăнатчĕç. Авторсене пулăшма хыпăнатчĕ. «Шултăра ученăй» теттĕмĕр эпир ăна хамăр хушăмăрта. Мĕншĕн тетĕр-и; Пĕррехинче унран «крупнăй ученăй» тени чăвашла мĕнле пулать тесе ыйтнă мĕн те, вăл «шултра ученăй» тесе куçарса панă иккен.

«Тăван Атăл» журнал тухса тăма тытăннăранпа 80 çул çитрĕ. Малтанах вăл «Трактор» ятпа тухса тăнă, каярахпа – «Илемлĕ литература», халĕ – «Тăван Атăл». Çак журнал хăй ĕмĕрĕнче тăван литературăн курăмлă хайлавĕсене пайтах пичетленĕ, чăваш вулаканне чăваш еккипе хавхалантарнă. Шел, савăнтараканни сахаль халь. Глобализаци тапхăрĕ хирет те хирет. Хамăр вара хиврех мар пулас. Ячĕшĕн анчах чăвашлăхшăн калаçатпăр пулмалла. Чăваш халăхне упрамалли, аталантармалли тытăмĕсем çителĕклех-ха.

Чăваш чĕлхипе калаçма, çырма пăрахсан кама кирлĕ эпир чăвашшăн çунни; Манăн çакă çутă тĕнчере АННЕ хÿттинчех пурăнас килет. Чăваш халăх хÿттинче... «Тăван Атăл» хÿттинче.

Хветĕр Агивер.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика