АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Тÿллеве пурнçăа кÿртмелле»

27 апреля 2011 г.

ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Федерацин «Энергие перекетлесси тата энергетика эффективлăхне ÿстересси, Раççей Федерацийĕн хăш-пĕр саккун акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен» саккунне пурнăçлас енĕпе Чăваш Республикин ĕç тăвакан власть тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем йĕркелекен ĕç çинчен Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – хула тăвас ĕç тата общество инфратытăмĕн аталанăвĕн министрĕ Александр Гончаров пĕлтернĕ.

ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина Чăваш Республикин Президенчĕн «Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене пулăшмалли хушма мерăсем çинчен» указне мĕнле пурнăçланипе паллашнă: 5 хула округĕнче тата 19 муниципалитет районĕнче нормативпа право акчĕсене йышăннă, çĕр лаптăкĕсен виçине палăртнă. Кашни муниципалитет районĕнчех çак ĕç-хĕле йĕркелесе пырассишĕн яваплă çынсене çирĕплетнĕ. Апрель уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне 54,7 гектар çинче 288 çĕр лаптăкĕ йĕркеленĕ. Çĕр лаптăкĕ Патăрьел районĕнче тата Шупашкар хулинче чи нумай хатĕрленĕ. Çав вăхăтрах Элĕк, Муркаш, Вăрнар, Куславкка районĕсенче кирлĕ документсем хатĕрлессипе тивĕçлĕ шайра ĕçлемеççĕ. Министр Канаш хулин администрацийĕ çĕр лаптăкĕсене муниципалитет харпăрлăхне регистрацилес тĕлĕшпе пултаруллă пулнине палăртнă. Президент çапла каланă: «Тĕллеве Раççей Президенчĕ лартнă, ăна пурнăçа кĕртмелле».

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов уй-хирти çурхи ĕçсене еплерех хатĕрленнипе паллаштарнă. Хăш-пĕр вырăнта ĕçе пуçăннă та ĕнтĕ. Патăрьел, Йĕпреç, Канаш, Комсомольски, Шупашкар, Елчĕк районĕсенчи хуçалăхсенчи уй-хирте тăрăшулăх пысăк. Кĕрхи культурăсене, нумай çул ÿсекен курăксене минерал удобренийĕсемпе апатлантараççĕ, çĕртме пуссисене сÿрелеççĕ. 800 гектар ытла лаптăк çинчи кĕрхи культурăсене тата нумай çул ÿсекен курăксене апатлантарнă. Ял хуçалăх продукцийĕн ярмăркки вăхăтĕнче 70 тонна вăрлăхлăх çĕр улми сутнă. Чăваш Республикин Апат-çимĕç фончĕ Тверь, Чулхула облаçĕсенчен тата 100 тонна кÿрсе килнĕ. Тракторсен 88 проценчĕ çур акине хатĕр.

ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Роза Лизакова Чăваш Енри Мăнкунпа çыхăннă мероприятисем çинчен пĕлтернĕ: республикăри 147 чиркÿре, 7 мăнастирте, кĕлĕ тумалли 3 çуртра служба иртнĕ, унта 29 пин ытла çын хутшăннă.

Юлашкинчен президент экологи субботникĕсем йĕркеленисене тав тунă, ку енĕпе малалла та ĕçлеме ыйтнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика