АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуçине кура хуçалăхĕ

27 апреля 2011 г.

Пĕр хуçалăх пĕтĕм район кăтартăвне «туртса» пыма пултараять-и? Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи «Коминтерн» производство кооперативĕ пирки шăпах çапла каламалла. Шел, пĕлтĕрхи йывăр çанталăк условийĕсем ура çинче çирĕп тăракан предприятие те палăрмаллах хавшатса хăварнă. Çитменнине халĕ умра – çур аки. Мĕнле кăмăлпа кĕтсе илеççĕ ăна çĕр ĕçченĕсем; Ыйтусем çине «Коминтерн» хуçалăх ертÿçи А.Б.Новикова хуравлать.

«Саппасра юлни çăлчĕ»

- Альбина Борисовна, кăткăс тапхăра пăхмасăр хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх шутне ÿстерме пултартăр. Мĕнле майпа?

– Эпир те пысăк тăкак тÿсрĕмĕр. Ака-суха ĕçĕсене вăхăтра ирттерни, уй-хире çителĕклĕ удобрени, тислĕк хывни те пулăшмарĕ. 2009 çулхипе танлаштарсан тырă – 1/4, выльăх апачĕ 1/3 пайне туса илтĕмĕр. Шăрăх, типĕ çанталăк хуçалăх кассине 20 млн тенкĕ таран пушатса хăварчĕ. Унччен тырă сутлăх та юлнă, халĕ выльăхсене тăрантарма та çителĕксĕр. Пирĕн вара ĕне выльăх 1200 пуç, çав шутра сăваканни – 420. Унсăр пуçне виçĕ пин сысна. Вĕсен шучĕ ÿсрĕ. Пире унччен саппасра юлнă апат çăлса хăварчĕ. Пÿлмере 1500 тонна тырă упраннă. Утă-улăм, сенаж та пĕтменччĕ. Ун чухне тухăç аван тухрĕ, тырă йÿнĕ пулнăран сутма тăхтарăмăр, чун сисрĕ тейĕн. Çапах çакă та çитмерĕ, 9 млн тенкĕлĕх выльăх апачĕ туянтăмăр. Çуркунне кая юлса килни тăкака каллех ÿстерет. Симĕс курăк çине тухиччен чăтмаллах.

Эпир пĕлтĕр çĕнĕ технологипе тепĕр сысна вити туса пĕтертĕмĕр. Кредит илтĕмĕр, ăна вăхăтра тавăрмалла. Пушă вите тупăш кÿмест. Çавăнпа йывăрлăхсене пăхмасăр ăна сыснасемпе тултарма тытăнтăмăр. Вĕсене усрани тăкаклă теместĕп. Тата патшалăхран выльăх апачĕ туянма – 4 млн, шăрăх çанталăк кÿнĕ тăкака саплаштарма 1 млн тенкĕ илтĕмĕр. Сахалрах, çапах уншăн та пысăк тав. Пулăшусăр пире тата хĕнрех тиветчĕ.

– Хальхи вăхăтра ял хуçалăх продукцине сутни тăкаксене саплаштарма, производствăна аталантарма çитет-и?

– Хуçалăхăн тĕп тупăш çăл куçĕ – выльăх-чĕрлĕх отраслĕ. Уй-хирте çитĕнтернине йăлтах унта яратпăр. Кĕтĕве чакарман пулин те кăçалхи виçĕ уйăхра пĕлтĕрхипе танлаштарсан сĕт – 50, аш-какай 25 тонна сахалрах туса илтĕмĕр. Апат çителĕксĕрри тата унăн пахалăхĕ япăхраххи те систерет. Çапах туяннине вырăнта хатĕрленĕ утă-сенажпа танлаштараймăн. Куллен Етĕрне заводне килограмне 13 тенкĕпе сĕт ăсататпăр. Паллах çакă тăкаксене саплаштараймасть. Анчах сĕт хакне те виçесĕр хăпартса яраймăн. Сĕт юр-варĕ хакланса кайсан çынсен ăна мĕнле туянмалла; Чĕр тавара çулталăкĕпех пĕр хакпа сутасси пирки калаçрĕç-ха, шел, ыйтăва татса параймарĕç. Сăмахран, 16 тенкĕпе йышăнсан эпĕ паянах килĕшÿ тума хатĕр. Анчах сĕт-çу завочĕсем ырă пуçарăва пурнăçа кĕртесшĕнех мар.

Сысна какайне 66 тенкĕпе «чĕрĕ виçен килограмĕ» сутатпăр. Вăл тăкак та, ытлашши тупăш та кÿмест. Тытăнса тăма çиткелет.

2009 çулта производствăна аталантарма 18 млн тенкĕ хыврăмăр. Çав шутран кредит – 11, хамăрăн 7 млн тенкĕ. Кăçал мĕн пур тупăша выльăх апачĕ «çăтнипе» йывăртарах пулать. Тата нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕ 460 гектар пĕтнипе тепĕр хут акса хăвармалла. Каллех тăкак. Кредитсем, лизинг кĕсьене самай пушатаççĕ. Çавăнпа укçа енчен хĕсĕнме тивет.

Программи пур –

пулăшăвĕ çук

– Çакăн пек лару-тăрура çур акине хатĕрленесси мĕнле пырать; Унта валли те укçа самай кирлĕ.

– Ака-сухана хамăр вăйпах хатĕрленсе ирттересшĕн-ха. Вĕçĕмсĕр парăма кĕни хуçалăха шурлăха путарать. Хальлĕхе удобрени кирлин 60 процентне çеç хатĕрленĕ. Ку ыйтупа ĕçлетпĕр. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем çителĕклĕ. Машинăпа трактор паркне çулленех энерги ресурсне перекетлекен техникăпа çĕнетсе пынипе ку енчен йывăрлăх пулмĕ. Кăçал пирĕн çурхи культурăсене 700 гектар çинче акса хăвармалла. Вăрлăх пур, вăл йăлтах кондициллĕ. Кĕрхисем те çич çĕр гектар йышăнаççĕ, вĕсем лайăх аталанса вăй илчĕç-ха. Предприятин усă куракан çĕрĕ виçĕ пин гектара яхăн. Çулсеренех юхăннă хуçалăхсен пушă выртакан çĕрĕсене пусă çаврăнăшне кĕртетпĕр. Кăçал та 500 гектар арендăна илме палăртнăччĕ, анчах вăй çитереймесси хăратать.

– Çĕр пулăхне мĕнле ÿстерсе пыратăр?

– ЧР ял хуçалăх министерствин программипе килĕшÿллĕн çуллен 200 гектара яхăн çĕре извеçленĕ, 100-120 гектар çине тислĕк хывнă. Удобрени, нумай çул ÿсекен курăксем те çĕре пуянлатаççĕ.

– Альбина Борисовна, эсир акнă лаптăксене страхламанни мĕнпе çыхăннă?

– Совет тапхăрĕнче çĕршывра пĕртен-пĕр Госстрах пулнă, регионсен страхлав укçи унта пуçтарăннă. Çут çанталăкран шар тÿснĕ региона пулăшма ыттисен укçине те янă. Çавăнпа пулăшу витĕмлĕ пулнă. Халĕ страхлав компанийĕсем туллиех, анчах усси сахал. Акă республикăри хуçалăхсен ÿсен-тăран отрасльне «Чувашия – Поддержка» компани страхлать. Унăн Устав фондĕнче укçи те çук, пулăшăвĕ те сисĕнмест. Пĕлтĕр инкек тÿснĕ, уй-хире страхланă хуçалăхсене халĕ те укçа тавăрса параймасть.

– Ял хуçалăхĕшĕн тепĕр çивĕч ыйту – специалистсем çителĕксĕрри, çамрăксем çĕр ĕçĕнчен пăрăнни...

– Пирĕн водитель-механизаторсем, фермăра вăй хуракансем çителĕклех. Специалистсем енчен йывăртарахчĕ. ЧР ял хуçалăх министерствипе, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕпе килĕшсе ыйтăва татса пама, çамрăк специалистсене тĕллевлĕ вĕрентсе хатĕрлеме тытăнсан кăна лару-тăру улшăнчĕ. Юлашки çулсенче пилĕк аслă пĕлÿллĕ специалист – агроном, зоотехник, бухгалтер, ветеринар, инженер хушăнчĕ. Хăшĕ-пĕри çемьеленме те ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ. Эпир вĕсене ĕçлеме тытăнсанах 10-шар пин тенкĕ оклад туса патăмăр. Ĕçленине кура преми тивет тата ял хуçалăх продукцийĕпе те пулăшатпăр. Хальхи вăхăтра чуна ыраттараканни – çамрăксен уйрăм çурт-йĕр çукки. Ял тăрăхĕнче черетре тăраççĕ-ха, анчах хăçан çитĕ-ши вăл; «2012 çулччен яла социаллă аталантарасси» программăпа пулăшма ыйтса Хĕрлĕ Чутай район администрацине темиçе хут та çитнĕ вĕсем. «Сирĕн аçăр-аннĕр çурчĕ пур, унта пурăнăр», – тесе кăлара-кăлара янă чиновниксем. Çамрăксен хăйсен пурнăç йĕркелемелле, çурт çавăрмалла. Тата вĕсемсĕрех çемьере шăллĕ-йăмăкĕсем пур. Капла яш-кĕрĕме хамăрах ялтан сивĕтетпĕр. Вĕсене хуçалăха явăçтарас тĕллевпе мĕн пур ĕçе механизацилеме, çĕнĕ технологипе йĕркелеме тăрăшатпăр. Ĕç, пурăнмалли условисем лайăх пулсан вĕсем ялтан тухса каймаççĕ. Патшалăх пулăшăвĕсĕр çурт-йĕр çавăраймĕç. Анчах вĕсене пулăшайманни пире чыс тумасть.

– Иртнĕ çулхи çанталăк уй-хире шăварас ыйтăва çĕнĕрен çĕклерĕ.

– Ĕлĕкрех, 80-мĕш çулсенче, «Коминтернра» та 173 гектар çĕре шăварса тăнă. Вăл лаптăкра çу каçа виçĕ хут утă пухса кĕртнĕ. Айхал юхан шыва çу енне пÿлнĕ, кĕркунне уçса янă. Унпа ял-йыш та усă курнă. Халĕ те манăн куккурус уйне шăварса выльăх апачĕ ытларах туса илес килет. Анчах шыв «тарчĕ», тĕпĕнче кăна юхса выртать, пĕвеленин усси сахал. Сăр вара аякра. Йĕри-таврара урăх пĕве çук. Çавăнпа ĕмĕте пурнăçа кĕртме йывăртарах.

«Урхамахĕ мĕнле,

лавĕ çапла каять»

«Коминтерн» районăн ял хуçалăх отрасльне туртса пыни паллă. Тен, вак хуçалăхсене пĕр чăмăра пуçтармалла;

– Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ районта çак отрасль юхăнса кайни – инкек. Çĕнĕ технологипе ĕçлекенсем, инвестици проектне хута кĕртекенсем çукпа пĕрех. Районта хуçалăхсем арканма пуçласан вĕсене пĕр предприятие пухса упраса хăварасшăнччĕ. Чĕр тавара тирпейлекен хамăрăн завод пулни пире аталанма пулăшатчĕ. 1998 çулта специалистсемпе канашласа Хĕрлĕ Чутайри сĕт-çу заводне илме шутларăмăр. Анчах район ертÿçисем ăна пире мар, Мускавсене сутса ячĕç. Кайран завочĕ те хупăнчĕ. Уй-хир тухăçĕ ÿснипе Туканашри чăх-чĕп фабрикине илсе çĕклеме ĕмĕтлентĕмĕр. Каллех ютсен аллине куçрĕ. Ун хыççăн сысна ĕрчетме пуçларăмăр. Аркана пуçланă «Нива» хуçалăха хамăр хÿтте илесси те пăчланчĕ. Халĕ ăна çĕнĕ ертÿçĕ ĕçлеттерме тăрăшни савăнтарать-ха. Юхăннă хуçалăхсенче филиалсем йĕркелесе хăйсен расчет счечĕпех тытса тăрасшăнччĕ, анчах хăшĕ-пĕри ăшă вырăнсăр юласран хăранипех ял çыннисене пăтратса хирĕç тăратрĕ. Чавса çывăх та çыртаймăн тенĕ, халĕ вĕсем пире кирлĕ мар. Хамăрăнах ĕç калăпăшĕ пысăк.

Районта ял хуçалăх отраслĕ аталанайманни çакăн çине алă сулнипе, пултаруллă ертÿçĕсем çуккипе çыхăннă. Мĕн чухлĕ çĕр пушă выртать! Ăна та сухаласа акса хăвараймастпăр. Шел, районта ял хуçалăхне çĕклеме, аталантарма тăрăшни те сисĕнмест.

– Альбина Борисовна, хальхи вăхăтра «Коминтерн» тилхепине кама шанса панă пулăттăр?

– Пултаруллă çамрăксем пур, анчах тилхепене шанма иртерех-ха. Ертÿçĕсене хамăр коллективрах хатĕрлемелле. Çавăнпа ку ыйтăва тĕплĕн шутласа татса памалла. Унăн аллине предприяти кăна мар, ĕç çыннисен шăпи те куçнине асра тытмалла. Урхамахĕ мĕнле, лавĕ çапла каять. Хуçине кура хуçалăхĕ тесе ахальтен каламан.

Л.Никитина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика