АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕнле пурăнатăр, Муркашсем?

22 апреля 2011 г.

Чăваш Ен Президенчĕ М.Игнатьев Муркаш тăрăхне çитсе курчĕ.

Чи малтанах вăл Катькасри çемье тухтăрĕн офисĕпе паллашрĕ. Виçĕ çул каялла хута кайнă уйрăм ял çыннисен пурнăçне палăрмаллах улăштарнă. Халĕ чылай чир-чĕре район центрне каймасăрах вырăнтах сиплеççĕ, анализсем тăваççĕ.

– Медицина оборудованийĕ енчен пуянлатни сиплев ĕç-хĕлне аванлатма май пачĕ, – пĕлтерет Е.Воронина тухтăр. – Йывăр чирленисене вара Шупашкара ăсататпăр.

Муркаш районĕн 2-мĕш больници утмăлмĕш çулсенчех тунă çурт-йĕрте вырнаçнă. Çак тапхăрта вăл палăрмаллах юхăнма ĕлкĕрнĕ. Çиелтен юсаса тăни çителĕксĕр. Çавна май больницăна тĕпрен çĕнетме 4,75 млн тенкĕ уйăрма пăхнă, вăл шутра федераци бюджетĕнчен – 3,72 млн тенкĕ. Коридорта ларма вырăн çуккипе çынсем ура çинче черетре тăнине кура президент тĕп тухтăра асăрхаттармасăр чăтаймарĕ: «Çĕнĕлле ĕçлемелле, килтен шăнкăравласах черете çырăнма май пултăр, чирлисене те капла меллĕ пулнине ăнлантармалла».

Михаил Васильевич Лантăшри «Муркаш-Çăкăр» хупă пĕрлешĕвĕн ĕçĕпе кăмăллă юлчĕ. Ăна 2001 çулта йĕркеленĕ. Лантăшри тата Отарккăри пекарньăсенче 1955 çултанпах техĕмлĕ çăкăр пĕçереççĕ. Юлашки çулсенче ассортимент палăрмаллах пуянланнă. Халĕ 45 çăкăр-булка тата 6 тĕрлĕ кондитер изделийĕ кăлараççĕ. Юлашки вунă çулта 6,5 миллион тенкĕлĕх оборудовани çĕнетнĕ. Çакă çынсен ĕçне çăмăллатнă, продукци пахалăхне лайăхлатнă.

Çур аки çывхарнă май тĕп ыйтăва хускатмасăр, хĕрÿ тапхăра мĕнле хатĕрленнипе паллашмасăр епле иртĕн? «Оринино» кооператив ĕçченĕсем ака-суха ĕçĕсене паян тесен паян тухма хатĕр: техника юсавлă, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе вăрлăх çителĕклĕ.

Ял халăхĕ хăйне хумхантаракан ыйтăва – сĕтĕн сутлăх хакĕ чакса кайнине – хускатмасăр чăтаймарĕ. Президент тавар хакĕ пахалăхĕнчен те килнине палăртрĕ: «Пахалăхлă сĕтĕн пĕр литрĕ 12 тенкĕрен кая пулмалла мар». Выльăх-чĕрлĕх йышне упраса хăварнă хуçалăхсене патшалăх 2,5 пин тенкĕ «ĕне пуçне» уйăрса парать. Çак тĕллевпе 250 млн тенкĕ уйăрнă. Пулăшу хушма хуçалăхра ĕне тытакансем патне те çитĕ.

Тĕл пулура ытти çивĕч ыйтусене те çĕклерĕç çĕр ĕçченĕсем. Унтан президентпа асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç.

Л.Никитина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика