АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЫЙТУ-ХУРАВ

22 апреля 2011 г.

– Вăрлăх çĕр улмине йăрана мĕнле хумалла?

– Куçĕсем çÿлелле пăхчăр.

– Çĕр улми йăранĕ хушши миçе сантиметр пулмалла, тата йăранти вăрлăх пĕр-пĕринчен миçе сантиметрта выртмалла?

– Йăрансен хушшинчи сарлакăш 70 сантимертан кая мар пулмалла, вăрлăх хушши – 25-40 см. Шултра вăрлăха кашни 40 сантиметртан хумалла, вăтаммине – 35 см, вĕттине – 25-30 см. Лайăх тухăç илес тесен вăрлăха виçине кура сортламалла, пĕр рете пĕр виçеллĕ çĕр улми вăрлăхĕ хумалла.

– Çĕр улмине мĕн тарăнăшне лартмалла?

– Çĕртен килет: çĕр мĕн чухлĕ йывăртарах, çавăн чухлĕ ăшăхрах «6-8 см» лартмалла, мĕн чухлĕ çăмăлтарах «хăйăрлăрах», çавăн чухлĕ – тарăнрах «8-10 см». Çĕрнĕ тислĕкпе кĕл хывнă çĕре лартсан аванрах. Калипе фосфор удобренийĕпе çĕре сухаланă чухнех апатлантарма юрать.

– Вăрлăха касма юрать-и?

– Касмасан аванрах. Анчах вăрлăх çитмесен касмах тивет. Касиччен çĕççе дезинфекцилеме вĕрекен шыва чиксе кăлармалла. Тăрăхла касмалла, кашни пайĕнче 2-3 куç пулмалла. Каснă çĕр улмине лартиччен 1-2 кун вырттармалла. Çак хушăра вăл типет, каснă енне кĕлпе сапмалла. Маларах купăста, кишĕр, хĕрлĕ кăшман е хăяр ÿснĕ çĕрте çĕр улми уйрăмах аван ÿсет. Помидор, баклажан, пăрăç ÿснĕ вырăна вара виçĕ çул иртмесĕр те лартмалла мар.

Кăçал вăрлăх çĕр улмине лартиччен лайăхрах ăшăтмалла, сăмсалантармалла. Çакă хавшанă вăрлăха вăй илме, сиенленнисене уйăрса хăварма май парать.

– Çĕр улмине иртерех лартма юрать-и?

– Сивĕ çĕре лартсан çĕр улми калчи ризоктонипе чирлет, тухăç самаях чакать. Пирĕн тăрăхшăн 8-10 см тарăнăшĕнчи çĕр 9 градус таран ăшăнса çитни кирлĕ «хурăн çулçи сарăлма пуçланă тапхăр». Хăш-пĕр сорта «ир пулакан Брянский, Резерв» çĕр 7 градус ăшăнсанах лартма юрать. Невский, Удача, Лукьяновский, ир пулакан Жуковский, Бежицкий сортсене сивĕ çĕре лартма юрамасть.

– Тин шăтса тухнă çĕр улмине тăм тивесрен мĕн тумалла?

– Шăтса тухнă çĕр улми калчи 1 градус сивĕре те сиенленет. Çĕр улмине сыхласа хăвармалли чи çăмăл меслет – калчана пĕтĕмпех çĕрпе хуплани. Кайран вĕсем çĕр айĕнчен хăйсемех тухаççĕ.

Çĕр улмине кăлариччен 5-7 кун маларах авăрне çăлса пăрахмалла. Пухса илнĕ çĕр улмине упрама хуриччен 2-3 эрне хĕвел лекмен вырăнта, лупас айĕнче е витере вырттармалла, унтан тепĕр хут суйласа нÿхрепе антармалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика