АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕт йÿнелет...

20 апреля 2011 г.

Ял çыннишĕн чи çивĕч ыйтусенчен пĕри – сĕт хакĕ чакни. Выльăх апачĕшĕн тăкакланнине сĕт сутса саплаштарма йывăрлансах пырать. Хушма хуçалăх тытакансем чĕр тавар пуçтаракансемпе тирпейлекенсене пĕр шухăшлă пулса хака юриех чакарнăшăн айăплаççĕ. «Агро-Инноваци» унитари предприятийĕ юлашки виçĕ çулта сĕт хакĕсене тишкерни çурхи-çуллахи тапхăрта вăл яланах йÿнелнине кăтартать. Н.Васильев директор каланă тăрăх хальхи вăхăтра «шурă ылтăнăн» хакĕ пĕлтĕрхинчен пысăкрах та. Сăмахран, 2010 çулхи апрелĕн 14-мĕшĕ тĕлне ăна 11,48 тенкĕпе туяннă. Чăваш Енри чĕр тавара тирпейлекен предприятисем халĕ пĕрремĕш сортлă пĕр литр сĕтшĕн 11,84 тенкĕ параççĕ. Халăхран пуçтараканнишĕн – 10-11 тенкĕ. Çак тапхăрта çулсерен сĕт хакĕ чакни тĕрлĕ сăлтавпа çыхăннă. Чи малтан, паллах, ăна туса илесси ÿснипе. Тата чикĕ леш енчен сĕт юр-варне ытларах кÿрсе килме тытăнни те витĕм кÿрет. Çĕршывра та, республикăра та чĕр тавар тирпейлекен предприятисен склачĕсене вăрах вăхăтлăх упракан сĕт юр-варĕ «ĕне çăвĕ, сыр, типĕтнĕ сĕт» самай пуçтарăннă. Продукцие вăхăтра сутайманнипе вĕсем тупăш илеймеççĕ.

Кăçал выльăх апачĕ виçесĕр хакланса кайнипе сĕтĕн хăй хаклăхĕ пысăк. Чылай ял хуçалăх организацийĕ çителĕклĕ апат хатĕрлейменнипе ăна республика тулашĕнчен турттарать. Ку каллех тăкака ÿстерет. Мĕнле тухмалла йывăрлăхран; Специалистсен шучĕпе хуçалăхсен выльăх апатне хĕл каçмалăх кăна мар, саппаслăх та янтăламалла. Ĕнесене çур енне кăна мар, кĕркунне те, хĕлле те пăрулаттармалла. Тепĕр мел – сĕт туса илекенсемпе тирпейлекенсен çыхăнса ĕçлессипе вăрах вăхăтлăх килĕшÿсем туни. Халĕ вара кĕрхи-хĕллехи тапхăрта тирпейлекен предприятисем чĕр тавар шыраса çÿреççĕ. Вăл çителĕксĕррипе сĕтĕн сутакан хакĕ те ÿссе каять. Çур-çу енне вара пач урăхла.

Юлашки вăхăтра чĕр тавара выльăх апачĕ сахалли хаклатса яни паллă. Сĕт нумайланса пынине пăхмасăрах унăн хакне пĕлтĕрхи шайрах тытса тăни, лару-тăрăва ăнланма тăрăшни кăна тирпейлекен предприятисене чĕр тавар рынокне упраса хăварма пулăшĕ.

...çăмарта хакланать

Мăн кун умĕн çăмарта хакланса кайнине хăнăхнă-ха эпир. Анчах хальхинче çакă уявпа кăна çыхăнман-тăр. Март вĕçĕнче республикăри чăх-чĕп фабрикисем çăмартана 9 процент ÿстерсе сутма тытăннă. Апрелĕн 14-мĕшĕ тĕлне суту-илÿ предприятийĕсенче пĕрремĕш категориллĕ çăмартана вуннăшне 41 тенкĕ те 80 пуспа сутнă. Пасарта йÿнĕрех темелле, 38 тенкĕ те 90 пуспах илме пулать «вуннăшне».

Муркашри чăх-чĕп фабрикин тĕп директорĕ Н.Ванеркин пĕлтернĕ тăрăх çăмарта хăй хаклăхне электроэнерги, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, выльăх апачĕ тата ытти те пысăклатса яраççĕ. Пĕлтĕрхи тухăçсăр çулталăка пула фуражлăх тырă палăрмаллах хакланнă. Хальхи вăхăтра ăна ытти регионтан иртнĕ çулхинчен 2,5 хут хаклăрахпа турттараççĕ. Пĕр тонни 7,5 пин тенкĕ. Раççей Правительстви рынок хакĕсене йĕркелессипе мерăсем йышăннă хыççăн Чăваш Енри ял хуçалăх организацийĕсем тырра 1500 тенкĕ «пĕр тонни» йÿнĕрехпе туянаççĕ.

Çăмарта хăвăрт пăсăлакан çимĕç. Çуллахи тапхăрта чăх-чĕп фабрикисем ăна хăй хаклăхĕпе е унран та йÿнĕрехпе сутаççĕ. Çуркунне енне вăл хакланать. Çапла майпа предприятисем çуллахи тăкаксене саплаштараççĕ. Уяв умĕн çăмарта хакĕ татах ÿсме пултарĕ, мĕншĕн тесен суту-илÿ предприятийĕсем те услам туса юласшăн. Чăннипех ылтăн çăмарта тейĕн.

Л.Никитина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика