АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çавал çыранран тухĕ-и

20 апреля 2011 г.

М. Игнатьев президент Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе ирттернĕ канашлура граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Ю. Кекиш çурхи ейÿпе çыхăннă лару-тăрупа паллаштарнă. Çавал шывĕ 87 сантиметр çĕкленнĕ, анчах саппас пур-ха – тата 1,9 метр. Сăр 51 сантиметр хăпарнă, унта та саппас пысăк – 4 метр чухлех. Етĕрне тĕлĕнче пăр каять, Шупашкар патĕнче вара шыв сийĕ 30 процент уçăлнă. «Çивĕч самантсем çук, умри тĕллевсене пурнăçлатпăр», – шантарнă Ю.Кекиш. «Çапах тимлĕхе çухатма юрамасть. Лару-тăрăва вĕçĕмсĕр сăнаса тăмалла», – тенĕ президент.

Республика пуçлăхĕ муниципалитетсен территорийĕсене тирпейлемелли пирки асăрхаттарнă. «Çулсен хĕрринчи лаптăксене вăхăтра тасатмалла. Аслă Мăн кун тĕлне ниçта та çÿп-çап юлмалла мар. Тăван ен тирпейлĕхĕпе тасалăхĕшĕн пурин те тăрăшмалла», – палăртнă Михаил Васильевич.

Республикăн Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов çурхи уй-хир ĕçĕсем çинчен каласа панă. Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 280,7 пин гектар çинче акса хăварма палăртнă. Министр пĕлтернĕ тăрăх кĕрхи калчасем япăх мар хĕл каçнă, çапах вĕсен 5-7 проценчĕ пĕтме пултарнă. Çакна шута илсе 160 пин гектар çинче хушма ака ĕçĕсем йĕркелеме тивет. Министр çĕр улми вăрлăхĕ çителĕксĕрри пирки каланă, Шупашкарта пахча çимĕç вăрлăхне сутмалли ярмăрккасем йĕркелени çинчен пĕлтернĕ.

Президент ял çыннисене çĕр улми вăрлăхĕпе тивĕçтермеллине палăртнă.

Канашлура ытти темăна та сÿтсе явнă.

Пулăшу усси

Чăваш Енре ĕçсĕрлĕхе чакарма тĕллевлĕ программа йышăннă. Хăйсен ĕçне йĕркелесе яма ĕмĕтленекенсене пулăшмашкăн патшалăх 58800 тенкĕ субсиди уйăрса парать. Çак ĕçсĕрлĕхшĕн çулталăкра тÿлекен пособи виçи. Курттăммăн укçана пани ĕçсĕр юлнă граждансене предприниматель ĕç-хĕлне пуçарса яма, тупăш илме пулăшать. Çитменнине çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хушăнаççĕ.

Республикăра пурăнакансем патшалăх пулăшăвĕпе усă кураççĕ те ĕнтĕ. Акă Владимир Змановский бизнесри малтанхи утăмне шăпах субсиди пулăшăвĕпе тунă. «Ĕç-хĕлĕме мĕнпе çыхăнтарасса унччен пĕлсех тăнă – эпĕ кроликсене ĕрчетме кăмăллатăп, вĕсене хушма хуçалăхра яланах тытнă», – пĕлтерет вăл. 2010 çул пуçламăшĕнче халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра бизнес-план тăратнă, ăнăçлă хÿтĕленĕ. Июльтен вара уйрăм пайтаçăра ĕçлеме пуçăннă. Тавăрса памалла мар субсидипе кроликсем, вĕсем валли апат туяннă. Хальхи вăхăтра 40 пуçа çитернĕ вĕсене. Паллă шÿтри пек каласан кролик – паха тир кăна мар, усăллă тата тутлă аш-какай та. Çавăнпа ăна туянакансем яланах пур. В.Змановский кролик какайĕпе Сĕнтĕрвăрри районĕнче пурăнакансене тивĕçтерсе тăрать.

Калчасене çăлма

Вăраха кайнă çуркунне кĕрхи культурăсене, нумай çул ÿсекен курăксене сиен кÿме пултарать. Россельхозцентр пĕлтернĕ тăрăх нÿрĕ юр ÿсен-тăран çумне çыпçăннă май пăрланма пултарать. Пăр сийĕ хулăн пулсан ÿсен-тăрана вăйлă пусăрăнтарса сывлама чăрмантарать. Çĕр кăçал 8-10 см хулăнăш кăна шăннă. Вырăн-вырăнпа ирĕлме те ĕлкĕрнĕ. Çанталăк ытлашши ăшăтса яманни юра вăрах ирĕлтерет. Анчах ку ÿсен-тăрана сиен кÿме пултарать. Çĕр çинчи йĕпе юр пăрланнă май калча чыхăнса каяс тата çĕрсе пĕтес хăрушлăх пур. Акнă лаптăксен 30 проценчĕ çинче калча кĕркуннех саралма пуçлани палăрнă. Кĕрхи культурăсене упраса хăварма специалистсем уй-хирти пăрланнă вырăнсене катса çĕмĕрме сĕнеççĕ.

Л.АРСЕНТЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика