АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх умĕнчи яваплăха туйса

20 апреля 2011 г.

Михаил Игнатьев президент журналистсене «çавра сĕтел» тавра пухрĕ. Ун шучĕпе влаçпа пресса республикăра пурăнакансене усă кÿрес тĕллевпе алла-аллăн тытăнса ĕçлемелле. Массăллă информаци хатĕрĕсем ахальтен мар «тăваттăмĕш власть» ята тивĕçнĕ – вĕсен витĕмĕ чăннипех пысăк. Çавна кура журналистсен халăх умĕнчи яваплăха та манса каймалла мар. Обществăри тăнăçлăха пур мелпе те тытса тăма тăрăшмалла.

Чи хумхатакан ыйтусенчен пĕри – чăваш халăхĕн хăй евĕрлĕхне, унăн культурине упраса хăварасси. «Çавра сĕтел» хушшине пухăннисене тăван чĕлхене тивĕçлĕ шайра тĕпчессинчен, ача-пăча валли кĕнеке кăларассинчен пуçласа чăваш акатуйне кăçал ăçта ирттересси, Андриян Николаев космонавт палăкне ăçта вырнаçтарасси таранах кăсăклантарать.

Президент Раççей шайĕнчи акатуя Иван Яковлев чăвашсене çырулăх парнеленĕ Чĕмпĕр хулинче, республика шайĕнчине Çĕрпÿре ирттерме палăртнине пĕлтерчĕ. Космонавт-ентешĕмĕр палăкĕ валли Шупашкарти Калинин тата Николаев урамĕсем хĕресленнĕ вырăна суйласа илнĕ. Чăваш ачисем валли кĕнеке кăларассине паянхи пурнăç ыйтнă пек – çĕнĕлле – туса пымалли никама та иккĕлентермест. Ку тĕлĕшпе интернет çыхăнăвĕпе те туллин усă курмалла.

Культура анинче тăрăшакансене грантсемпе хавхалантармалли çинчен те систерчĕç республика ертÿçине. Тем тесен те хальхи вăхăтра патшалăх тивĕçлĕ пулăшу памасан кирек хăш енĕпе те аталанма йывăр. Тахçанхи ĕмĕте – этнопарк тăвассине те аса илчĕç журналистсем. Çакă чăваш халăхĕн историйĕпе культурин ĕмĕрне тăсас тĕлĕшпе тунă чи пысăк ĕçсенчен пĕри пулса тăнă пулĕччĕ. Михаил Игнатьев пур сĕнĕве те шута илме шантарчĕ.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусен тепĕр çупкăмĕ массăллă информаци хатĕрĕсем хăйсем тÿсекен нуша тавра çĕкленчĕ. Унччен пурте патшалăх аллинче пулнă пулсан, укçи-тенкине пĕр çÿпçерен тивĕçнĕ пулсан хальхи вăхăтра кашнийĕ хăй пĕлнĕ пек тытăнса тăрать. Çĕнĕлле пурăнма пуçлани çĕнĕ ыйтусем кăларса тăратать. Пресса тăваттăмĕш власть вырăнĕнче шутланать пулин те патшалăх хÿтлĕхĕ ăна та кирлĕ. Пурнăç улшăннă май саккунсене те çĕнетмелли шухăшпа президент пĕр сăмахсăрах килĕшрĕ.

Пĕтĕмĕшле икĕ сехет ытла пынă калаçура тем тĕрлĕ тема та хускатрĕç – вĕсем пурте вăхăт таппипе тан çĕкленекен ыйтусем. Акă ял çыннисене пăшăрхантараканни – сĕтĕн сутăн илмелли хакĕсем чакни. Пĕр литр хакĕ 16 тенкĕрен 12 тенке анса ларни чĕр тавара тирпейлекен пысăк компанисен витĕмĕпе пулса иртни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Паллах, ку вăл республика шайĕнче татса памалли ыйту мар, анчах çак тĕлĕшпе монополипе кĕрешекен комитетпа калаçма, майсем шырама сăлтавĕ пысăк.

Ĕне выльăх тытакансене лăплантаракан хыпар та пур: федераци бюджетĕнчен вĕсене пулăшма уйăрнă укçа республикипе пĕтĕмĕшле 250 млн тенкĕ пулать, кашни ĕне пуçне 2 пин тенкĕ ытла тивет.

Калаçăва пĕтĕмлетсе президентпа журналистсем унăн пуçламăшне тепре таврăнчĕç: çакăн пек тĕл пулусем кирлех, вĕсем общество шухăш-кăмăлне власть патне илсе çитерме пулăшаççĕ, мĕншĕн тесен массăллă информаци хатĕрĕсем шăп та лăп влаçпа обществăна çыхăнтарса тăракансем.

Т.Ильина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика