АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Усăллă та, тупăшлă та

20 апреля 2011 г.

Усăллă та, тупăшлă та

«Чăваш бройлерĕ» уçă пĕрлешÿ тупăшлă ĕçлекен предприятисенчен пĕри. Нумаях пулмасть кунта ăратлă чăхсене çитĕнтермелли çĕнĕ комплекс хута кайрĕ.

Инвестици проекчĕ виçĕ тапхăртан тăрать. Хальлĕхе икĕ цехра ĕçе вĕçленĕ. Унта «Cumberland» фирмăн оборудованине вырнаçтарнă. Ялан пĕр пек температура тытса тăнипе кунта ăшă, типĕ. Талăкри чĕпсем те хăйсене аван туяççĕ, лайăх çитĕнеççĕ. Строительство ĕçĕсем кăçалхи июньте вĕçленмелле. Пурĕ 38 пин чĕпĕ усрама палăртнă.

Çак кунсенчех проектăн виççĕмĕш тапхăрне пурнăçлама – пушаннă цехсене çĕнетме – тытăннă. Проекта туллин пурнăçлани предприятие бройлер аш-какайне туса илессине çулталăкра 8 пинрен 12 пин тонна таран ÿстерме май парать. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта кăна пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан чăх какайне 200 тонна ытларах илнĕ.

Ĕç-хĕле çĕнĕлле йĕркелени, хăватлă оборудовани вырнаçтарни уйăхра 700 пин çăмарта е 560 пин чĕп «çулталăкне 7 млн» ÿстерме май парать. Ытлашшине ял халăхне сутаççĕ. «Чăваш бройлерĕ» пĕрлешÿ хушма хуçалăхсене 100 пин бройлер чĕппи сутма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ.

Кунсăр пуçне предприяти ĕç-хĕлне сарни тата 68 çынна ĕç вырăнĕ тупма пулăшĕ.

– Паян чăх-чĕп фабрикинче çĕнĕ технологипе усă кураççĕ. Республикăри агропромышленность комплексĕнче акционерсен «Чăваш бройлерĕ» уçă пĕрлешÿ ăнăçлă аталанса, çулран çул производство калăпăшне, хăватне, кăтартăвне ÿстерсе пырать, – терĕ çĕнĕ цеха савăнăçлă лару-тăрура хута яма хутшăннă Чăваш Ен Президенчĕ М.Игнатьев. Хальхи вăхăтра чăх-чĕп ĕрчетесси усăллă та тупăшлă. Çăмăллăх кредичĕпе те усă курма пулать. Кăçал Раççей правительстви чăх-чĕп отрасльне аталантарма 12,5 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă. Чăваш Енри предприятисене те финанс пулăшăвĕ çитмелле. Çĕнĕ производство йĕркелеме кредит илсен процент ставкине те субсидилеççĕ.

– Экологи енчен хăрушсăр мелсемпе тата технологипе усă курса çĕнĕ производство объекчĕсем туни çынсен сывлăхне упрама пулăшать, çакă вара – чи кирли, – пĕтĕмлетрĕ президент цехпа паллашнă май.

Республикăра кун пек производство объекчĕсем хушăнсах пырсан аванччĕ те...

Л.Никитина.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика