АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп вырăнта – ачалăхпа сывлăх

15 апреля 2011 г.

ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче темиçе саккун проектне ырларĕç, республика программисене мĕнлерех пурнăçланине хакларĕç, правительство йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртрĕç.

Ларăвăн тĕп ыйтăвĕ Чăваш Енре 2010 çулта ачасен прависемпе саккунлă интересĕсене хÿтĕлесси çинчен тунă доклад пулчĕ. Республикăри ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Александр Андреев пĕлтернĕ тăрăх – иртнĕ çул унран 710 çын пулăшу ыйтнă: садиксенче вырăнсем çитменнинчен пуçласа алимент шыраса илесси таранах. Нумай ачаллă çемьесене пулăшу кирлех. Александр Васильевич вĕсене çурт-йĕр тума çĕр лаптăкĕ уйăрса пама йышăннине ырланипе пĕрлех ытти мера та вырăнлă пулмалли çинчен каларĕ. Çав шутра – ачасене шкулта тÿлевсĕр апатлантарасси, хулари транспортпа тÿлевсĕр çÿреме ирĕк парасси, виççĕмĕш ачашăн хушма тÿлевпе пулăшасси.

Паян республикăра пин ытла тăлăх ача хваттер черетĕнче. Пурне те çак самантра пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтермесен те 300 çынна халех хваттер е çурт кирлĕ. Пĕлтĕр çак ĕç валли республика бюджетĕнчен 46,2 млн тенкĕ уйăрнă. Кăçал чылай ытларах пулать.

Ачасен хÿтлĕхне çирĕплетес тĕллевпе А.Андреев хула тулашĕнчи кивĕ лагерьсене тĕпрен юсаса çĕнетме, çĕннисене тăвас енĕпе ĕçлеме, опека органĕсенче вăй хуракансен йышне пысăклатма сĕнчĕ. Çавăн пекех ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй тÿлевлĕ йĕркепе ĕçлесен усă пысăкрах пулассине те палăртрĕ. Халĕ Александр Васильевич тÿлевсĕр ĕçлет. Сăмах май, кунашкалли Раççейĕпе те виçĕ регион кăна иккен – Магаданпа Камчатка тата Чăваш Ен.

Президент уполномоченнăй сĕнĕвĕсене шута илме шантарчĕ, министрсене те вĕсемпе ĕçлеме хушса хăварчĕ.

Республикăн иртнĕ çулсенче демографие аталантармалли, ĕç сыхлавне лайăхлатмалли, апат-çимĕç пахалăхне ÿстермелли программисем мĕнлерех пурнăçланни пирки сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Надежда Осипова каласа пачĕ. Çынсем производствăра суранланасси юлашки виçĕ çулта 26 процент чакнă. «Сывă апатлану» тĕлĕшпе те ырă туртăмсем пур: улма-çырла, пахча çимĕç çиесси ÿснĕ.

Дмитрий Медведев президент Раççей чиновникĕсене тĕрлĕ компанин директорсен канашĕсен йышĕнчен кăлармалли пирки каланăччĕ. Чăваш Ен министрĕсем те вырăнти предприятисен управлени тытăмĕнчен тухаççĕ. Министр шайĕнчи 15 çын çавнашкал «хушма тивĕç» пурнăçлать-мĕн. Малашне вĕсем ку ĕçрен пăрăнĕç.

Правительство пуçлăхĕн çумĕ – строительство министрĕ Александр Гончаров республикăри ял-хулари çулсене аталантарас ыйтупа сăмах илчĕ. Ятарлă программа пулнă май Чăваш Енре ку енĕпе тухăçлă ĕçленĕ, анчах федераци бюджетĕнчен укçа илме пăрахнă хыççăн ĕç хăвăртлăхĕ чакнă. Çапах ку çулсем тума пăрахассине пĕлтермест. Умра – анлă юсав ĕçĕсем. Çак тĕллев валли Мускав 114 млн тенкĕ уйăрнă та ĕнтĕ. Шупашкарти картишсенчи çулсемпе тротуарсене юсама – тата 229 млн тенкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика