АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи çивĕч ыйтусем

13 апреля 2011 г.

Михаил Игнатьев президент Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Юрий Кекиш çурхи ейÿ тапхăрĕ мĕнлерех иртни, йышăнакан мерăсем çинчен каласа панă. Комитет пуçлăхĕ Йĕпреç, Çĕрпÿ, Патăрьел, Вăрнар районĕсенче уйрăмах тимлĕ пулмаллине палăртнă, унта юр хулăнăшĕ 32-35 см пысăкрах. Юхан шывсенчи пăр нумай çулхи вăтам вăхăтран 3-8 кун каярах хускалмалла. Калăпăр, Сăр çинчи пăр апрелĕн 11-17-мĕшĕсенче кайĕ.

Çивĕч лару-тăрăва хатĕрленсе ведомствăсен ейÿпе кĕрешекен комиссийĕн ларăвĕсене ирттернĕ, ĕç тăвакан власть тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тренировка йĕркеленĕ. Республикăра ейÿ зонине 3,5 пин ытла тĕрлĕ гидротехника сооруженийĕ лекет, вĕсене сăнасах тăраççĕ.

М.Игнатьев муниципалитет районĕсемпе хула округĕсен пĕрлехи диспетчер службисен оперативлă çыхăнăвне мĕнле йĕркеленипе кăсăкланнă, информацие оперативлă майпа илсе тăрассине – ку енĕпе талăкĕпех ĕçлемеллине палăртнă. Михаил Васильевич çавăн пекех массăллă информаци хатĕрĕсем урлă çынсене пăр кайнипе, юр ирĕлнипе, çуртсен тăррисенчен пăр катăкĕсем ÿкнипе çыхăннă хăрушлăх пирки анлăн пĕлтерсе тăмалли çинчен каланă.

М.Игнатьев Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан аслă органĕсен ертÿçисем валли йĕркеленĕ семинарта федераци ведомствисен пуçлăхĕсемпе сÿтсе явнă темăсене те çĕкленĕ. Сăмахран, çĕршыв правительствин председателĕ Владимир Путин хушнипе халĕ вĕрентекенсене ĕç укçи тÿлемелли тытăма тĕпчес, педагогика ĕçченĕсен шалăвне ÿстермелли сĕнÿсемпе механизм хатĕрлес енĕпе ĕçлеççĕ. Çак хушăвăн тĕп тĕллевĕ – 2011 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса вĕрентекенсен шалăвне ерипен ÿстерсе пырасси, ăна регион экономикинчи вăтам ĕç укçин шайне çитересси.

Çавăн пекех Михаил Васильевич республикăри больницăсенчи черетсен ыйтăвне татса парас енĕпе мĕнле ĕçленипе кăсăкланнă, ку енĕпе малашне те çине тăрсах ĕçлеме хушнă. Юлашкинчен Чăваш Ен пуçлăхĕ Аслă Çĕнтерÿ 66 çул тултарнине чыслăн кĕтсе илме мерăсем йышăнма хушнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика