АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çак пурнăçра мĕн пит хаклă?

13 апреля 2011 г.

Сывлăх пит хаклă. Пурлăхран та, чаплă ĕçрен те пахарах вăл. Социологи ыйтăмне хутшăннă çынсен 80 проценчĕ те шăпах çапла шухăшлать. Çак шухăшах правительство çуртĕнче «Сывă Чăваш Ен» ятпа иртнĕ видеоконференцире ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ В. Муллина та çирĕплетрĕ.

Республикăна чипер-йĕркеллĕ аталанма вара шăпах ĕçлекен сывă халăх кирлĕ. Пĕлтĕр Чăваш Енре «юлашки 12 çулта пĕрремĕш хут» 1000 çын пуçне 12,7 ача çуралнă «Раççейре – 12,6, Атăлçи тăрăхĕнче – 12,4». Иртнĕ çулхи кăтартусем тăрăх Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче, Комсомольскипе Шупашкар районĕсенче çуралакансен йышĕ вилекенсенчен ытларах пулнă.

Шел пулин те, эпир хамăра хамăр упрама пĕлместпĕр. Республикăра сывлăх центрĕсем ĕçлеме пуçланăранпа вĕсенче 57 пин çын хăйсен сывлăхне «вăл шутра 5,5 пин ачанне» тĕрĕслеттернĕ. 18 çултан иртнĕ çынсен 22 проценчĕ кăна сывă пулнине палăртнă. Ачасен 92 проценчĕн вăл е ку чир палли пур.

Мĕншĕн чирлетпĕр-ха эпир; Чи малтанах кирлĕ пек çиме пĕлменнипе, çан-çурăма пачах та авманнипе, пирус мăкăрлантарнипе, эрех ĕçнипе. Ăçтан-ха юн пусăмĕ ан хăпартăр; Паллах, нервсем те хавшаççĕ. Йывăрлăхсене чăтайми пулатпăр.

Шупашкарта пурăнакансен 33 проценчĕ хăйсен сывлăхĕ тухтăрсенчен килет тесе шухăшлать, 22 проценчĕ – экологирен, 20 – улăштарнă генлă апат-çимĕçрен, 13 – экономикăпа социаллă пурнăçран, 12 – ВИЧпа наркоманирен. Ыйтăма хутшăннисенчен нихăшĕ те сывлăх хамăртан, хамăр мĕнле пурнăç йĕрки тытса пынинчен килнине асăнман. Урăхла каласан, çынсем хăйсемшĕн хăйсем явап тытасшăн мар.

Паянхи куна республикăра 21 физкультурăпа спорт комплексĕ ĕçлет. Физкультурăпа спорт министрĕ А. Николаев тата 30 спорт сооруженийĕ хута каймаллине палăртать. Хăш-пĕр шкулта «Шупашкарта» вунă ачаран тăваттăшĕ физкультура урокĕнче сак çинче ларни паллах йĕркеллĕ мар. Спорт министрĕ хăй вăхăтĕнче физкультурăран хăтарнă ачасем пурăна киле паллă спортсменсем пулса тăни пирки те аса илтерчĕ. Спорт комплексĕсене тулли вăйпа ĕçлеттерме майсем çителĕклĕ. Тĕслĕхрен, Çĕрпÿре чăн-чăн сывлăх цехĕ йĕркеленĕ. Хĕлле каток хута янă, 75 мăшăр коньки туяннă, анчах вĕсем те çитми пулнă. Икĕ çухрăм тăршшĕ йĕлтĕрпе чупмалли трасса хывнă. Районти мĕн пур ăмăртăва кунта ирттерме пуçланă. Аэробика, тренажер залĕсем, артезиан çăлĕнчи шывпа тултарнă бассейн, мунча, тĕрлĕ секци – пурте пур кунта çÿрекенсене валли. Çулла скейтбордистсемпе роликпа чупакансем валли те ятарлă вырăн хатĕрлесшĕн.

Муркаш районĕнчи спорт комплексĕнче кунне пĕр сехете ятарласа пенсионерсем валли уйăрнă. Вĕсем «урока» аэробикăран пуçласа бассейнпа вĕçлеççĕ. Кашни çулах район пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн 50 çултан иртнисем волейболла ăмăртаççĕ. Ăмăртăва чăнласах хатĕрленекенсем кăштах начарланаççĕ, туртма та пăрахаççĕ.

Ырă тĕслĕх сахал мар. Хамăр тăрăшни, кахала çĕнтерни кăна кирлĕ.

Çитес вăхăтра поликлиникăсемпе больницăсенче туртма пăрахас текенсем ыйтнипе çак сиенлĕ йăларан хăпма тÿлевсĕр пулăшу пÿлĕмĕсем йĕркелеме палăртаççĕ.

Е. Николаева.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика